Комментари хушас

9 Çĕртме, 2016

Тивĕçлĕ канăва тухсан вĕренме кĕнĕ

«Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен» — тенĕ ваттисем. Çакна Етĕрне районĕнчи Уйкас Асламасра çуралса ÿснĕ Ольга Громова мĕн пĕчĕкренех ăса хывнă. Тивĕçлĕ канури хĕрарăм И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетне вĕренме кĕнĕ. Аслă вĕренÿ заведенине кирек мĕнле ÿсĕмрине те илеççĕ. Совет саманинче çеç куçăн майпа вĕренекенсен йышне 35 çултан аслăраххисене йышăнман. Халĕ студент сакки çине 17 çулти çамрăкпа пĕрле 70-тисем те лараяççĕ. Боливири 90 çулти студент Гермен Петерс хăйĕн диплом ĕçне çак çĕршывра 1952 çулта иртнĕ революцие халалланă. Унта вăл хăй те хутшăннă. Экономика енĕпе аслă шкулта вĕреннĕ Раççей çынни, 75 çулти Марк Гольдман, экзаменра «5» паллăсем çеç илнĕ. Тивĕçлĕ канура та ăс-тăн шайне ÿстерме тĕллевленнĕ çынсем пирĕн республикăра та пур. Сăмахăм 63 çулти Ольга Громова пирки. Тивĕçлĕ канури студентăн пурнăçĕ çăмăл-и? Экзамен-зачета хатĕрленме вăхăт çитет-и? Çак тата ытти ыйтăвăн хуравне тупассишĕн ЧПУна çул тытрăм. Ольга Васильевнăпа занятисем хыççăн тĕл пулма май килчĕ. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.