Тăван ен

19 Çĕртме, 2014

Хĕрĕх çул иртсен...

2014 çул маншăн юбилейсемпе палăрса юлĕ. Çемье çавăрнăранпа тата Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнăранпа - 30, Вăрнарти совхоз-техникумра /халĕ - ял хуçалăх техникумĕ/ диплом илнĕренпе 40 çул çитрĕ.

19 Çĕртме, 2014

Хăрах витрепе, çурри тултарса...

Ялсенче шыв ыйтăвĕ шăрăх вăхăтра уйрăмах çивĕч. Апат пĕçерме, выльăх-чĕрлĕх шăварма çеç мар, вут-кăвартан сыхланма та, пахча çимĕç шăварма та кирлĕ вăл. Апла пулсан килти хуçалăхри шыв савăчĕсем кашни кунах тулли пулмалла. Хĕллехипе танлаштарсан унăн калăпăшĕ çулла темиçе хут ÿсет. Картишĕнчех çăл пулсан тем пекехчĕ те, чылай ялта халĕ те çынсем шыв ăсма инçене утаççĕ. Çулĕ такăр пулсан юрать-ха. Тулли витрепе çырма тĕпĕнчен хăпарасси - терт-асап вĕт.

19 Çĕртме, 2014

Садра юрлатăр шăпчăк

Манăн алăра ЧР Ял хуçалăх министерстви туса хатĕрленĕ статкăтартусем. 1989 çулта мĕн пур йышши хуçалăхсенчи çырла тата садсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 9,5 пин гектар пулнă, 1995 çул тĕлне вăл 10309 гектара çитнĕ. Ятарласа йĕркеленĕ «Чебоксарский» совхоз, каярахпа ятне çаплипех хăварнă сад хуçалăхĕ çулленех кашни гектартан 77-80 центнер çимĕç пухса кĕртнĕ.

22 Çу, 2014

Çăкăр

«Çăкăртан асли çук» тенĕ авалтан. Питĕ ăслă, вырăнлă сăмахсем. Темĕнле тутлă апатăн та сĕтел çинче çăкăр пулмасан тутлăхĕ чакать, темĕн çитменнине туятăн. Апата ларсан чи малтан алла çăкăр касăкĕ патне тăсатăн. Сĕтел çинче çăкăр-тăвар пулсан никам та эпĕ выçă, нимĕн те çимелли çук тесе каламасть.

22 Çу, 2014

Катка-пичке ăсти

Кашниех кил-çурт çывăхĕнчи илеме хушăнтарса пуянлатма тăрăшать: çырма-çатрана ешĕллетет, садра çимĕç паракан йывăç-тĕм çитĕнтерет. Çурт-хуралтă таврашне те çĕнетсех тăрать, хальхи стройматериалпа улăштарать.

Pages