Кадетсен балĕнчи асамлă юмах

14 Раштав, 2017

Хăш чухне самантлăха та пулин иртнĕ ĕмĕрсенчи илемлĕ балсене лексе курас килет. Кинофильмсенче вĕсене мĕнле хитре сăнлаççĕ-ха та… Телее, ку пурнăçланайми ĕмĕт мар. Шупашкарти Ача-пăча пултарулăхĕн керменĕнче çулсеренех Кадетсен Георгий балĕ иртет. Вăрăм кĕпе тăхăннă илĕртÿллĕ хĕрсем тата кадет тумĕллĕ яштака каччăсем классика кĕввипе килĕшÿллĕн çаврăннине сăнанă май иртнĕ ĕмĕрсене лекнĕнех туйăнать.

Кăçал Георгий балне Вăрнар, Канаш, Муркаш, Етĕрне, Тăвай районĕсенчен тата Канаш, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Çĕмĕрле хулисенчен 19 кадет класĕ хутшăнчĕ, пурĕ 218 вĕренекен. Паллах, ку бал — уяв кăна мар, ăмăрту та. Командăсем пĕр-пĕринпе тупăшса çак элементсене пурнăçларĕç: «Формейшен» /ирĕклĕ композици/, ансамбль, ирĕклĕ композици, çирĕп йĕркепе пурнăçламалли композици, балри чи лайăх мăшăр, бал примипе премьерĕ.

Лайăхрах ташлама та пултарнă: анчах…

Малтанах кадетсен хумханăвĕ палăрчĕ. Çавăнпа ку ташăпа киленме чăрмантарчĕ. Тата юлашки вăхăтра хăш-пĕр йĕркене улăштарни те бала пуçласа хутшăнакансен умне кăштах йывăрлăх кăларса тăратнă. «Пире малтан стандарт, унтан виçĕ çавра ташламалла тесе пĕлтернĕччĕ, кунта вара пачах тепĕр май ыйтрĕç», — терĕ Чăваш кадет корпусĕн вĕренекенĕ Вероника Сердюк. Апла пулин те Георгий балне пĕрремĕш хут килменнисемшĕн ку чăрмав пулман. Кадетсен нимĕнле йывăрлăх умĕнче те çухалса каймалла мар-çке. Ахальтен мар, Канаш районĕнчи Ухман шкулĕнчен килнĕ вĕренекенсене вĕсен класс ертÿçи: «Хуть те мĕн сиксе тухсан та вĕçне çити ташлăр», — тесе асăрхаттарсах тăчĕ. Чылайăшне хавхалантарма ашшĕ-амăшĕ килнĕ. Вĕсем ачисенчен ытларах хумханаççĕ-тĕр. Çи-пуçне çĕлеттерсе те сахал мар тăкакланаççĕ вĕт. «Кадет балне эпир авăн уйăхĕнчех хатĕрленме пуçларăмăр. Паян тата лайăхрах ташлама пултарăттăмăр, анчах кĕвĕ тĕрĕс мар кайни чăрмантарчĕ. Кăçал виççĕмĕш хутчен кунта хутшăнма тивĕçрĕм. Пирĕн командăра пĕрлĕх пурри сисĕнет, çакă пире пулăшать те», — пĕлтерчĕ Ухман шкулĕнче вĕренекен Дима Васильев.

Хăтланса пăхмасăр çитĕнÿ патне çитейместĕн. Унчченхи йăнăшсене шута илсе малашне вĕсенчен асăрхансан çыннăн аталанăвĕ курăнать. «Кадет балне иккĕмĕш çул хутшăнатăп, — шухăшне пĕлтерчĕ Вăрнар районĕнчи Мăн Явăш шкулĕн вĕренекенĕ Таня Иванова. — Пĕрремĕш хут килсен эпир питĕ хăраттăмăр, вăтанаттăмăр. Халĕ хамăра шанатпăр, ирĕклĕрех туятпăр. Манăн шухăшпа, кадетăн хăюллă та хастар пулмалла, нимрен те шикленмелле мар».

Курпунланни илеме пăсать

Кадетсем — профессионал шайĕнчи ташăçăсем мар паллах. Хăшĕ-пĕри Георгий балĕ умĕн пĕр уйăх маларах кăна çак хăнăхусене вĕренме пуçланă. Тен, теприсен ятарлă хореограф та çук? Апла пулин те вĕсем ыттисем мĕнле ташланине курса хăйсен ăсталăхне малалла аталантарасса шанас килет. Чылайăшĕн, ытларах каччăсен, сăнĕнче: «Тĕрĕсех тăватăп-ши? Халĕ манăн ăçтала пусмаллаччĕ-ха? Ой, тĕрĕс мартарах кайрăм, халĕ вĕрентекенрен лекет ĕнтĕ», — текен шухăшсем вуланчĕç. Хăш-пĕр ача курпунланма та ĕлкĕрнĕ, ташланă чухне çакă тÿрех куçа тăрăнать, илеме пăсать. Кадетсен вара уйрăмах яштака пулмалла пек туйăнать. Шкул ачисем парта хушшине ларсанах вĕрентекенсем вĕсене тÿрĕ лармаллине асăрхаттараççĕ, шăмă кукăрăлни мĕн патне илсе çитернине калаççĕ. Анчах та вĕсен сăмахне пурте шута илмеççĕ пулĕ çав, шел… Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.