Икĕ çын шывра путнă

Кăçалхи утă уйăхĕн 29-мĕшĕнче Муркаш районĕнчи Тури Панкли ялĕнче пурăнакан 29 çулти арçын юлташĕсемпе пĕве хĕрринче каннă. Хайхискер шыва кĕнĕ чухне варринелле ишсе кайнă. Кăштахран вăл юлташĕсен куçĕ умĕнчен çухалнă. Вĕсем ăна шыранă, анчах тупайман. Унăн виллине шывран тепĕр кунхине кăларнă. Малтанлăха пĕлтернĕ тăрăх, ÿсĕр арçын шывпа чыхăнса вилнĕ.

Тепĕр инкек Вăрнар районĕнче пулнă. Вăрнар районĕн йĕрке хуралне Хăмăш ялĕнче пурăннă 31 çулти арçын çухални пирки шăнкăравласа пĕлтернĕ. Вăл çав кунхине юлташĕсемпе пĕрле Мачамăш ялĕ çывăхĕнчи пĕве хĕрринче каннă. Каçхине ушкăн киле кайма пуçтарăнсан тусĕ çуккине асăрханă, япалисем çыран хĕрринче выртнă. Унăн виллине шывран туртса кăларнă. Вăл та ÿсĕрле шыва кĕнĕ. РФ СКн Çĕмĕрлери районсен хушшинчи следстви уйрăмĕ ку тĕлĕшпе следстви умĕнхи тĕрĕслев ирттерет.

 

Елена МИШИНА хатĕрленĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.