Archive - 21 Раштав, 2017

21 Раштав, 2017

Тен, хамăн пырса сăмах хушас?

…Чылайччен чăтрăм, паян вара алла ручка тытма шухăш­ларăм. Мана икĕ çула яхăн ĕнтĕ пĕр каччă килĕшет. Вăл манран тăватă çул аслă. Эпĕ нумаях пулмасть кăна каçсерен урама тухма тытăнтăм. Анчах çак утăма та ăна тĕл пулас тĕллевпе кăна турăм. Пурпĕрех чун ыйтнине кĕтсе илейместĕп. Вăл мана пĕртте асăрхамасть.

21 Раштав, 2017

Ырă тăвакана Турă ăс та, савăнăç та кÿрет

Салам, юратнă «Тантăш». Пĕр кунхине «Урокрах сасăсăр йĕчĕ» çырупа паллашма тÿр килчĕ. Ольăн чунĕнче мĕн пулса иртнине питĕ лайăх ăнланатăп. Мĕн-ма те­сессĕн хам та çакнашкал çемьере çитĕнекен хĕр ачапа туслашрăм. Май çитнĕ таран ăна пулăшатăп. «Çынна ырă тăвакана Турă ăс та, пĕлÿ те, савăнăç та парать», — теççĕ халăхра. Çавăнпа, Оля, эсĕ нимрен те ан шиклен, чĕрÿне ытла­рах итле. Кунта Викăна та ăнланма пулать — унăн пурнăçĕ çăмăлах мар. Пурпĕрех вăл парăнмасть — хăйне япăх, киревсĕр тытмасть, тепле йывăр пулсан та тăрăшать.

21 Раштав, 2017

Шкул ачисен канашĕ

Епле савăнăçлă, кăсăклă, мал ĕмĕтлĕ вăл — парта хушшинче ларнă вăхăт. Çулсем иртнĕçемĕн кашни кунĕ, кашни урокĕ хаклă пулнине туятăн. Куславкка районĕнчи Елчĕк шкулĕнче хăнара пулнă май вĕренекенсем çине ăмсанса пăхрăм. Юратнă предметсене вĕренсе тавра курăма пуянлатнишĕн, кăмăллакан учительсем патĕнче ăс пухнишĕн, тĕрлĕ кружок-секцире аталанма май пурришĕн телейлĕ-çке вĕсем.

21 Раштав, 2017

«Сăваплă ят» викторина

Митта Ваçлейĕ /1908-1957/ поэт, прозаик, куçаруçă тата критик чăваш литературинче паллă йĕр хăварнă. Унăн пултарулăх еткерĕ пуян. Сăмах ăстин паха хайлавĕсене шкулта вĕренеççĕ, тишкереççĕ. Сăввисем ачасене шухăшлама, тăван чĕлхене юратма, илемлĕхе туйма, таса чун-чĕреллĕ пулма вĕрентеççĕ.

21 Раштав, 2017

Ырă ĕç нумайрах тăвасчĕ

Умра Çĕнĕ çул. Вăл вара кашнинех çĕнĕ ĕмĕтсемпе кĕтсе илĕ. Шкул ачисем 2018 çула мĕнле тĕллевсем палăртнă-ши?

Кира БОРИСОВА, Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкул, 8-мĕш класс:

— Эпĕ çыхма, тĕрлеме пĕлетĕп. Районти тĕп библиотекăна «Единство» клуба çÿретĕп. Унта эпир пĕчĕккисем валли тĕрлĕ сценка лартатпăр. Çитес çулта вара сцена çине тухма ĕмĕтленетĕп. Тата шкулта кăçалхинчен лайăхрах вĕренесчĕ. Вĕренÿре çитĕнÿсем тума тăрăшатăп.

21 Раштав, 2017

«Спектакльте манăн авланма тиврĕ»

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕ пулма йывăр-и? Нумай тăрăшмалла-и? Мĕнпе кăсăкланать-ха тĕрлĕ конкурсри малти вырăнсемшĕн стипендиат ятне тивĕçнĕ Йĕпреç районĕнчи Пучинке шкулĕнче пĕлÿ пухакан Илья Шибаев?

21 Раштав, 2017

Полицейскирен ăрăмçă пулса тăнă

Красноармейски районĕнчи Кушарти Валерий Захаров пирки çапла калаççĕ: вăл хĕрарăм кăкăрне хыпашласах укçа ĕçлесе илет. Ку сăмахсене арçын хирĕçлемест. Вĕрÿ-сурупа аппаланаканскер патне судья-прокурорсем те пыраççĕ имĕш.

Pages