Archive - 13 Dec, 2017

Мана тĕнчери пĕрремĕш космонавта Юрий Гагарина курма тÿр килмен, çапах та вăл вĕçсĕр-хĕрсĕр тÿперен анса ларнă Саратов облаçĕнчи Смеловка ялĕ çывăхĕнче çар хĕсметĕнче тăнăшăн хама телейлĕ тесе шухăшлатăп. Çавăнпах-ши космонавтсен ĕçĕ-хĕлĕпе, вĕсене пĕлнĕ çынсемпе кăсăкланатăп. Сăмахран, Юрий Гагаринпа çар чаçĕнче пĕрле пулнă Г.Горбунов пĕр вăхăт ман пекех Чăваш АССР ШĔМĕн аппаратĕнче ĕçлерĕ. Туслă лару-тăрура пулас космонавт пурнăçĕнчи темиçе саманта аса илнĕччĕ вăл.

Александр МОКИН. Шупашкар хули.

Яманак — Трак тăрăхĕнче чи пысăк ялсенчен пĕри. Ваттисем каланă тăрăх, унта 300 яхăн кил.

Хветли кинемей йывăç çуртра ывăлĕн çемйипе кун кунлать. Ардальон Андреевичпа Екатерина Гавриловна Степановсем 1964 çултанпах мăшăр кăвакарчăн пек пурăнаççĕ. Вĕсем çав тери сăпайлă.

Çенĕк алăкне хуллен шаккарăм. Мана хирĕç кил хуçи тухрĕ. Хветли кинемей ывăлĕ пулчĕ вăл. Амăшĕ ăна юратса Артек тесе чĕнет. Хам мĕн çăмăлпа çÿренине пĕлтертĕм.

Георгий ТУСЛИ. Красноармейски районĕ.

Ял-хулара уйрăм çуртсенче пурăнакансем час-часах хăйсен çĕр чиккинчен тухса хуралтăсем çĕклеççĕ. Çапла майпа хушма хуçалăхне анлăлатасшăн-ши? Ирĕклĕ лаптăкпа никамран ыйтмасăр хуçаланни саккуна пăсни шутланать. Çитменнине, вĕсен çĕр докуменчĕ те çук. Апла пулсан кун пек хуралтăсене пăсма тивет.

Лариса АРСЕНТЬЕВА.

Республикăра усă куракан ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр 935,7 пин гектар йышăнать. Кăçал вăрах вăхăт усă курман 22972 гектара пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Ку палăртнин 93,6 проценчĕ пулать. Çав шутра 8289-шĕ çинче акса хăварнă, 418-шне кĕтÿ кĕртме уйăрнă.