Пĕр тракторпа - 30 çул ытла

18 Пуш, 2015

Халĕ ялхуçалăхри пĕтĕм ĕçе техника вăйĕпе тăваççĕ. Çавăнпа механизатор яланах кирлĕ, ăна ял-йыш чунтан хисеплет. Шупашкар районĕнчи 35 киллĕ Пикшик ялĕнче çуралнă Анатолий Козин çинчен те ырă сăмахсем çеç каламалла.

1930 çулта çут тĕнчене килнĕ ашшĕ «Звезда» колхозăн малтанхи тракторисчĕсенчен пĕри пулнă. Тăрăшуллă та тирпейлĕ ĕçленĕрен, техникăна юсавлă тытнăран правлени ăна «ДТ-75» хурçă ут шанса панă. Анатолий ăна курах пĕчĕклех техникăпа туслашнă, юсама пулăшнă.

Иккасси шкулĕнчен 1974 çулта вĕренсе тухнă çамрăк çу кунĕсене мехпаркрах ирттернĕ. Кĕркунне, ят тухсан, Мускав облаçĕнчи ракетăсем хатĕрлекен çар чаçне лекнĕ. Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçне чыслăн пурнăçласа икĕ çултан киле кĕçĕн сержант званипе таврăннă. Унтан Кÿкеçри «Ялхуçалăх техники» пĕрлешÿ çумĕнче йĕркеленĕ курсра механизаторта ĕçлеме тытăннă. Тăрăшнине кура ăна кивĕрех пулин те хăватлăрах «Т-150К» трактор çине куçарнă.

Ялхуçалăхĕ çĕнĕ техникăпа çулсерен пуянланнă. Анатолий, 24 çул тултарсан, çемье çавăрма вăхăт тесе шухăшланă. Çавăнпа трактор бригадин ертÿçи Григорий Семенов кăшт шÿтлесе: «Авланатăн - çĕннине паратăп», - тенĕ.

Колхоза çав çул шăпах Вăрмар районĕнчи Пинер ялĕнче çитĕннĕ, Вăрнарти совхоз-техникума вĕренсе пĕтернĕ Тамара зоотехник килнĕ. Анатолий ăна пĕрре курсах килĕштернĕ. 1981 çулта вĕсем туй кĕрлеттереççĕ.

Григорий Михайлович сăмахне тытнă - тепĕр çулхинех Козина вĕр-çĕнĕ «Т-150К» трактор «парнелет». Механизатор ăна паянхи кун та тикĕс ĕçлеттерет. 32 çул хушшинче вăл унпа мĕнле кăна ĕç пурнăçламан-тăр: сухаланă, культиваципе дисковани тунă, тырă акнă, прицеп кÿлсе темĕн те турттарнă. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.