Полицейски хĕрарăма таптанă

21 Раштав, 2017

Кăçалхи раштав уйăхĕн 16-мĕшĕнче каçхи 6 сехетре Муркаш районĕнчи Ситукасси ялĕ патĕнче инкек пулнă. Полици ĕçченĕ хăйĕн «Фольксваген» çăмăл машинипе чарăну патĕнче 54 çулти хĕрарăм çине пырса кĕнĕ, вăл вырăнтах вилнĕ. Çак пулăм тăрăх РФ СКн Етĕрнери районсен хушшинчи следстви уйрăмĕ следстви умĕнхи тĕрĕслев ирттерет, шалти ĕçсен органĕн ĕçченĕ тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă.

Хальхи вăхăтра авари пулнă вырăна тĕпчеççĕ. Автотехника тата судпа медицина экспертизи ирттерме палăртнă. Полици ĕçченĕ инкек хыççăн вырăнтан кайса çухалман.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.