Комментари хушас

Епле савăнăçлă, кăсăклă, мал ĕмĕтлĕ вăл — парта хушшинче ларнă вăхăт. Çулсем иртнĕçемĕн кашни кунĕ, кашни урокĕ хаклă пулнине туятăн. Куславкка районĕнчи Елчĕк шкулĕнче хăнара пулнă май вĕренекенсем çине ăмсанса пăхрăм. Юратнă предметсене вĕренсе тавра курăма пуянлатнишĕн, кăмăллакан учительсем патĕнче ăс пухнишĕн, тĕрлĕ кружок-секцире аталанма май пурришĕн телейлĕ-çке вĕсем.

Шкул ачисен канашĕ

11-мĕш класра вĕренекен Надежда Мартьяновăран тантăшĕсен тĕслĕх илмелли нумай. ЧР Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕскер шкулти вĕренекенсен канашне ертсе пырать. Эпĕ пынă чухне те ачасем канашлăва пуçтарăннăччĕ. Çĕнĕ çул уявĕ пирки, классене илемлетсе вырăнсене палăртасси çинчен сÿтсе яватчĕç хĕр ачасемпе арçын ачасем. Надя кашнине тимлĕ итлерĕ, унтан шухăшĕсене палăртса пĕтĕмлетÿ турĕç.

— Шкул пурнăçне хастар хутшăнатăп. Ку мана вĕренÿре пачах кансĕрлемест. Тĕрлĕ олимпиадăна хутшăнмашкăн хатĕрленме те вăхăт тупатăп. Кăçал районта виçĕ предметпа — 1-мĕш, пĕринпе 2-мĕш вырăнсене йышăнтăм. Наукăпа практика конференцийĕсенчен нихăçан та юлмастăп. Пĕлтĕр чăваш чĕлхи вĕрентекенĕпе Надежда Ивановнăпа «Эксельсиора» хутшăнтăмăр. Хамăр районăн литература карттипе паллаштартăмăр. Ентеш çыравçăсен пултарулăхĕпе кун-çулне çутатрăмăр. Ку ĕçре шкулти ытти ача та пулăшрĕ. Темăна Надежда Ивановна сĕнчĕ те хавхалансах ĕçлерĕм. Районта лауреат ята тивĕçсе республикăра та хутшăнтăмăр, — пултарулăхĕпе паллаштарчĕ стипендиатка.

Надя 7-мĕш класра вĕреннĕ чухнех Василий Семенов фермер ирттернĕ пĕрремĕш хресчен олимпиадине хутшăннă. Ку республика шайĕнче пĕрремĕш хут иртнĕ. Командăпа — 2-мĕш, хăй 3-мĕш вырăна тивĕçнĕ.

Пике стипенди укçине тăкакламан. Кĕçех шкулпа сыв пуллашмалла-çке. Вăл пухăннă нухратпа аслă шкула вĕренме кĕрсен усă курасшăн. Пушă вăхăтра Надежда кĕнеке вулать, сăвă шăрçалама кăмăллать. Çемьере вăл чи кĕçĕнни. Пурнăçăн анлă çулĕ çинче çирĕп тăмашкăн халех шухăшлать хĕр, тухтăр пулма ĕмĕтленет.

— Чирлĕ çынсене хальлĕхе ăшшăн та пулсан калаçса пулăшма тăрăшатăп. Анчах малашнехи пысăк тĕллев — вĕсене сыватасси, — çирĕп тĕв тытнă биологи, хими предмечĕсене уйрăмах кăмăллаканскер. Малала вулас...

 

Елена ЛУКИНА.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.