- Чăвашла верси
- Русская версия
Ваççа мучин хапхи çынсене илĕртет
Çĕрпÿ районĕнчи Виçикасси ялĕнчи пĕр урампа утнă вăхăтра эрешленĕ йывăç хапхапа картана асăрхамасăр иртсе каяймарăм. Чÿрече рамисемпе пÿрт çамкине те капăрлатнă. Кун пек илем ялĕпе те çук! Кил хуçи Василий Ананьев çак ĕç хăех пурнăçланă.
Василий Ананьевич чÿрече рамисене улăштарма тытăннă вăхăтра пурте пластик çине куçма пуçланă. Вăл меллĕрех, илемлĕрех имĕш. Кил хуçи шухăшĕпе, алăпа тунă япалана нимĕн те çитмест. Василий Ананьевич эрешлĕ рама касса кăларма паллă ал ăстин Петр Мазуркинăн кĕнекинчен вуласа вĕреннĕ. Кун хыççăн вăл, авторăн хăти кÿршĕ ялта пурăннине пĕлсен, ятарласа çавăнта çул тытнă. Унăн пÿртне те йывăçпа эрешленĕ иккен. Çакна курнă хыççăн: «Кирек мĕнле çын та юпа лартма, хăма çапма пултарать. Эпĕ мĕнрен кая?» — шухăшланă Ваççа мучи, çийĕнчех ĕçе пуçăннă. Чÿрече рамисене вăл хĕлĕпе ăсталанă. Василий Ананьевичăн ĕç вырăнĕ — кăмака умĕ. Мăшăрĕ хулара ачисем патĕнче пурăннă чухне тăрăшса ĕçлеме никам та кансĕрлемен ăна. Унăн ятарлă станок пулман, эрешсене вăл хăй аллипе касса кăларнă, саваланă.
Кун хыççăн кил хуçи хапхине илемлетме
шухăшланă. Çак ĕçре ăна хĕрĕ те пулăшнă:
интернетра ÿкерчĕксем шыраса тупнă. Вĕсе-
не пăхса хăй те эрешсем шухăшласа кăлар-
нă Ваççа мучи. Унтан черет йывăç карта пат-
не çитнĕ. Пÿрт умĕнчи сак та хăйне евĕр капăр.
Хĕвел хытă хĕртсен те, çумăр çусан та илем-
не çухатмасть. Василий Ананьевич йывăçран
ытти вак-тĕвек япала та нумай касса кăларас-
шăн. «Яланах малалла» девизпа пурăнакан-
скер ахаль ларасшăн мар. Чи кирли — вăхăт
тата йывăç пурри. Ал ăсти каланă тăрăх, çăка-
па ĕçлеме çăмăлрах. Хальхи вăхăтра вара ăна
тупма çăмăлах мар-мĕн. Малалла вулас...
Комментари хушас