Патшалăх «тĕпсĕр пичке» мар

24 Юпа, 2017

Пурăнмалли нумай хваттерлĕ çуртсене унччен патшалăх хăйĕн вăйĕпе юсаса тăнă. Çуртра пурăнакансем хăйсен нухрачĕ çак тĕллевпе тăкакланманран пĕрле усă куракан пурлăха йĕркесĕр тытнă. Лифтсем çĕмĕрĕлнĕ, ăшă паракан пăрăхсем шăтнă, ытти тĕслĕх те сахал пулнă-и? Халăхăн тирпейлĕ пулма вĕренмеллех ĕнтĕ. Патшалăх та тепĕр тесен «тĕпсĕр пичке» мар.

2014 çулхи раштав уйăхĕнчен тытăнса республикăри нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансене пĕрле усă куракан пурлăха тĕпрен юсаса тăмалли программăпа килĕшÿллĕн укçа тÿлеттерме тытăннă. Хăшĕ-пĕри çакăн çине сÿрĕк пăхать, взнос хывма тăхтаса тăрать. Ĕçе лайăх йĕркеленĕ районсенче çынсем кашни уйăхрах укçа тÿлеççĕ. Хăш-пĕр тăрăхра взнос пухасси çине çиелтен пăхаççĕ. Мĕн тумалла-ха ĕç кал-кал пытăр тесен? Программа мĕнле пурнăçланать?

Юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе çак ыйтусем тавра канашлу иртрĕ. Михаил Васильевич пурăнмалли 5 пин ытла çуртра капиталлă юсав тумаллине, ку вăл республикăри нумай хутлă мĕн пур çуртăн çурри пулнине аса илтерчĕ. Программа 4-мĕш çул пурнăçланать. Çак тапхăрта 1089 çуртра юсав ĕçĕсене пурнăçланă.

— Тĕллев пĕлтерĕшĕ — çынсене пурăнма хăтлă условисем туса панинче. Капиталлă юсав программине нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансен ырлăхĕшĕн епле пурнăçласси влаç органĕсенчен те килет, — терĕ республика Пуçлăхĕ. — Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен ку енĕпе лайăхрах ĕçлемелле. Хăш-пĕр çуртра 99% таранах взнос пуçтараççĕ, теприсенче— 90% ытларах. Ку енĕпе Пăрачкав районĕ малта. Капиталлă юсав фондне 50-60% çеç укçа хывакан районсем те пур. Апла пулсан программа çурри кăна ĕçлет.

Строительство, архитектура, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Владимир Михайлов, «Нумай хваттерлĕ çуртсенчи тĕп юсав ĕçĕсен республика фончĕ» коммерциллĕ мар организацин гендиректорĕ Олимпиада Епифанова тĕп докладсем турĕç. Владимир Юрьевич каланă тăрăх — паянхи кун 257 çурта тĕпрен юсаççĕ. Кăçал 273-шĕнче 887 млн тенкĕлĕх тĕп ĕçсем пурнăçлама палăртнă. Çывăх кунсенче строительсем планпа палăртнă ытти çуртра та вăй хума тытăнаççĕ. Олимпиада Ивановна Элĕк, Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри районĕсенчи тата Улатăрпа Çĕмĕрле хулисенчи нумай хутлă çуртсенче пурăнакан харпăрлăхçăсем фонда укçа сахал хывнине пĕлтерчĕ. «Капиталлă юсав» коммерциллĕ мар организаци ĕçченĕсем юлашки вăхăтра асăннă муниципалитет йĕркеленĕвĕсенчен хăшĕсене çитсе халăхпа тĕл пулнă, калаçусем ирттернĕ. Вырăнсенче çак ĕç çине сÿрĕккĕн пăхаççĕ пулас. Район администрацийĕсен сайчĕсемпе кăсăклантăм та — Хĕрлĕ Чутайпа Çĕмĕрлесен çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн ертÿçисем çук иккен. Çавна май пуçлăх тивĕçĕсене пурнăçлакансем яваплăха туллин пурнăçласшăнах марри куç кĕрет.

Хăш-пĕр районта укçа пухасси япăх пынине халăх çакăн сăлтавне халĕ те тĕрĕс ăнланса илейменнипе тата взноса икĕ меслетпе хывма май пуррине пĕлменнипе уçăмлатмалла пулĕ. Кун пирки «Капиталлă юсав» коммерциллĕ мар организацин сайтĕнче питĕ тĕплĕ ăнлантарса панă. Чылайăшĕ: «Эпир тÿлекен укçа пирĕн çурта юсама мар, таçта кайса çухалать», - тесе шухăшлать. Канашлура 30 çултан ытларах ĕçлекен лифтсене улăштарасси пирки пычĕ сăмах. Эпĕ, тĕслĕхрен, Пролетари урамĕнчи 21/22 çуртра 24-мĕш çул çеç пурăнатăп пулин те /эпир çĕнĕ çурта куçнă/, лифт калама çук кивĕ, чарăна-чарăна ларать, шатăртатать, хытă хупăннăран ачасене хĕстерсе лартасран хăратпăр. Ăна улăштарасса тата 6 çул ытла кĕтмелле-и? Çуртăн урамри стенине çулсерен тавралла сăрличчен мĕншĕн лифт ыйтăвне вăхăтра татса памалла мар? Çак ыйту Шупашкарти нумай çурт харпăрлăхçине хытах шухăшлаттарать. Малалла вулас...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.