Комментари хушас

14 Раштав, 2017

«Эпĕ журналист пулсан… »

Ача чухне кам пулма кăна ĕмĕтленместĕн-ши? Повар, тухтăр, агроном, вĕрентекен, летчик, полици ĕçченĕ… Паянхи шкул ачисен сочиненийĕсемпе паллашсан чылайăшĕ журналист ĕçне кăмăллани сисĕнчĕ. Вĕсене тĕрлĕ паллă çынпа паллашасси, нумай хула-района тухса çÿресси кăсăклантарать иккен. Хăйсене мĕн пăшăрхантарнине те палăртма тăрăшнă вĕсем. Паян сире хăшĕ-пĕрин шухăшĕпе паллаштарăпăр.

Сĕнÿсемпе пулăшăттăм

«…Ач а л ă х и р т е т , в ă х ă т ш у х ă ш латтарать. Мĕнле професси суйламалла-ши? Тĕрлĕ кинофильм пăхнă хыççăн артист пулас килетчĕ. Ку пĕчĕк чухнехи ĕмĕт кăна. Халĕ эпĕ чăннипех пĕлетĕп, журналист ĕçĕ — мана чи килĕшекен професси. Мĕншĕн тесен унăн ĕçĕ питĕ кăсăклă та курăмлă. Манăн ĕмĕт — çамрăксен журналне ертсе пырасси. Хальхи çамрăксен кăткăс ыйту нумай. Çавна пула вĕсем пурнăç çине урăхла куçпа пăхаççĕ. Шухăшĕсем пăтраннипе тантăшĕсем, тăванĕ-сем тата хăйсен малашнехи пурнăçĕ çинчен шухăшламаççĕ. Хирĕçĕве, ăнăçсăрлăха пула тарăн шухăша путаççĕ. Çавăн пек ачасем эрех-сăра ĕçме, пирус туртма хăнăхаççĕ, хăйсен пурнăçне сиенлетеççĕ. Эпĕ журналист пулас тăк манăн журналти статьясем çамрăксене йывăр вăхăтра ырă мар шухăшĕсене кирлĕ сĕнÿсемпе сирме пулăшĕç», — шухăшне палăртнă Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта 9-мĕш «б» класра вĕренекен Диана Герасимова.

Ăс, тавçăрулăх кирлĕ

Йĕпреç районĕнчи Пучинке шкулĕн 5-мĕш класĕнче ăс пухакан Виктория Захарова журналист ĕçне çапларах хаклать:

«Эпĕ журналистра ĕçлес п у л с а н п у р н е т е пĕлме тăрăшăттăм. Тĕлĕнмелле чаплă, паллă çынсемпе курса калаçас килет. Вĕсен пурнăçĕ çинчен хаçатра çырса кăтартма, чунĕнчи вăрттăн-лăхĕсене уçма кăмăл тăвăттăм. Ют çĕршывсене çитсе курас, çак ĕмĕте пурнăçлама вĕсен чĕлхисене вĕренес ĕмĕтĕм пур. Эпĕ журналист пулсан тĕрĕссине кăна çырăттăм. Пянхи кун чылай чухне тĕрĕс маррине тĕл пулатăн. Çакă килĕшмест. Манăн вара хаçат-журнал вулакана, телевизор пăхакана пĕртте суяс килмест. Журналистăн ăслă, ĕçчен, тавçăруллă, анлă тавра курăмлă пулмалла. Çак професси йывăррине ăнланатăп. Унăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри — тĕрĕслĕхе уçса парасси».

Пĕрремĕш çитĕттĕм

«Эпĕ журналист пулас тăк тĕрлĕ мероприятипе уява пĕрремĕш çитме васкăттăм. Мĕн пулса иртнине тĕпчес килет-çке. Çак профессире вăй хураканăн чĕлхи çепĕç те таса пулмалла. Статья хатĕрленĕ чухне вырăнлă сăмахсемпе усă курма пĕлмелле. Йăнăшсăр çырасси – чи пĕрремĕш тĕллев. Журналистăн çын çинче хăйне епле тытни те питĕ пĕлтерĕшлĕ. Эпĕ çак ĕçре вăй хурас пулсан паянхи пурнăçăн йывăрлăхĕсем пирки сăмах хускатăттăм. Мана ачасемпе ашшĕ-амăшĕн хутшăнăвĕсем çинчен çырма уйрăмах килĕшет. Вĕсен çыхăнăвне лайăх çутатса паракан статьясем шăрçалăттăм. Лайăх çемьесене тĕслĕх вырăнне хурса интервью хатĕрлĕттĕм, — ĕмĕчĕсемпе паллаштарса çырнă Елчĕк районĕнчи Елчĕк шкулĕнче 6-мĕш «б» класра вĕренекен Анжелика Кириллова.

Хисеплĕ ĕç

Ку шкулта çак класрах пĕлÿ илекен Станислав Антонов та ăслă шухăшĕсене палăртнă:

«…Журналист нум а й т ĕ п ч е т . Çавăнпа вăл ялан çул çинче. Унăн ĕçĕнче чи кирли — тĕрĕс çырма тата таса калаçма пĕлни тесе шухăшлатăп. Хăйне çирĕп пĕлекен çын кăна яланах тĕрĕссине уççăн çырса пама пултараять. Çын çинче хăйне тытма пĕлекен, вырăнлă калаçма, тĕрлĕ енлĕ ĕç тума тăрăшакан журналист — чăннипех те хăй ĕçне парăннă çын. Вĕсен тăван чĕлхене лайăх пĕлмелле. Мĕншĕн тесен статйисене пурте кураççĕ, вулаççĕ. Журналистăн ĕçĕ ялан хисеплĕ».

Ялан çул çинче

Антонăн тантăшĕсем те сочиненийĕсене редакцие çитернĕ. Акă Яна Афонинăн ĕçĕнчен илнĕ йĕркесем:

«Тĕнчере тĕрлĕ професси. Кашнин хăйĕн ĕмĕчĕ — кам тухтăр, кам строитель пуласшăн. Журналист ĕçĕ те чылайăшне илĕртет пуль-ха, анчах ку профессире пурте ĕçлеймеççĕ. Ку ĕç йывăр, çав вăхăтрах кăсăклă та. Унăн культура шайĕ пысăк, ăс-тăнĕ çивĕч пулмалла».

Ку класри Полина Епифанова вара ĕмĕт-шухăшне хут çине çапларах куçарнă:

«…Журналист пулма лайăх пуль- ха, анчах унăн нумай тăрăшмалла. Ялан çул çинче вăл, начаррине те, лайăххине те самай курать пулĕ. Çавăнпа хуть те хăçан та çирĕп кăмăллă пулмалла. Çак çынсен ялан тирпейлĕ çÿремелле, чи малтанах тăван чĕлхене лайăх пĕлмелле».

«Професси суйлас ыйту кашни çамрăках пырса тивет. Хальхи вăхăтра журналист ĕçĕ сумлă. Анчах ку профессире ĕçлеме пысăк пултарулăх кирлĕ. Мĕншĕн тесен вĕсене пин-пин çын итлет, курать, вулать. Енчен те эпĕ шкултан вĕренсе тухсан çак çула суйлас тăк çамрăксем мĕнпе кăсăкланнине, вĕсене мĕн пăшăрхантарнине куракан е вулакан патне çитерме тăрăшăттăм. Маттуррисем çинчен тĕслĕх вырăнĕнче çырса кăтартăттăм», — çырнă хăйĕн сочиненийĕнче Елчĕк шкулĕнчи 8-мĕш «б» класра вĕренекен Юлия Павлова.

…Чухăн пулĕччĕ

В ă р м а р т и Г . Е . Е г о р о в ячĕллĕ вăтам шкулти 8-мĕш «г» класс вĕренекенĕн Аннета Прохоровăн сочиненийĕпе паллашма та кăсăклă. Малалла вулас...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.