Хапха уçакан пулмарĕ
Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпа тăрăхĕнчи пĕчĕк яла тахçанах çитсе килме ĕмĕтленеттĕм. Ун çывăхĕнчен темиçе те иртсе кайнă-ха, анчах та е вăхăт çитмест, е урăх сăлтав тупăнать. Çак кунсенче тинех аякри-аякри Атăкçырмине те çитрĕмĕр. Чăваш ялĕсенчен уйрăлнăн уй-хир варринче пĕччен те тăлăххăн ларать вăл. Те çын çуккипе çеç çапла туйăнчĕ-ши пире? Апла-и, капла-и, 116 çул каяллахи икĕ урамлă пĕчĕк çеç ял Çĕр чăмăрĕ çинчен паянхи кун та ниçта та çухалман. Тутарстанпа чикĕленет вăл. Елчĕкрен 35 километрта, Шупашкартан 190 километрта вырнаçнă. Ку тăрăхрисем ăна Участка, Атăкçырми теççĕ. Ял Аттик ятлă арçын ятĕнчен пулса кайнă-мĕн. Вут-кăвартан хытă хăранă вăл вăхăтра, шыв çывăхра пултăр тесе çĕнĕ вырăна куçса килнĕскер пĕчĕк кÿлĕ хĕрринче çурт лартнă. Çавăн пиркиех яла Атăкçырми тенĕ те.
Историе илес пулсан, пушарта çунса кĕлленнĕ хыççăн ку тăрăха 1910-11 çулсенче Яманчÿрелтен 14 хуçалăх куçса ларнă. 1926-30 çулсенче çуртсен шучĕ 21-не те çитнĕ. Çамрăксем уйрăлса тухса çак ялтах йăва çавăрнă. 1931 çулта хăйсен вăйĕпе «Красный Восток» колхоз йĕркеленĕ. Теветкеллĕхĕпе уйрăлса тăнă вĕсем. ВДНХна хутшăнса 1 степень дипломне тивĕçнĕ Атăкçырмин ĕçчен çыннисем.