Тăван ен

18 Пуш, 2015

Пĕр тракторпа - 30 çул ытла

Халĕ ялхуçалăхри пĕтĕм ĕçе техника вăйĕпе тăваççĕ. Çавăнпа механизатор яланах кирлĕ, ăна ял-йыш чунтан хисеплет. Шупашкар районĕнчи 35 киллĕ Пикшик ялĕнче çуралнă Анатолий Козин çинчен те ырă сăмахсем çеç каламалла.

3 Нарăс, 2015

Пуртă тытмасăр платник пулаймăн

Пур çын та - хăтлă кил-çуртшăн. Хуларисем хваттерĕсене çултан-çул çĕнетеççĕ, капăрлатаççĕ. Ялтисем пурăнмалли кĕтес çутă та ăшă, илемлĕ пултăр тесе тăрăшаççĕ. Выльăх витине те никам та ячĕшĕн тумасть. Ăшă тыттăр, типĕ пултăр, маччаран ан тумлатăр тет. Чылайăшĕ тĕллеве хăех пурнăçлать. Шел те, ĕç тĕлне пурин алли те пымасть çав, çавăнпа чухлакана чĕнет.

3 Нарăс, 2015

Тĕнче касса çÿремесĕрех...

Çу кунĕсенче ял çынни пачах лăш курмасть. «Киле çĕр каçма çеç кĕретĕп», - тет вăл шÿтлесе. Тарпа çитĕнтернĕ çимĕç çемйине тăрантарма çеç мар, сутса пурнăçа сыпăнтармалăх та çитет.

Çанталăк сивĕтсен тин ирĕкленет вăл. Чылайăшĕ, ытларах çамрăксем, хĕл кунĕсенче ĕçсĕр аптраса хăшкăлаççĕ. «Нимĕн тума та пĕлмесен кĕрĕк арки те пулин йăвала», - тенĕ ваттисем. Çак сăмахсене вĕсем ĕç пирки шухăшлама сĕнсе каланă.

16 Юпа, 2014

Шăнкăрч вĕлли - ĕмĕрлĕх киленÿ

Чун йăпатмăшĕ ăна шурлăх пекех шалтан-шала туртать.

Шупашкарта пурăнакан Владимир Ефремов ал ăстине вунă çул ытла пĕлетĕп. Балконри мастерскойĕпе савăнса паллашнăччĕ. Кукаçи пулнă ĕнтĕ, анчах чунтан кăмăллакан ĕçе халĕ те пăрахмасть - шăнкăрч вĕллисене шкул ачи пекех юратса ăсталать. 40 çулта çунатлă туссем валли миçе тунă-ши? Тĕрĕссине хăй те пĕлмест. 400-тен кая мар пулĕ тет.

16 Юпа, 2014

«Çĕр пайĕ пире кирлĕ мар», - теççĕ ватăсем. Унăн уссине çамрăксем те туймаççĕ

«Хыпарăн» 186-мĕш номерĕнче «Çĕрпе хăçан тухăçлăн усă курăпăр-ши?» çивĕч статья пичетленчĕ. Вăл мана самаях кăсăклантарчĕ, тарăн шухăша ячĕ.

«Тахçанах татса памалла та ăна, анчах васкавлă йышăну тума çĕр саккунĕн хăйне евĕрлĕхĕ-кăткăслăхĕ ура хурать», - тесе тĕрĕс çырать çĕр ыйтăвĕ пирки автор.

Ялта халĕ ытларах ватăсем пурăнаççĕ. Эпĕ те вĕсен йышĕнче. Пире пайсем кирлĕ мар. Ăна харпăрлăха куçарса халăх вăхăт нумай ирттерет, укçа тăкаклать.

Pages