Вăйпа илсе каяççĕ… Мускава

14 Раштав, 2017

Пĕчĕк чухне Шупашкарти автовокзал çывăхĕнчен иртме хăраттăм. Унта чикансем çÿретчĕç, çынна тапăнса укçасăр хăваратчĕç. Халĕ чикансем çук, пĕрех çулăхаççĕ. Камсем? Кăна эсир те пĕлетĕр: Мускава автобуспа лартса яракан кассирсем! Кăнтăрла вĕсем çук, 16 сехет иртсен ĕçе тухаççĕ, 19-20 сехетсенче рейссем валли çын пуçтарма тытăнаççĕ. Иртнĕ эрнекун эпир те кассирсен ĕçĕпе паллашас тĕллевпе хула çум автовокзалĕ çывăхне ятарласа çитрĕмĕр.

Урапа айнех кĕреççĕ

17-18 сехетсенче электроаппарат завочĕ, хула çум, чукун çул вокзалĕсем çумĕнчен лăпкăн иртме май çук: çул урлă каçакансене, общество транспортĕнчен анакансене кассирсем çулăхаççĕ. Урине — кăçатă, куртка çийĕнчен жилет тăхăннăскерсем кунта чикансен эшкерĕнчен кая мар йышлă. Уйрăмах пысăк сумкăллă çынсене курсан хăпмаççĕ вĕсем. Пире те малтанах ăшшăн калаçсах Мускава кайма сĕнчĕç. «Пыратпăр!» — тесен пушшех те савăнчĕç. Тĕрĕссине каларăмăр çеç хĕрарăмсен кăмăлĕ улшăнчĕ, кăнттамланчĕç. Хула çум автовокзалĕ çывăхĕнче ĕçлекен темиçе кассир патне пытăмăр. Эпир «Журналист профессие улăштарать» рубрика валли статья çырас тĕллев тытнăччĕ, кассирсен вырăнĕнче пулса пăхасшăнччĕ. Анчах пире хирĕçлерĕç. Те конкуренци вырăнне хурса çăкăрне турт-са илесрен хăрарĕç? «Сире клиент тупма пулăшăпăр. Çынсене ÿкĕтлеме вĕрентĕр-ха», — хăпмарăмăр эпир. «Ан чăрмантарăр-ха, ĕçсĕр аптăранă-им?» — терĕç те пире курмăш турĕç. Маршрутка чарăннă вырăна иккĕн-виççĕн чупрĕç. Тĕлĕнсе пăхрăмăр: автомобиль урапи айне пуласран та хăрамаççĕ кусем! ГАЗель чарăнма ĕлкĕреймен — кассирсем кĕпĕрленсе те çитрĕç. Салонран тухакансене алă парса кăларакан та пурччĕ. Хăш маршруткăран Мускава каякансем анма пултараççĕ, хăшĕнчен — çук: йăлтах пĕлсе çитнĕ кассирсем. Хăйсене кирлĕ çынна тупсан алăран вĕçертмеççĕ, ыталаса е çавăтса автобус патнелле илсе каяççĕ.

— Эпир — журналистсем, сирĕн ĕçри кăсăклă самантсем пирки çырасшăнччĕ, — хăпмарăмăр çавах.

— Саламлатăп сире, — тÿрккес калаçрĕ пĕри.

— Мĕн ятпа?

— Журналист пулнă ятпа. Лайăх професси сирĕн, пирĕн пек кассир мар эсир…

Чим-ха, хăйĕн ĕçне мĕншĕн тиркет ку хĕрарăм?

— Нимĕн чухлĕ те ĕçлесе илменни пулнă-и сирĕн? — ыйтрăм унран.

— Пулнă, килтен тухман чухне. Кунта вара 100 тенкĕ те пулин параççех. Мĕн, вăл укçа мар-им? — текелесе маршруткăран анакансене сыхлама васкарĕ.

Иртен-çÿрене эпир те Мускава кайма чĕнтĕмĕр, çулне пÿлсех чартăмăр. Анчах никама та ÿкĕте кĕртеймерĕмĕр. Юрать-ха, хăр- хар кăшкăракан пулмарĕ.

Пациентсенчен аванмарланнă

Эпир тÿрех çаврăнса утакан йышшисем мар. Кунта миçе кассир? Пĕри те пулин калаçатех. Йă-нăшмарăмăр, «Чукун çул автовокзалĕ» чарăну тĕлĕнче ĕçлекен Линăпа çăмăллăнах пĕр чĕлхе тупрăмăр. Медсестрара тăрăшаканскер билет сутса хушма тупăш тăвать. «10 çул каялла, отпуск вăхăтĕнче кунта тухрăм. Килĕшрĕ те юлтăм. Эпĕ тăван тытса тăракан фирмăра ĕçлетĕп, унта пурте хамăр çынсем. Паллах, ырă пурнăçран çакăнта шăнса тăмастăп, çулла апла мар- ха, ĕçлеме лайăхрах. Упăшка аварие лексе пурнăçран уйрăлчĕ, икĕ ачана ура çине тăратма тиврĕ. Пациентсене, ĕçтешсене курсан аванмарланаттăм. «Медсестра пуçупа кунта мĕн туса тăратăн?» — тетчĕç. Кайран хăнăхрăм. Çур шалу чухлĕ, 7 пин тенке яхăн, илетĕп», — каласа пачĕ çĕнĕ пĕлĕшĕм. Вăтамран кассир 4-5 çын тупаять, ăнăçсан — 10. Вĕсене билет сутнинчен 10% тÿлеççĕ. Хăш-пĕр чухне пĕр клиента илĕртейменни те пулать, ун чухне 1 пус та кĕсьене кĕмест.

Кассирсене темĕн каласа кÿрентерекен те пур-мĕн. Ĕçкĕç, пирус туртакан, хăйĕн ÿтне сутакан хĕрарăм вырăнне хураççĕ, словарьте çук сăмахсемпе ятлаçаççĕ. Лина та малтанах çакна йывăра илнĕ, халĕ пуçа чикмест.

Конкуренци пысăк

Халăх мегаполиса туртăннă май транспорт тытăмĕнче конкуренци пысăк: автобус тытакан фирма та йышлă, интернет-сарăмра çула май илсе каякансем те пур. Малалла вулас...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.