- Чăвашла верси
- Русская версия
Ача хытă чунлă ан çитĕнтĕр
Сăмахăма пĕр тĕслĕхрен пуçлатăп: урамра амăшĕпе ачи утса пыраççĕ. Пĕчĕкки ăнсăртран ÿкет. Амăшĕ ăна йăтса илсе тумтирне тасатать те малалла каяççĕ. Ку — кулленхи пурнăçри пулăм. Анчах çакăн евĕрлĕ ÿкерчĕкĕн тĕрлĕ енĕ пур. Пĕри ачине ачашласа тăратать, тепри асăрханса утмаллине вĕрентсе калать, виççĕмĕшĕ пепки хăех тăрасса кĕтет. Ашшĕ-амăшĕн туйăмĕ хăш-пĕр чухне ытларах ачашлăх çуратать. Кĕçĕнни çакăнпа усă курма пăхать те: мĕн те пулсан килĕшмерĕ тĕк выртса тапкаланса хăратать.
Ача-пăча кутăнлăхне тĕрлĕ эмелпе мар, воспитани парса «сыватмалла». Чи малтанах вара хăйĕн ачине таврари мĕн пур çынран хÿтĕлеме тăрăшакан ашшĕ-амăшне тивĕçлĕ воспитани памалла. Мĕншĕн тесен кун пек çын хăйĕн ачине панă сĕнÿсемшĕн, асăрхаттарнăшăн питĕ тарăхать. Ача йĕрсе ярать кăна — унран тÿрех ыйтма тытăнаççĕ: «Кам тиврĕ? Мĕн турĕ? Çапрĕ-и? Эпĕ ăна!..» Унтан çилленсех юнама тытăнаççĕ. Çакăн пек çемьесенче элекçĕ, ачаш, вĕчĕрхенчĕк тата психологи тĕлĕшĕнчен хавшак ача çитĕнет те.
Харпăр хăй ачи кашни ашшĕ-амăшĕшĕн чи лайăххи, чи хитри, чи ырă кăмăлли. Анчах вĕсен тĕпренчĕкĕ кама та пулин кÿрентерсен çакăн çине урăхла пăхаççĕ: ăнсăртран е юри мар, ку ыттисем хĕтĕртнипе пулнă имĕш. Амăшĕ хăйĕн хутне кĕрессе шанса ача чарусăр та пуçтах çитĕнет. Каярахпа ашшĕ-амăшне те кăшкăрма пуçлать. Çемьере пĕри ачине вăрçнă чухне тепри хута кĕни ырри патне илсе çитермест. Ачасем мĕнле чунлă çитĕнесси ытларах хамăртан килет. «Амăшĕн суккăр юратăвĕ наркăмăшран та хăрушă», — тесе ахальтен каламан.
Паян пурте тенĕ пекех интернетпа усă куратпăр. Уйрăмах шкул ачисем çак серепене путаççĕ. Паллах, тĕнчере мĕн пулса иртнине пĕлни пĕр енчен аван, анчах унти кашни хыпар чăн пулнине пĕлтермест- çке. Тĕрлĕ вăйă, порталсем çынна экран умĕнче темиçешер сехет тытма пултараççĕ. Хăрушă вăйăсем ачан пуçне минретеççĕ те. Юлашки вăхăтра тĕрлĕ соцсетьре сиенлĕ вăйăсем анлă сарăлнине палăртаççĕ. Çавăнпа ача улшăнни, сахал калаçни, хăйĕн тĕнчипе пурăнни ашшĕ-амăшне шухăшлаттарма тивĕç. Ывăл-хĕр соцсетьре нумайччен, уйрăмах çĕр çывăрмасăр ларнине курсан асăрханмалла, ăна куçран вĕçертмелле мар. Ăшшăн калаçса унăн шухăшĕсене пĕлмелле.
Паян чылай ача мĕн пĕчĕкрен алăран планшет ямасть, компьютер умĕнче вăхăта ирттерет. Шкултан таврăннă ачана тĕрĕслекен те çук. Çывăх çыннисем ĕçре. Киле çитсен те тĕпренчĕкĕпе кăсăкланма вăхăчĕ çитмест аслисен. «Киле панă ĕçсене пурнăçларăн-и?» — тет те лăпланса телевизор умне ларать кунĕпе ĕшеннĕ ашшĕ-амăшĕ. Ачи вара сĕтел хушшинче шăпах ларать, апла пулсан йĕркеллĕ. Çук çав, çакă аслисене шиклентермелле те. Ачан шăп пулмалла мар, унăн кун мĕнле иртнине вĕсене каласа кăтартмалла е тата ытти те. Ашшĕ-амăшĕ çул çитмен ачин шкулти пурнăçĕпе кăсăкланмасть пулсан вăл хăйне никам та юратмасть, ăна никам та ăнланмасть тесе шухăшлать те вăхăта интернета кĕрсе ирттерет. Унта хăйне ирĕклĕ туять, хăрушлăха çакланма пултарасса шухăшламасть те. Çавăнпа ашшĕ-амăшĕн тĕпренчĕкĕсен пурнăçĕпе кăсăклансах тăмалла, тимлĕ пулмалла. Малалла вулас...
Комментари хушас