Archive - 21 Раштав, 2017

21 Раштав, 2017

Ваççа мучин хапхи çынсене илĕртет

Çĕрпÿ районĕнчи Виçикасси ялĕнчи пĕр урампа утнă вăхăтра эрешленĕ йывăç хапхапа картана асăрхамасăр иртсе каяймарăм. Чÿрече рамисемпе пÿрт çамкине те капăрлатнă. Кун пек илем ялĕпе те çук! Кил хуçи Василий Ананьев çак ĕç хăех пурнăçланă.

21 Раштав, 2017

Урама тухса спирт туянакан шырать

Ирхи ултă сехет çеç-ха. Шупашкарти кăнтăр-хĕвел анăç районĕнчи çуртсен таврашĕнче виçĕ-тăватă çĕрте çынсем пухăннă.

— Эх, ĕнер куç курми пуличчен кÿпсе лартнă, халĕ пуç кунтăк пек, — илтĕнчĕ палланă сасă.

— Ан та кала. Кÿршĕ тивĕçлĕ канăва тухнă ятпа малтан шуррине ĕçрĕмĕр, çитменрен спирт хушрăмăр. Килте диван çине те улăхайман, урайĕнчех çĕр каçнă, — «мухтанчĕ» тепри. — Пĕр пус укçа та юлмарĕ.

21 Раштав, 2017

Шăпа амаçурине çаврăннăшăн кам айăплă?

Йăнăшасси такамăн та пулать. «Тĕрмене лекесрен патша картламан», — тесе ахальтен каламан ваттисем. Унта тĕрлĕ професси çынни ларать. Пурин те пĕр хуйхă, статйисем çеç расна. Красноармейски тăрăхĕнчи Пăрăнтăкри Алевтина Макарова та темиçе çул каялла тĕрмене лекнĕ.

21 Раштав, 2017

Полицейски хĕрарăма таптанă

Кăçалхи раштав уйăхĕн 16-мĕшĕнче каçхи 6 сехетре Муркаш районĕнчи Ситукасси ялĕ патĕнче инкек пулнă. Полици ĕçченĕ хăйĕн «Фольксваген» çăмăл машинипе чарăну патĕнче 54 çулти хĕрарăм çине пырса кĕнĕ, вăл вырăнтах вилнĕ. Çак пулăм тăрăх РФ СКн Етĕрнери районсен хушшинчи следстви уйрăмĕ следстви умĕнхи тĕрĕслев ирттерет, шалти ĕçсен органĕн ĕçченĕ тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă.

21 Раштав, 2017

Мăшăрлану керменне – тухьяпа, шупăрпа

Сергейпе Юлия çичĕ çул каялла паллашнă. Хĕр ун чухне аслă класра вĕреннĕ, яш вара дипломлă çамрăк специалист пулнă. Çамрăксем пĕр-пĕрне пĕрре курсах килĕштернĕ.

Pages