Комментари хушас

22 Çу, 2014

Çĕр çинчи çăлтăрсем

Наци библиотекинче çу уйăхĕн 21-мĕшĕнче иртнĕ пресс-конференцие Раççей халăх артисчĕ, РФ Общество палатин членĕ, "Мосфильм" киноконцернăн генеральнăй директорĕ Карен Шахназаров режиссер тата кино, театр актерĕ, режиссер, сăвăç, Раççей халăх артисчĕ Александр Панкратов-Черный хутшăнчĕç. Вĕсем пирки çĕр çинчи çăлтăрсем теессĕм килет. Вĕсене Шупашкарти кинофестивальте курасси - пысăк телей. Унтан та ытларах, Карен Георгиевич - пирĕн кинофестивалĕн президенчĕ те. Сумлă, çĕр-шыв шайĕнчи паллă çыннăн ĕç кунĕ минут таранах шута илĕннĕ пулĕ, çавăнпа та вăл иртнĕ çулсенче Шупашкарта пулаймарĕ. Кăçал вара çиччĕмĕш кинофестивале хутшăнма май тупăннă.

Журналистсем Карен Георгиевича тĕрлĕ ыйту пачĕç. Пĕрремĕшĕ "Мосфильмпа" çыхăнни пулчĕ. Ăна йĕркеленĕренпе кăçал 90 çул çитет. Мĕнлерех уявлама хатĕрленни пирки пĕлесшĕн.

- Эпĕ "Мосфильм" ветеранĕ. Ку тарана çитсе те киностудин юбилейĕсене çакăн пек шавлă хатĕрленнине ас тумастăп. Тен, çак самантпа та çыхăннă: совет влаçĕ вăхăтĕнче çĕр-шывра 20 ытла студи пулнă, кашнин çуралнă кунне уявлама май та пулман. Халĕ вара "Мосфильм" Раççейре пĕртен пĕр студи тесен те йăнăш мар.

Уяв ĕçĕ çапларах аталанса пырать: "Мосфильмра" ÿкернĕ фильмсене çĕр-шыври, тĕнчери кинофестивальсене тăрататпăр, паянхи куравçă патне çитеретпĕр. Ку енĕпе 30 яхăн фестивале хутшăнатпăр.

Журналистсене наци фильмĕсене аталантарас ыйту кăсăклантарчĕ. Ун пирки Карен Георгиевич çапла шухăшлать.

- Паянхи Украина - наци ыйтăвне тытса пыма пĕлменнин тĕслĕхĕ. Нацисене аталантарас, вĕсемпе сыв пуллашас мар тесен ытти ыйтупа пĕрлех тĕрлĕ халăхăн кинематографне ура çине тăма пулăшмалла, халăхăн хăй евĕрлĕхне упраса хăвармалла. Юлашки вăхăтра Якут/Саха/ Республикинче кино ÿкерес ĕç питĕ лайăх пурнăçланса пырать. Унта çулталăкне 6-7 фильм ÿкерме мехел çитереççĕ. Паллах, çакă регион ертÿçисенчен те нумай килет.

Шупашкарти кинофестивалĕн тĕп шăнăрне сахал йышлă халăхсен кинематографне аталантарассипе çыхăнтарнине ырлатăп.

- Хальхи вăхăтра Карен Шахназаров мĕнле проектпа ĕçлет?

- Эммануил Казакевич повеçĕ тăрăх лартнă "Двое в степи" фильмăн продюсерĕн тивĕçĕсене пурнăçлатăп. Çывăх вăхăтрах пысăк ĕçе пуçăнасшăн.

- Раççейре çулталăкра миçе фильм ÿкереççĕ?

- 70 яхăн. Çак кăтарту пысăк тенĕ пулмăттăм. Данире, пĕчĕк çĕр-шывра, - 30-40 картина. Пирĕн патăмăрта кино ÿкерес енĕпе пурнăçа кĕрекен проектсен 80 проценчĕ телекуравпа çыхăннă.

- Сирĕн шухăшăрпа - кинофестиваль мĕнле пулмалла?

- Унта куравçă çÿремелле. Эпĕ пĕлнĕ тăрăх - Шупашкарта кино курма çÿрекенсен йышĕ пысăк. Ку - ăнăçу. Çакна çухатмалла мар. Халăхшăн вăл - пысăк уяв. Шупашкарти кинофестивалĕн жюрине Раççей халăх артисчĕ Глеб Панфилов ертсе пыма килĕшни те асăннă кинофорумăн сумĕ çĕкленнине палăртать.

Журналистсем, паллах, Александр Панкратов-Черный пирки те тĕплĕнрех пĕлес терĕç.

Александр Васильевич уçă кăмăллă çын-мĕн, калаçма юратать. Унтан ытларах ăна çĕр-шывăн паллă мар кĕтесĕсем тăрăх çÿреме килĕшет. Шупашкарта та пĕрремĕш хут мар Алтай тăрăхĕнче кун çути курнă артист, режиссер. Унчченхи киноклубсене ырăпа аса илчĕ. Вăл юлашки вăхăтра режиссер ĕçĕсене пурнăçланинчен ытларах кинора хăй ÿкерĕнет иккен, çак фильмсене хутшăннă: "Лиговка", "Ржевский против Наполеона", "Этим вечером ангелы плакали", "Шкварки" тата ытти те. Шупашкара хальхинче "Мосфильм" йĕркеленнĕренпе 90 çул çитнине халалласа кăтартакан "Мы из джаза" фильмпа паллаштаракан йышпа килнĕ. Александр Васильевич сăвă çырать, унăн кăçал 2 кĕнеке пичетленсе тухмалла. Вĕсенче, автор пĕлтернĕ тăрăх, - çул çинче çуралнă шухăшсем. Çакскерсенчен пĕрне журналистсене вуласа пачĕ.

Ĕнерех Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Карен Шахназарова йышăннă, хăнана асăнмалăх чăваш тĕрриллĕ кĕпе парнеленĕ.

 

саp.ru cайчĕн сăн ÿкерчĕкĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.