Archive - 14 Раштав, 2017

14 Раштав, 2017

«Çамрăксен хаçачĕ», 49 (6193) №, 14.12.2017

14 Раштав, 2017

Чăваш пулсах утасчĕ пурнăç çулĕпе

Чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕсен умĕнче яланах пуçа таятăп, мĕншĕн тесен вĕсем калама çук питĕ пысăк ĕç тăваççĕ: тăван чĕлхене çамрăк ăрăва ăса хывтараççĕ.

14 Раштав, 2017

Вăйпа илсе каяççĕ… Мускава

Пĕчĕк чухне Шупашкарти автовокзал çывăхĕнчен иртме хăраттăм. Унта чикансем çÿретчĕç, çынна тапăнса укçасăр хăваратчĕç. Халĕ чикансем çук, пĕрех çулăхаççĕ. Камсем? Кăна эсир те пĕлетĕр: Мускава автобуспа лартса яракан кассирсем!

14 Раштав, 2017

Космоса вĕçĕ-ши?

Ача чухне кам тĕнче уçлăхне вĕçме ĕмĕтленмест-ши? Анчах çакна кашниех пурнăçлаймасть. Космоса вĕçесси шÿт мар вĕт! Çапах та çирĕп тĕрĕслев витĕр тухакансем пур. Телейлисен йышне кăçал И.Я.

14 Раштав, 2017

Ача хытă чунлă ан çитĕнтĕр

Сăмахăма пĕр тĕслĕхрен пуçлатăп: урамра амăшĕпе ачи утса пыраççĕ. Пĕчĕкки ăнсăртран ÿкет. Амăшĕ ăна йăтса илсе тумтирне тасатать те малалла каяççĕ. Ку — кулленхи пурнăçри пулăм. Анчах çакăн евĕрлĕ ÿкерчĕкĕн тĕрлĕ енĕ пур. Пĕри ачине ачашласа тăратать, тепри асăрханса утмаллине вĕрентсе калать, виççĕмĕшĕ пепки хăех тăрасса кĕтет. Ашшĕ-амăшĕн туйăмĕ хăш-пĕр чухне ытларах ачашлăх çуратать. Кĕçĕнни çакăнпа усă курма пăхать те: мĕн те пулсан килĕшмерĕ тĕк выртса тапкаланса хăратать.

14 Раштав, 2017

«Эпĕ журналист пулсан… »

Ача чухне кам пулма кăна ĕмĕтленместĕн-ши? Повар, тухтăр, агроном, вĕрентекен, летчик, полици ĕçченĕ… Паянхи шкул ачисен сочиненийĕсемпе паллашсан чылайăшĕ журналист ĕçне кăмăллани сисĕнчĕ. Вĕсене тĕрлĕ паллă çынпа паллашасси, нумай хула-района тухса çÿресси кăсăклантарать иккен. Хăйсене мĕн пăшăрхантарнине те палăртма тăрăшнă вĕсем. Паян сире хăшĕ-пĕрин шухăшĕпе паллаштарăпăр.

Pages