Андриян Николаевăн сăмахĕсене чĕрере упрать

9 Çĕртме, 2016

Чăваш та ытти халăх пекех Мускава юратать. Чылайăшĕ пысăк укçа, ытлă-çитлĕ пурнăç шыраса Раççейĕн тĕп хулине талпăнать. Анчах, манар мар, Мускав куççуле ĕненмест. Хăшĕ-пĕрине çак çула ачашласа сăпкара сиктерет, теприсене вара тăван тăрăха пушă кĕсьепе ăсатать. Паян Мускавра пин-пин чăваш тĕпленнĕ. Ытти халăхăн ывăлĕ-хĕрĕ пекех, чăваш та ирсерен ĕçе васкать, каç пулсан киле ывăнса таврăнать. Ентешсем пĕрле пухăнса уявсем йĕркелеççĕ, йăла-йĕркене тытса пыраççĕ. Çапла, чăваш Мускавра та чăвашах пулса юлать. Атте-анне юратăвне, тăван çĕрĕн сывлăшĕпе чуна кĕнĕ юрра-кĕвве, мăн несĕлсен чĕлхине чĕререн кăклаймăн. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче Мускава кайса хăйĕн çулне тупма пултарнă, çут çанталăк панă пултарулăхне малалла аталантарнă, «Кайри — мала» хит-парадра пĕрре мар çĕнтернĕ Надежда ЧЕРНЫШЕВА юрăç, Чăвашра Аида хушма ятпа палăрнăскер, хаваспах чунне уçма кăмăл турĕ. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.