Комментари хушас

3 Нарăс, 2015

Пуртă тытмасăр платник пулаймăн

Пур çын та - хăтлă кил-çуртшăн. Хуларисем хваттерĕсене çултан-çул çĕнетеççĕ, капăрлатаççĕ. Ялтисем пурăнмалли кĕтес çутă та ăшă, илемлĕ пултăр тесе тăрăшаççĕ. Выльăх витине те никам та ячĕшĕн тумасть. Ăшă тыттăр, типĕ пултăр, маччаран ан тумлатăр тет. Чылайăшĕ тĕллеве хăех пурнăçлать. Шел те, ĕç тĕлне пурин алли те пымасть çав, çавăнпа чухлакана чĕнет.

Тара кĕрĕшекенсем тĕрлĕрен пулаççĕ. Пĕрисем - чăнласах ăста, алли - çыпăçуллă. Ваттисен "çиччĕ виç те пĕрре кас" сăмахне асра тытса стройматериала юрăхсăра кăларасран асăрханса васкамаççĕ пулин те ĕçе тĕплĕн пĕлнĕрен палăртнине хăвăрт пурнăçлаççĕ, килĕшÿ хакĕ пирки те сăпайлă калаçса татăлаççĕ.

Теприсем вара чăнласах - ултавçăсем. Шăнман пăр çине шуç чуманпа лартса яма ухата. Аллине нихăçан пуртă-сава тытса курман пулин те: "Эпир чаплă платник!" - тесе мухтанаççĕ. Кăкăрĕсене хур аçи пек каçăртса çÿременни кăна. Пĕр ĕçе хăвăртрах вĕçлесчĕ те теприне тытăнасчĕ тесе яра куна вăй хумаççĕ вĕсем, хĕрÿ вăхăта кăшт-кашт тĕрткеленсе ирттереççĕ. Ĕçĕшĕн нухратне 2-3 хут ытларах сăптăраççĕ - вĕсен хĕрхенÿ туйăмĕ çук. Тепĕр тесен чĕрĕллех тире сÿменни кăна.

"Пуртă тытса курмасăр платник пулаймăн", - тенĕ ваттисем. Анчах паянхи кун йĕркеллĕ ăстана тĕл пулма çăмăл мар. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.