Комментари хушас

2 Раштав, 2017

«Шупашкар урамĕпе васкамасăр утăп»

Чăвашăн пултаруллă та маттур ывăл-хĕрне тĕнчен хăть те хăш кĕтесĕнче те тупма пулать. Чăннипех çапла. Эстонире пурăнакан Надежда Григоренко та вĕсен йышĕнченех. Чылайăшĕ ăна Дина Гаврилова пек пĕлет-ха: ара, кĕнекисене шăпах çак хушма ятпа кăларать-çке.

Надежда Леонидовна Пушкăртри Пишпÿлек районĕнчи Мелевĕспуç ялĕнче 1962 çулта çуралнă. Ашшĕ — Леонид Федорович — хĕрĕ çичĕ çулта чухнех çĕре кĕнĕ. Çичĕ ачине ура çине тăратнă амăшĕ — 1936 \çулта çуралнă Елена Никифоровна — халĕ Максим Горький ялĕнче пурăнать.

1985 çулта политехника техникумĕнчен хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнă Надьăна направленипе Эстонири эвакуаторсем кăларакан завода янă. Инженер-технологра тăрăшаканскер 1995 çулта Ленинградри Политехника институтĕнче инженер-механик специальноçне алла илнĕ. Таллинри строительство пĕр фирминче смета хатĕрлекенре ĕçлеме пуçланă.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.