Елена МИШИНА хатĕрленĕ.

21 Раштав, 2017

Полицейски хĕрарăма таптанă

Кăçалхи раштав уйăхĕн 16-мĕшĕнче каçхи 6 сехетре Муркаш районĕнчи Ситукасси ялĕ патĕнче инкек пулнă. Полици ĕçченĕ хăйĕн «Фольксваген» çăмăл машинипе чарăну патĕнче 54 çулти хĕрарăм çине пырса кĕнĕ, вăл вырăнтах вилнĕ. Çак пулăм тăрăх РФ СКн Етĕрнери районсен хушшинчи следстви уйрăмĕ следстви умĕнхи тĕрĕслев ирттерет, шалти ĕçсен органĕн ĕçченĕ тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă.

3 Çурла, 2017

Икĕ çын шывра путнă

Кăçалхи утă уйăхĕн 29-мĕшĕнче Муркаш районĕнчи Тури Панкли ялĕнче пурăнакан 29 çулти арçын юлташĕсемпе пĕве хĕрринче каннă. Хайхискер шыва кĕнĕ чухне варринелле ишсе кайнă. Кăштахран вăл юлташĕсен куçĕ умĕнчен çухалнă. Вĕсем ăна шыранă, анчах тупайман. Унăн виллине шывран тепĕр кунхине кăларнă. Малтанлăха пĕлтернĕ тăрăх, ÿсĕр арçын шывпа чыхăнса вилнĕ.