Шĕпĕн курăкĕ

9 Çĕртме, 2016

Шĕпĕн курăкне /чистотел/ чылайăшĕ пĕлет пулĕ. Ячĕ те калаканниех. Ÿт-тир чирĕсене сиплет вăл. Çырма-çатрара, çурт-хуралтă çывăхĕнче, çул хĕррисенче тĕл пулатăн ăна. Çу уйăхĕнчех чечекленме пуçлать, утă уйăхĕнче те чечекленекен тĕмсене курма пулать.

Сипленме шĕпĕн курăкне чечекленнĕ вăхăтра пуçтармалла. Ăна хĕвел лекмен, уçă çĕрте типĕтмелле. Типĕтнĕ курăкăн сиплĕхĕ 2 çул упранать. Шĕпĕн курăкĕнчен тĕрлĕрен маç, настой, шĕвек хатĕрлеççĕ. Ăна ÿт-тире сĕрсе, компрессем туса, пĕчĕккĕн ĕçсе сипленме пулать. Курăк наркăмăшлă пулнине ас тумалла: вар хырăм чирĕсенчен сипленнĕ чухне тухтăрпа канашламалла, пĕчĕк виçепе çеç ĕçмелле.

Шĕпĕн курăкĕ сиенлĕ микробсемпе, чир вирусĕсемпе кĕрешет. Унпа шăнса пăсăлсан, вируслă инфекци чирĕсенчен сипленме усă кураççĕ. Чĕрĕ курăкăн сĕткенĕ пÿрлешкесене, шĕпĕне, тимрене, экземăна, папиломăна, герпеса ăнăçлă сиплет.

Герпес тухнине сиссенех çав тĕле чĕрĕ курăкăн сĕткенĕпе тĕксе илмелле, кунне 2-3 хутчен сĕрсессĕн герпес хăвăртах иртĕ. Шĕпĕне, папиломăна курăк сĕткенĕпе кунне 3-4 хутчен тĕксе илмелле. 3-4 кунран шĕпĕн çинче хура пăнчăсем курăнма пуçлаççĕ — ку шĕпĕн пĕтме пуçланине пĕлтерет.

Курăк шывĕпе сурансене çăваççĕ, кĕсенсене компресс туса çыхаççĕ. Хырăмлăх, пыршăлăх, вар-хырăм ытти чирĕсене сиплеме тĕрлĕрен настойкăсемпе отварсем пулăшаççĕ. Анчах курăк наркăмăшлине шута илсе унпа асăрханса усă курмалла, сиплеве пуçличчен тухтăрпа канашламалла.

50 г типĕтнĕ курăка çур литр водкăна ярса икĕ эрне тĕттĕм вырăнта лартмалла. Кунне 3-4 хутчен апат хыççăн çур сехетрен икĕ апат кашăкĕ ĕçмелле.

Типĕтсе туранă 30г курăка пĕр литр вĕрекен шыва ямалла та çулăм çинчен илсе çур сехет хупласа лартмалла. Сиплĕ шыва 30 г апат умĕн кунне 3-4 хутчен ĕçмелле.

Календулăпа вĕлтрен, шĕпĕн курăкĕн шывĕ уйрăмах усăллă. Тураса типĕтнĕ виçĕ тĕслĕ курăка пĕрер кашăк илсе çур литрлă термоса хумалла та вĕрекен шыв ярса хупмалла. 2 сехетрен усă курма юрать. Ирпе, каçпа апатчен маларах 50 г ĕçмелле. Хатĕр шĕвеке холодильникра икĕ талăк тытма юрать.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.