Валентин ВАСИЛЬЕВ

15 Ака, 2015

«Пучаха» кам пулăшĕ?

Етĕрне районĕнчи «Пучах» колхоз председателĕ Николай Эристов çирĕп сасăпа ĕнентерÿллĕн калаçнинчен хĕрÿ чун-чĕреллĕ çын пулнине ăнлантăм. Вăл 1968 çулта Мăн Пакăшра çуралнă, Шупашкарти строительство техникумĕнче вĕреннĕ. Диплом илсен тăван хуçалăхра ĕçе вырнаçнă. Петр Арсентьев ертÿçĕ ăна мунча тума шаннă.

3 Нарăс, 2015

Тĕнче касса çÿремесĕрех...

Çу кунĕсенче ял çынни пачах лăш курмасть. «Киле çĕр каçма çеç кĕретĕп», - тет вăл шÿтлесе. Тарпа çитĕнтернĕ çимĕç çемйине тăрантарма çеç мар, сутса пурнăçа сыпăнтармалăх та çитет.

Çанталăк сивĕтсен тин ирĕкленет вăл. Чылайăшĕ, ытларах çамрăксем, хĕл кунĕсенче ĕçсĕр аптраса хăшкăлаççĕ. «Нимĕн тума та пĕлмесен кĕрĕк арки те пулин йăвала», - тенĕ ваттисем. Çак сăмахсене вĕсем ĕç пирки шухăшлама сĕнсе каланă.

18 Çĕртме, 2014

Хăрах витрепе, çурри тултарса...

Ялсенче шыв ыйтăвĕ уйрăмах шăрăх вăхăтра çивĕч. Апат пĕçерме те чей вĕретме, выльăх-чĕрлĕх шăварма çеç мар, вут-кăвартан сыхланма та, пахча çимĕç шăварма та кирлĕ вăл. Апла пулсан килти хуçалăхри шыв савăчĕсем кашни кунах тулли пулмалла. Хĕллехипе танлаштарсан унăн калăпăшĕ çулла темиçе хут ÿсет. Картишĕнчех çăл тата насус пулсан тем пекехчĕ те, чылай ялта халĕ те шыв ăсма çынсем инçене утаççĕ. Çулĕ тÿрĕ пулсан юрать-ха. Ватăсене тулли витрепе çырма тĕпĕнчен хăпарасси - терт-асап.

Pages