- Чăвашла верси
- Русская версия
Ырă сăнарĕ халăх асĕнче
Мана тĕнчери пĕрремĕш космонавта Юрий Гагарина курма тÿр килмен, çапах та вăл вĕçсĕр-хĕрсĕр тÿперен анса ларнă Саратов облаçĕнчи Смеловка ялĕ çывăхĕнче çар хĕсметĕнче тăнăшăн хама телейлĕ тесе шухăшлатăп. Çавăнпах-ши космонавтсен ĕçĕ-хĕлĕпе, вĕсене пĕлнĕ çынсемпе кăсăкланатăп. Сăмахран, Юрий Гагаринпа çар чаçĕнче пĕрле пулнă Г.Горбунов пĕр вăхăт ман пекех Чăваш АССР ШĔМĕн аппаратĕнче ĕçлерĕ. Туслă лару-тăрура пулас космонавт пурнăçĕнчи темиçе саманта аса илнĕччĕ вăл.
1932 çулта çуралнă Геннадий Горбуновăн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ çĕршывра совет влаçĕ çирĕпленсе çĕнĕ çитĕнÿсем тунă вăхăтпа çыхăннă. Унăн ашшĕ Хĕрлĕ Чутай районĕнчи çар комиссариатĕнче вăй хунă. Ывăлĕ офицер пулма шухăш тытни те çакăнпах çыхăннă-тăр.
— Пурнăçăма шкул ачисене пĕлÿ парассинчен пуçларăм. Етĕрнери педучилищĕре пĕлÿ илнĕ хыççăн тăван районти Уйпуç шкулĕнче ĕçлерĕм. Унта пулас мăшăрпа паллашрăм. Çар офицерĕн пакунĕсене çаксан та ăна хамран хăвармарăм. Çĕршыв хуралçин профессине суйласа илесси 1952 çулта Шупашкарти çар комиссариатне сывлăха тĕрĕслеттерме кайнинчен пуçланчĕ. Пур енĕпе те юрăхлине тĕпчесе палăртсан Ейскри тинĕс-çар авиацийĕн училищине яма суйласа илчĕç, — каласа панăччĕ Геннадий Филиппович.
Виçĕ çултан вăл Çĕрпÿ районĕнчи Кăшаркассинчи Юрий Шашковпа пĕрле Çурçĕр флочĕн авиацийĕн истребительсен полкне лекет. Г.Горбунов лейтенанта техник-синоптика çирĕплетеççĕ. Тепĕр майлă каласан — унăн çанталăка сăнаса вĕçевсем йĕркелемелле пулнă. Ю.Шашкова комсомол организацийĕн секретарьне суйланă.
1957 çулта полка Оренбургри авиаци училищинчен тин çеç вĕренсе тухнă çирĕм лейтенант килнĕ. Г.Горбунов хĕсметре тăракан подразделение Ю.Гагаринпа Г.Шонин лекнĕ. Геннадий Филиппович çапла аса илнĕччĕ: «Гагаринпа арăмĕ уйрăм çуртра пурăнатчĕç. Кунсерен уçăлма тухса çÿретчĕç. Питĕ туслă, сăпайлă çемьеччĕ». Малалла вулас...
Комментари хушас