Шăпа амаçурине çаврăннăшăн кам айăплă?

21 Раштав, 2017

Йăнăшасси такамăн та пулать. «Тĕрмене лекесрен патша картламан», — тесе ахальтен каламан ваттисем. Унта тĕрлĕ професси çынни ларать. Пурин те пĕр хуйхă, статйисем çеç расна. Красноармейски тăрăхĕнчи Пăрăнтăкри Алевтина Макарова та темиçе çул каялла тĕрмене лекнĕ. Кÿршĕ арçыннине вĕлернĕшĕн 6 çула яхăн ларса тухнă. Халĕ Аля Йĕпремри фермăра выльăх пăхаканра тăрăшать. Вăл пире чунне уçма килĕшрĕ.

Кÿршĕри инкек

Ку ĕç-пуç пирки следстви материалĕсемпе усă курса мар, Аля хăй каланă тăрăх кăна çыратпăр. Тĕрĕссине каларĕ-и — çирĕплетеймĕпĕр. Хăрушă инкек сиксе тухнă кун вăл пускилти Зиновипе пĕрле эрех ĕçнĕ. Упăшки Яша шăпах Тутарстана ĕçлеме тухса кайнă. Кÿршипе мĕншĕн хирĕçнине, мĕнле майпа ăна вĕлернине халĕ Аля астумасть-мĕн. «Эпĕ ачасем çумне кĕрсе выртса çывăрнăччĕ. Вăрантăм та кил картишне тухрăм — унта Зиновий уринчен юн юхтарса выртнине асăрхарăм. Вăл вилнĕччĕ ĕнтĕ. Эпĕ кÿршĕсене пĕлтерме васкарăм. Çийĕнчех полици чĕнчĕç. Çĕçĕ çинче манăн пÿрне йĕрĕсене тупайман», — аса илчĕ иртнине Аля. Вăл хăйĕн айăпне йышăннă.

«Зиновий япăх çын марччĕ, пĕр çăвартанах пурăнаттăмăр. Ăна юлашки çула ăсатма каймарăм, тăванĕсенчен аванмарлантăм, кÿреннипе мана тем туса хурасран та шиклентĕм», — палăртрĕ вăл. Алевтина çак хура ĕçшĕн питĕ ÿкĕннĕ, халĕ те хăйне айăплă туять. Зиновий пĕччен арçын пулнă. Унăн арăмĕпе хĕрĕ сĕрĕм тивнипе вилнĕ.

Тĕрмене лартнă хыççăн Альăн икĕ ачине тÿрех интерната ăсатнă: пĕрне — Çĕрпĕве, теприне — Куславккана. Ун чухне Яша арăмне питĕ тарăхнă, тÿрех каçарайман. Чылай вăхăт иртсен çеç тĕлпулăва тĕрмене пыма тытăннă. Яша урăх хĕрарăмпа пурăннине Аля пĕлнĕ. Анчах уншăн пачах кĕвĕçмен, кÿренмен. Вăл интернатран килсе çÿрекен ачисене пăхма пулăшнă-мĕн.

«Тĕрмере чикан майри — пирĕн старостăччĕ, унран малтан шикленкелеттĕм. Кайран ăна массаж тума тытăнтăм, вăл ыттисене мана тĕкĕнме хушмарĕ, çапла майпа йĕплĕ пралук леш енчи пурнăçăм йĕркеленсе кайрĕ. Майĕпен хăнăхрăм. Çĕвĕ цехĕнче ĕçлерĕм. Çамрăк хĕрсене хĕрхенеттĕм, вĕсем хитреччĕ, арçын курма ĕлкĕрменнисем те пурччĕ. Чиперуксен çара ÿтне курсан тĕрмере темиçе çул ларакан хĕрарăмсем асса каятчĕç. Унашкаллисен умĕнче çарамасланман. Хĕрсене шелленипе хам та хÿтĕлеттĕм. Мана никам та тапăнман. Яшăна питĕ кĕтеттĕм, виçĕ уйăхра пĕр хутчен кучченеçпе килетчĕ, ятарласа уйăрнă пÿлĕмре унпа пĕрле çĕр каçаттăмăр. Çăвара пирус хыпман, çăра чей ĕçмен эпĕ», — тĕрме пурнăçĕ пирки çапла каласа кă-тартрĕ Алевтина.

Пиччĕшĕ вилнĕ хыççăн — шăллĕне

Алевтина Элĕк районĕнчи Мартынкассинче ахаль çемьере çитĕннĕ. Ача чухне ыррине нимех те курман. Эрехпе айкашакан ашшĕ амăшне пĕрмай хĕненĕ. Аля шкултан вĕренсе тухсанах фермăна вырнаçнă. Пĕррехинче вăл хăйне япăх туйнă. Шуралса кайнăскере больницăна тĕрĕсленме янă. Кунта йăлтах палăрнă: Аля ача кĕтет. Юратнă каччи пуян çемьерен пулнă. Çие юлнине ăна калама вăтаннă хĕр. «Çамрăклах амăшĕ пулса тăтăм. Савни манпа кăсăкланман, хĕрпе каччăлла çÿремен эпир. Ăна мăйран ниепле те çакăнаймăттăм, вăл çавах йышăнмастчĕ. Унтан пĕрех путлĕ упăшка пулаймĕччĕ. Арăмне вăл çыхса хурса хĕненĕ», — çамрăклăхне аса илчĕ Алевтина Маркова.

Пĕр вăхăт вăл Красноармейски районĕнчи Мăн Шетмĕре пекарньăра ĕçленĕ. Пĕррехинче çăкăр туянма çÿçне хулпуççи таран ÿстернĕ каччă килнĕ, 5 буханка илсе кайнă. Кăштахран кĕнĕ те тата çавăн чухлĕ ыйтнă. «Тÿрех илеймерĕн-им?» — ыйтнă Аля. Çапла вĕсем Генăпа паллашнă. Кайран çав каччăна кĕтме тытăннă. Гена тепре килсен ачаллă хĕрарăма Пăрăнтăка лартса кайнă. Арăмĕн ачине Кристинăна та йĕркеллех йышăннă.

Пĕрле пурăнма тытăнсан Генăпа Альăн хĕр кун çути курнă. Çемье телейĕ нумая пыман, пепке ултă уйăхра чухне инкек сиксе тухнă: Гена хĕл кунĕнче урамра шăнса вилнĕ. Мăшăрĕ пурнăçран уйрăлнă хыççăн икĕ ачаллă хĕрарăм аптăраса тăман, упăшкин шăллĕпе Яшăпа явăçнă. «Эпĕ ăна юратнă тесе калаймастăп, пурăна киле хăнăхрăм ĕнтĕ», — терĕ тĕлĕнмелле шăпаллă хĕрарăм. Генăпа Яша пĕр ашшĕнчен мар.

Яшăран икĕ ача çуратнă вăл. Ывăл-хĕрĕ миçемĕш çулта çуралнине Алевтина лайăххăн астумасть ĕнтĕ. «Генăпа пурăннă чухне эпĕ пачах эрех тутанманччĕ. Яша мана хĕнесе ĕçме вĕрентрĕ. Пĕччен аван мар тесе кашнинчех черкке тыттаратчĕ», — ĕçкĕ авăрне чăмасси мĕнрен пуçланнине аса илчĕ Аля. Пиллĕкмĕш хут çие юлсан эрехпе туслă хĕрарăма тухтăрсем хырăм пăрахма сĕннĕ.

«Ума лартса пар: ĕçместĕп»

Тĕрмерен Алевтина Пăрăнтăка автобуспа çитнĕ. Пушă алăпах таврăннă. Çумĕнче укçи пулсан та лавккана кĕмен. Урам тăрăх утма аванмарланнă. «Ял-йыш манран пăрăнмарĕ, тĕрмене çырсах тăратчĕç. «Эсĕ çамрăкланнă, якалнă», — тетчĕç мана курсан. Ара, ултă çул ăша эрех яман вĕт», — каласа пачĕ Аля. Малалла вулас...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.