Çула хăçан юсĕç?
Редакцие Çĕнĕ Лапсар поселокĕнче пурăнакан Нина Гречкоран çыру килчĕ.
Общество корреспонденчĕ Совхоз урамĕнчи 4, 6, 10-мĕш çуртсен таврашĕнчи шăтăк-путăклă çулпа автомашинăпа мар, çуран та иртсе çÿреме йывăррине пĕлтерчĕ. «4-мĕш çурт çывăхĕнче каçхине тĕттĕм, такăнса ÿксе урана хуçма пулать. М-7 трассăпа иртекен йывăр тиевлĕ машинăсем поселока кĕрсе çула ватаççĕ. Пирĕн çитменлĕхсене Ленин районĕн администрацийĕнче пĕлеççĕ, анчах мерăсем йышăнмаççĕ. «Хыпар», пулăшăр пире!» — çырать Н. Гречко.
Василий Кузьмин фотожурналистпа вырăна çитрĕмĕр. Малалла вулас...
Комментари хушас