Archive - 9 Çĕртме, 2016

9 Çĕртме, 2016

Шĕпĕн курăкĕ

Шĕпĕн курăкне /чистотел/ чылайăшĕ пĕлет пулĕ. Ячĕ те калаканниех. Ÿт-тир чирĕсене сиплет вăл. Çырма-çатрара, çурт-хуралтă çывăхĕнче, çул хĕррисенче тĕл пулатăн ăна. Çу уйăхĕнчех чечекленме пуçлать, утă уйăхĕнче те чечекленекен тĕмсене курма пулать.

9 Çĕртме, 2016

Явăaнса ÿсет çырла

Явăнса ÿсекен ремонтантлă çĕр çырлине килте ÿстерме аван. Унăн çырли çулла, çĕртме уйăхĕнче, пиçме пуçлать, кĕркуннечченех çĕнĕрен тухнă çырласем пиçсе пыраççĕ.

Çак çырлана вертикальлĕ клумба туса çитĕнтерме меллĕ. Клумбăна тĕрлĕ материалтан тума пулать — асбест е пластик пăрăх, е полиэтилен пленка, е пирамида евĕрлĕ т.ыт.те. Вертикальлĕ çырла йăрана çÿллĕшĕпе 1,8 метра яхăн тума юрать, ытлашши çÿллĕ пулсан ăна пăхса тăма кансĕртерех.

Çырла йăранне хĕвел лайăх ÿкекен çĕре лартмалла. Пÿрт умне лартнă çырла клумби çимĕçĕпе те, илемĕпе те çăвĕпех савăнтарĕ.

9 Çĕртме, 2016

«Çамрăксен хаçачĕ» 22 (6115) №. 9.06.2016

9 Çĕртме, 2016

Лашана та воспитани памалла

Хула хĕрĕ яла лаша фермине ĕçлеме кайни ăнсăртлăх та, тĕлĕнтермĕш те мар — Марина Никольскаян чунне çак чĕрчун çывăх. «Пĕрисем — йытă, теприсем кушак юратаççĕ. Эпĕ вара — лаша. Элĕк районĕнчи Мăн Ямашра пурăннă асанне ĕмĕр тăршшĕпех лашасемпе ĕçленĕ, вăрçă вăхăтĕнче Свердловска лав турттарнă.

9 Çĕртме, 2016

Хаярлăх çуратакан мультфильмсем

Кукамăшĕ лавккана апат-çимĕç патне тухсан 5-ри мăнукне хваттерте пĕчченех хăварнă. «Винкс» мультфильм пăхнă хыççăн хĕрача хăйне çунтарса янă. Унăн кĕлеткин 50% пиçсе кайнă. Йывăр сурансене пула Соня Подольская чутах вилмен. Ăна çăлса хăварассишĕн тухтăрсем çине тăрса кĕрешнĕ.

9 Çĕртме, 2016

Тăлăхсене хăйсенни пек юратаççĕ

«Ачасăр пурнăç — калчасăр уй-хир», — тенĕ ваттисем. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Штанашра пурăнакан Константиновсем 1984 çулта çемье чăмăртанă. Çурта «çĕнĕ кайăк» килессе 20 çул кĕтнĕ вĕсем. Кил ăшшин управçин Ольга Васильевнăн 1988 çул­та тин çие юлнă. Шел те, кĕтнĕ ачан пурнăçĕ çав тери кĕске пулнă.

9 Çĕртме, 2016

Çил-тăвăл алхассан пÿрт чĕтренет

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Штанашри çамрăках мар хĕрарăм барак умĕнче хурăн вуттине çурнине асăрхасан çывăхарах пытăм. Тин кăна çăва тухрăмăр — мĕн тума кирлĕ ăна вутă? Мунча хутма-ши? Газ кĕртнĕ хыççăн хăшĕ-пĕри вутă хăçан çурнине те манма ĕлкĕрчĕ пулĕ.

9 Çĕртме, 2016

Андриян Николаевăн сăмахĕсене чĕрере упрать

Чăваш та ытти халăх пекех Мускава юратать. Чылайăшĕ пысăк укçа, ытлă-çитлĕ пурнăç шыраса Раççейĕн тĕп хулине талпăнать. Анчах, манар мар, Мускав куççуле ĕненмест. Хăшĕ-пĕрине çак çула ачашласа сăпкара сиктерет, теприсене вара тăван тăрăха пушă кĕсьепе ăсатать. Паян Мускавра пин-пин чăваш тĕпленнĕ.

9 Çĕртме, 2016

Тивĕçлĕ канăва тухсан вĕренме кĕнĕ

«Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен» — тенĕ ваттисем. Çакна Етĕрне районĕнчи Уйкас Асламасра çуралса ÿснĕ Ольга Громова мĕн пĕчĕкренех ăса хывнă. Тивĕçлĕ канури хĕрарăм И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетне вĕренме кĕнĕ. Аслă вĕренÿ заведенине кирек мĕнле ÿсĕмрине те илеççĕ. Совет саманинче çеç куçăн майпа вĕренекенсен йышне 35 çултан аслăраххисене йышăнман. Халĕ студент сакки çине 17 çулти çамрăкпа пĕрле 70-тисем те лараяççĕ.

Pages