Валентин ВАСИЛЬЕВ
Патшалăх «тĕпсĕр пичке» мар
Пурăнмалли нумай хваттерлĕ çуртсене унччен патшалăх хăйĕн вăйĕпе юсаса тăнă. Çуртра пурăнакансем хăйсен нухрачĕ çак тĕллевпе тăкакланманран пĕрле усă куракан пурлăха йĕркесĕр тытнă. Лифтсем çĕмĕрĕлнĕ, ăшă паракан пăрăхсем шăтнă, ытти тĕслĕх те сахал пулнă-и? Халăхăн тирпейлĕ пулма вĕренмеллех ĕнтĕ. Патшалăх та тепĕр тесен «тĕпсĕр пичке» мар.
«Сенаж тăхтатăр, утă хатĕрлер»
Çапла каланине халĕ чылай хуçалăхра илтетĕн. Çĕртме, утă уйăхĕсенче ял çынни йĕпе-сапана пăхмасăрах, сенаж та выльăх апачĕ тесе, ахаль лармарĕ: ăна çителĕклĕ янтăларĕ. ЧР Ял хуçалăх министерствинчен панă сводка тăрăх — республикăра утă уйăхĕн 18-мĕшĕ тĕлне сенаж 163933 тонна 96,4% хывнă. Патăрьел, Елчĕк, Красноармейски, Вăрнар, Шупашкар, Канаш районĕсем плана ирттерсе тултарнă. Çав вăхăтрах пĕлтĕр çак тапхăр тĕлне утă хатĕрлессипе плана 121,5% тултарнă пулсан, кăçал вăл питĕ вăраха кайрĕ.
Кредит рейтингĕ лайăхланнă
Хальхи вăхăтра тĕнче пĕлекен Fitch Ratings тата Moody,s Investors Service рейтинг агентствисем республикăн кредит рейтингĕн шайне палăртаççĕ. Сăмах май, вĕсем унăн мониторингне çулленех хатĕрлеççĕ.