Комментари хушас

3 Нарăс, 2015

Тĕнче касса çÿремесĕрех...

Çу кунĕсенче ял çынни пачах лăш курмасть. «Киле çĕр каçма çеç кĕретĕп», - тет вăл шÿтлесе. Тарпа çитĕнтернĕ çимĕç çемйине тăрантарма çеç мар, сутса пурнăçа сыпăнтармалăх та çитет.

Çанталăк сивĕтсен тин ирĕкленет вăл. Чылайăшĕ, ытларах çамрăксем, хĕл кунĕсенче ĕçсĕр аптраса хăшкăлаççĕ. «Нимĕн тума та пĕлмесен кĕрĕк арки те пулин йăвала», - тенĕ ваттисем. Çак сăмахсене вĕсем ĕç пирки шухăшлама сĕнсе каланă.

Ĕç тĕлне пĕлекенсем ку вăхăтра ахаль лармаççĕ. Урлă выртана та пулин тăрăх çавăраççĕ, выльăх пăхаççĕ, алă ĕçĕпе йăпанаççĕ... Хĕрарăмсем чăлха-алсиш çыхаççĕ. Çемье валли те, сутмалăх та. Илеме юратакансем тĕрĕпе аппаланаççĕ. Арçынсем атă-пушмак юсама, транспорт хатĕрĕ пухма е карçинкка çыхма, йывăçран тĕрлĕ япала тума ăста. Ÿркенмен çыншăн ĕçĕ тупăнсах тăрать. Тĕнче касса çÿремесĕрех ытлă-çитлĕ пурăнма пулать. Анчах хăшĕ-пĕри çакăн пирки шухăшласа пуçа ыраттарасшăн мар çав. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.