«Сенаж тăхтатăр, утă хатĕрлер»

Çапла каланине халĕ чылай хуçалăхра илтетĕн. Çĕртме, утă уйăхĕсенче ял çынни йĕпе-сапана пăхмасăрах, сенаж та выльăх апачĕ тесе, ахаль лармарĕ: ăна çителĕклĕ янтăларĕ. ЧР Ял хуçалăх министерствинчен панă сводка тăрăх — республикăра утă уйăхĕн 18-мĕшĕ тĕлне сенаж 163933 тонна 96,4% хывнă. Патăрьел, Елчĕк, Красноармейски, Вăрнар, Шупашкар, Канаш районĕсем плана ирттерсе тултарнă. Çав вăхăтрах пĕлтĕр çак тапхăр тĕлне утă хатĕрлессипе плана 121,5% тултарнă пулсан, кăçал вăл питĕ вăраха кайрĕ. Юлашки кунсенче кăтарту пысăкланса пыни савăнтарать, утă уйăхĕн 18-мĕшĕ тĕлне вăл 65,2% çитрĕ. Çанталăк лайăх тăрсан утăпа та плана тултарма пулать: республикипе нумай çул ÿсекен курăксене тата 18% çулмалла, пĕр çул çитĕнекеннине вара 6 районсăр пуçне ыттисем тĕкĕнмен те. Муниципалитет йĕркеленĕвĕсенче лару- тăру еплерех-ха?

«Эмметево», «Клевер», «Нива» агрофирма» тулли мар яваплă обществăсем, «Труд», «Сатурн», «Кушка» ЯХПКсем тĕллеве пурнăçланă. «Клевер» ООО пирки ырă сăмах каламалла. Хуçалăх пĕр çул çитĕнекен курăка та çулса пĕтернĕ, 255 тонна утă, кĕрхи культурăсем акма 100 гектар çĕр хатĕрленĕ. Ленин ячĕллĕ ЯХПК та пĕр çул ÿсекен курăкпа плана тултарнă, 160 гектар çĕр сухаланă. Çаврăнăçуллă хуçалăхсен тĕллев вăхăтра пурнăçланать.

Патăрьел. Районăн нумай çул ÿсекен курăк лаптăкĕ ыттисемпе танлаштарсан чи пысăккисенчен пĕри. Апла пулин те тăваттă пиллĕкмĕш пайне çулма ĕлкĕрнĕ. 24 хуçалăхран 13-шĕ ĕçе вĕçленĕ. Сенаж 150,6% хатĕрленĕ. Утă вара 77,6% çеç-ха. Çавăнпа пĕтĕм вăйпа çак апат çителĕклĕ пултăр тесе тăрăшаççĕ. Кĕрхисем акма 1307 гектар çĕр хатĕр. Севокпа сухан, çĕр улмипе пахча çимĕç пуссисене çум курăкран, сăтăрçăсенчен тасатас ĕç малалла пырать.

Вăрнар.Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем ку районта та сенаж хатĕрлессипе тăрăшса ĕçленĕ, плана 113,2% тултарнă. Утă çителĕклĕ янтăлассишĕн самаях пилĕк авмалла: 55,2% кăна. Уйран тырă чĕрĕ кĕресси пирки никам та иккĕленмест. Çавăнпа сушилкăсене, сортлакан агрегатсене çине тăрсах юсаççĕ. Тĕш тырă пĕлтĕрхинчен кая мар пухса кĕртессе шанаççĕ. Виçĕ хуçалăх паха вăрлăх сутлăх çитĕнтерет. «Санары» агрофирма, «Луч», «Мураты» ЯХ-ПКсем ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Ÿсĕмлĕ вăй хума патшалăх пулăшăвĕ витĕм кÿнĕ. Аграрие аталантарма кăçал тĕрлĕ шайри бюджетран 40 млн та 161 пин тенкĕ куçнă. Хресченсен шалăвĕ хăпарнă, çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вăл 16389 тенке çитнĕ /ÿсĕм 35%/.

Элĕк. Хуçалăхсем çак уйăх вĕçĕнче комбайнсене вырмана кăларма хатĕрлеççĕ. Патшалăх технадзор инспекцийĕнче 38-ăшне шута илнĕ, 11-ăшĕ — ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсен, ыттисем — уйрăм çынсен. Утă уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа çурла уйăхĕн 1-мĕшĕччен хир карапĕсен техосмотрĕ иртет. Инспекторсем комбайн çинче огнетушитель, кĕреçе, шыв, хăйăр тата комбайнерсен «F» категориллĕ удостоверени пĕрле пулмалли çинчен аса илтереççĕ.

Канаш. 5667 гектар çинчи нумай çул çитĕнекен курăка çулса пĕтернĕ. 246 гектар /4%/ вăрлăх туса илме уйăрса хăварнă. Выльăх-чĕрлĕхе тутă хĕл каçарма утă — 3411,3, сенаж — 8054, силос 9476 тонна кирлĕ. «Цивиль» тата «Хучель» тулли мар яваплă обществăсем сенаж хывас плана чылай ирттерсе тултарнă. Халĕ утçире вăй хураççĕ. Фермерсенчен Владимир Герасимов, Валерий Никонов тата Вячеслав Петров пуçарулăх кăтартнине палăртмалла. «Путь Ленина» ЯХПКра çулнă курăка пĕр агрегат вĕтетет, тăваттăшĕ хиртен турттарать. Кунта 1250 тонна сенаж /планпа 450 тонна/ хывнă, плана 278% тултарнă. Механизаторсем халĕ курăка утăлăх çулаççĕ.

Районта кăçал 5500 гектар çинче кĕрхи культурăсем акса хăвармалла. Хальлĕхе 3200 гектар çĕр хатĕр. «Пионер» агрофирмăра сухана куллен икĕ агрегат хутшăнать.

Улатăр. Районта кирлĕ чухлĕ утă типĕтиччен сенаж хатĕрлеме вăхăтлăха чарăннă. «Тăпра нÿрлĕ, каю хăвăрт çитĕнет. Сенаж валли иккĕмĕш хут çулни те çителĕклĕ. Хĕвеллĕ çанталăкра утă хатĕрлер», — теççĕ ял хуçалăх ĕçченĕсем.

 

Валентин ВАСИЛЬЕВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.