Archive - 2 Dec, 2017

Date

Хаçат вулаканĕсем пирĕншĕн, калем ăстисемшĕн — чи çывăх юлташсем. Чылай чухне эпир çыру урлă хутшăнатпăр. Вырăнти авторсем редакцие хыпар ярсах тăраççĕ. «Чăваш хĕрарăмне» çырăнса илекенсемпе куçа-куçăн тĕл пулса калаçни пушшех кăмăллă.

Раштавăн 3-мĕшĕ — Инвалидсен пĕтĕм тĕнчери кунĕ. Чăваш Республикинче 84 800 сусăр çын пурăнать. Пысăках мар регионăн мĕн пур йышĕн 7 проценчĕпе танлашать ку. Вĕсене социаллă пулăшу кÿрессипе Чăваш Республикин Ĕçлевпе социаллă хÿтлĕх министерствин 40-е яхăн учрежденийĕ тăрăшать. Сывлăх енчен хевтесĕррисене реабилитацилес, абитацилес тĕллевпе чăннипех сахал мар вăй хураççĕ çавнашкал организацисен ĕçченĕсем.

Чăвашăн пултаруллă та маттур ывăл-хĕрне тĕнчен хăть те хăш кĕтесĕнче те тупма пулать. Чăннипех çапла. Эстонире пурăнакан Надежда Григоренко та вĕсен йышĕнченех. Чылайăшĕ ăна Дина Гаврилова пек пĕлет-ха: ара, кĕнекисене шăпах çак хушма ятпа кăларать-çке.