Шăнкăрч вĕлли - ĕмĕрлĕх киленÿ
Чун йăпатмăшĕ ăна шурлăх пекех шалтан-шала туртать.
Шупашкарта пурăнакан Владимир Ефремов ал ăстине вунă çул ытла пĕлетĕп. Балконри мастерскойĕпе савăнса паллашнăччĕ. Кукаçи пулнă ĕнтĕ, анчах чунтан кăмăллакан ĕçе халĕ те пăрахмасть - шăнкăрч вĕллисене шкул ачи пекех юратса ăсталать. 40 çулта çунатлă туссем валли миçе тунă-ши? Тĕрĕссине хăй те пĕлмест. 400-тен кая мар пулĕ тет.
Темиçе пин те калăплама пултарнă, анчах шучĕшĕн мар, хăйне евĕрлĕхĕшĕн тăрăшнă. Çакă кăсăклă: пĕр пекки вуçех çук, пурте - тĕрлĕ. Калăпăшĕ те расна, кашнин - хăйĕн ячĕ: «Сервантес», «Толерантный», «Метеорит», «Император», «Невеста», «Рыцарь», «Чемпион»...
Пĕррехинче хăнана пырсан: «Куратăр-и? Ку вĕллене 4 çул каяллах ăсталама тытăнтăм, ĕçе халĕ те вĕçлейместĕп-ха», - тесе тĕлĕнтерчĕ. Ăна çичĕ çултан тин туса пĕтернине кайран пĕлтĕм. Лайăхран лайăх тăвас тесе мĕн шухăшлани пуçа çийĕнчех пырса кĕмест, ăна нумай кĕтмелле.
Балконра мĕн тĕрли кăна çукчĕ: чăваш тĕррине аса илтерекенни, танк, ромб, вырăс кăмаки, шыв арманĕ, çил арманĕ, шăл евĕрли, тата... каласа та пĕтерес çук. Çил арманĕ пеккин çунаттисем çилпе çаврăнаççĕ. Шыв арманĕлли çумăрта кăлтăртатать. Вĕллери чĕпĕсем пĕр тикĕс кĕвĕпе йăпанччăр, аслати кĕмсĕртетнинчен ан хăраччăр тенĕ пулĕ. Ăста кашни «çурта» кăкăр ачине алла тытнăн асăрханса çĕклет, ÿкерсе çĕмĕресрен хăранăн çепĕççĕн сĕртĕнет. Кăмăлтан калаçать вĕсемпе.
Унтанпа чылай çул иртрĕ. Ÿркенмен чăн ăста пурăнать-ши, вĕлле тума пăрахман-ши? Телее, Владимир Алексеевича троллейбусра тĕл пултăм.
- Çук, каккуй пăрахма, - терĕ вăл. - Пĕр вăхăт шухăш пурччĕ. Ăсталăх тÿпине çĕкленсе çитсен текех айкашмастăпах пулĕ тенĕччĕ. Ăсталăх ани тĕнче уçлăхĕ пекех вĕçĕ-хĕррисĕр иккен. Пĕр çаклансан вăл хăйĕнчен текех вĕçертмест, шурлăх пекех шалтан-шала çăтать. Айкашу тыткăнне хамах çаклантăм мар-и? Тĕлĕкре те шăнкăрч вĕллипе аташатăп.
... Володя тĕп хулари 23-мĕш шкулта вĕреннĕ, çырма çывăхĕнчи хăйсем лартнă çуртра пурăннă. Темĕн те пĕр асăрхама юратаканскер шкултан таврăннă чухне курах каять: пĕрисен килĕ чăн-чăн шăнкăрч вĕллине аса илтерет. Епле кăсăклă! Çурт-йĕре, уйрăмах дачăсенче, çынсем темĕн тĕрлĕ ăсталаççĕ. Фантази вĕçевĕ çеç пултăр. «Апла пулсан, - шухăшланă арçын ача, - вĕллене те тĕрлĕ хатĕрлеме пулать».
Хăй сивĕ кăрлачра çуралнă пулсан та çуркунне уншăн - чи савăк вăхăт. Çунатлă тусĕсем вĕçсе килеççĕ, пĕтĕм тавралăх чĕрĕлет. Пĕчĕк чухне Володя кĕсйине пĕчĕк пекĕ чиксе çÿренĕ. Аллине йывăç татăк-кĕсĕкĕ лексен ăна каскаласа-якатса чун кĕртнĕ. Йăмра турачĕ сĕткенпе тăртансан тута шăхличĕ тунă. Пиллĕкмĕш класра пуçласа хăй тĕллĕн шăнкăрч вĕлли ăсталанă. Çакăнтан пуçланнă та ĕмĕрлĕх киленÿ «чирĕ».
Владимир ыттисем пек мар шухăшланине класри юлташĕсем те сиснĕ. Ĕç урокĕнче вăл броневик макетне тума хăтланнă. Пĕтĕм ăсталăхне панă. Шел, тавра курăм, пĕлÿ çитменрен вĕçне çитереймен, анчах пурне те тĕлĕнтернĕ. Вĕрентекен унăн ĕçне чи пысăк паллăпа хакланă.
Çемьере пиллĕкĕн çитĕннĕ, Володя - чи асли. Шăллĕсем токарь, строитель, тимĕрçĕ профессине кăмăлланă. Пурте пултарулăхне аталантараççĕ, пысăк ăсталăхпа палăраççĕ. Çакă йăмăкĕн шухăшлавĕнче те палăрать.
- Ячĕшĕн мар, тĕплĕн шухăшласа ĕçлесси аттерен куçнă ахăртнех, - тет Владимир Алексеевич. - Вăл пахчаçă, утарçă, кăмакаçă, кĕскен каласан - такам та пулнă. Ылтăн алăллăскерĕн тĕлне пĕлмен ĕç пулман.
Шкул хыççăн В.Ефремов шухăшĕпе кайăк-кĕшĕкпе йывăç-тавралăх тĕнчинче пурăннăранах Сĕнтĕрвăрринчи вăрман хуçалăх техникумĕнче пĕлÿ пухать, унтан Санкт-Петербургри вăрман хуçалăх академийĕнче инженера вĕренет. Пĕр вăхăт Мари Республикинчи «Мари чодра» наци паркĕнче лесничи пулăшаканĕнче вăй хурать, кунтах телей тупать.
Шупашкара пурăнма куçсан пĕр управленире паркет сараканра тăрăшать. Юлашки 6 çул Вырăс академи драма театрĕнче спектакльсем валли декораци хатĕрлет. Кирек ăçта тăрăшсан та ĕçĕ пултарулăх шухăшлавне аталантарассипе çыхăннă. Ку ăнсăртран мар-тăр. Шкулта черчение кăмăлланăскер çурт-йĕр проекчĕсем, схемăсем туса мĕн чухлĕ хут пĕтермен пулĕ. Ятарласа пĕлÿ илнĕ пулсан унран ăста архитектор пулатчех. Вăл ăсталакан çурт макечĕсемпе тусĕсем дачăра е ялта тăпăл-тăпăл пÿрт тума усă кураççĕ. Макет йăнăшĕсене асăрхаса юсама-тÿрлетме май пур, кил-çурта сÿтсе тепĕр хут купалаймăн. Тăкаклă, асаплă.
Ефремовсен ывăлпа хĕр çитĕннĕ. Ольга 46-мĕш гимназие ылтăн медальпе пĕтернĕ, ЧПУра аслă пĕлÿ илнĕ. Халĕ килте тĕпренчĕкне пăхать. Пушă вăхăтра тĕрлеме юратать.
Ывăлĕ Игорь Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине пĕтернĕ, агроном, ял пурнăçне кăмăллать.
Иккĕшĕ те ашшĕне хывнă. Пĕчĕклех «Пилот ИКС» журнала кăмăлланине ас тăватăп. Схемăсем тăрăх макетсем пуçтаратчĕç. Тăмран хĕртсе тĕрлĕ чĕр чун кĕлетки ăсталанă, сăрласа лавккаринчен кая мар илемлетнĕ.
Владимир Алексеевич вĕллесене йывăçпа фанерăран çеç мар, пенопластран та тăвать. Шывпа çĕресрен тăррине тимĕр витет. Аллине мĕн лекет - хуçăк авăрлă гитара е сивĕтмĕшри апат-çимĕç ешчĕкĕ, карçинкка таврашĕ - йăлтах хута каять. Тимĕр-бетонпа, кĕленчепе çеç усă курман.
В.Ефремов çулленех Пĕтĕм тĕнчери вĕçен кайăк кунĕ тĕлне республикăри халăх пултарулăхĕн çуртĕнче курав йĕркелет. Анчах кайран пурне те çунатлă туссене йышăнма çакса тухать.
Кайăк «çурчĕсем» темиçе «хваттерлĕ». Тăваттăллине Богданкăра вырнаçтарнă. Тăватă мăшăр шăнкăрч çулленех йышăнать ăна.
Шкул ачисемпе ăсталăх класĕсем ирттерет, анчах ун çулĕпе утма хатĕр вĕренекен, çитĕннисенчен унпа пĕр шухăшли тупăнманран кăштах кулянать. Шăнкăрч вĕллипе ĕмĕр тăршшĕпех айкашакан ăста республикăра çеç мар, çĕр-шывра та çук пулĕ.
Малтан кун пирки шухăшламан, халĕ кашни вĕлле çинчен /кама панă, ăçта çакнă, йышăннă-и е çук.../ уйрăм тетраде çырать, сăн ÿкерет. 96 листаллă 3 хулăн тетрадь тулнă ĕнтĕ.
Ăста ĕçĕпе пур кайăк та усă курать. Çулла - шăнкăрч, каярах - çерçи, вĕршĕн, вут хÿре, чĕкеç... Вĕллене пушă вăхăтра йывăç çинчен çĕре антарса тасатать. Каяшлăскерĕн тĕпĕ хăвăрт çĕрет. Тул енчен сăрлать, шалтине çаплипех хăварать. Вĕçен кайăксене яка çĕрте тытăнса тăма йывăр.
Уйрăмах расналлине сумлă хăнасене парнелет. Чи пысăккине /59 см çÿллĕш/, «Император» ятлине 5 йывăçран - хырпа чăрăшран, букпа хурăнран тата юманран - тунă. «М» сас палли евĕрли те пур. Шăлне тухтăр патĕнче сиплесе таврăнсанах шăл евĕрлĕ вĕлле хатĕрленĕ. Унăн ĕçĕ хăш чухне пĕр-пĕр пулăмпа е тĕл пулупа çыхăнать. Пĕрне вăл шурă сăрăпа витнĕ. «Шăнкăрч амине çăмарта çинче ларнă чухне шăрăх ан пултăр», - тет Владимир Алексеевич. Хĕрхенÿ туйăмĕ те пысăк унăн. Ахальтен-и аллине ножовка, мăлатук тытмассерен: «Эпĕ кайăк пулсан çак вĕллере пурăннă пулăттăм-ши?» - тесе шухăшлать. Чиперрине пурте килĕштереççĕ. Çавăнпа вăл кашнинех лайăхран лайăх, пысăк хака чăнласах тивĕçмелĕх тума тăрăшать.
Валентин ГРИГОРЬЕВ
Комментари хушас