Комментари хушас

18 Чÿк, 2016

Çынсемпе куçа-куçăн

 Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ытларикун "Единая Россия" парти председателĕн Д.А.Медведевăн регионти йышăну пÿлĕмĕнче граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă. Çынсене кивĕ çуртсенчен куçарасси, "Çĕнĕ хула" микрорайонта поликлиника уçасси, çĕнĕ çулсем тăвасси — граждансем тĕлпулăва çак тата ытти ыйтупа килнĕ.

 Валентина Андреевăна Çĕнĕ хулара поликлиника уçас ыйту пăшăрхантарать. Республика Пуçлăхĕ Çĕнĕ хулари пурнăç условийĕсемпе кăсăкланнă. Валентина Андреева палăртнă тăрăх — çуртсен пахалăхĕ лайăх, управляющи компани тÿрĕ кăмăлпа ĕçлет, çуртсене уйрăммăн хутса ăшăтмалла туни меллĕ. Çав вăхăтрах ачасен 3-мĕш больницинче врач- педиатрсем çителĕксĕрри, вĕсем вĕçĕмсĕр улшăнса тăни пăшăрхантарать. Хĕрарăм хăйĕн ачине илсе çÿрекен участокра çулталăкра 3 педиатр улшăннă иккен.

Михаил Игнатьев çывăх вăхăтра "Хулан тĕп больници" поликлиника çуртне тума пуçласси çинчен пĕлтернĕ — унта Çĕнĕ хулара пурăнакансене медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерĕç. Çак тĕллевпе ре-спубликăн çитес çулхи бюджетне укçа хывса хăварнă. Унсăр пуçне 2017 çулăн 2-мĕш çурринче асăннă микрорайонта поликлиника уçма палăртнă.

Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуçран килнĕ Надежда Емельяновăна "Калинино — Патăрьел — Елчĕк — Анат Чакă" автоçула хăçан тĕпрен юсасси интереслентерет. Первомайскинче лайăх ача сачĕ пур, унта таврари 8 ял ачисене илсе пыраççĕ. "Пурăнмалли лайăх условисем йĕркелесен, çул тусан çамрăксем ялтах юлĕç", — тенĕ хĕрарăм.

ЧР Пуçлăхĕ республикăра çулсем тăвас, вĕсене юсас енĕпе çине тăрса ĕçлени çинчен каланă. Çак тĕллевпе 2016 çулта уйăракан укçа виçи — 4 миллиард тенкĕ ытла. Вăл асăннă объект валли 2017 çулта федераци бюджетĕнчен укçа уйăрмашкăн Федерацин çул-йĕр агентствине заявка пани çинчен пĕлтернĕ. "Патăрьел районĕнче çулсем аван, темиçе сыпăк пур — унта та хытă сийлĕ çулсем пулĕç", — тенĕ Михаил Васильевич, 2017 çулта çул тума пуçламашкăн шантарнă.

Канашра пурăнакан Андрей Трифонов авари пулма пултаракан çуртран куçас ыйтупа килнĕ. "Октябрĕн 40 çулĕн урамĕнче — пĕртен-пĕр барак. Вăл ишĕлет, пурăнма йывăр, çавăнпа ача час- часах чирлет", — тенĕ вăл. Хăйсем куçмалли çĕнĕ çурта кĕрсе курни çинчен каланă — унта отделка ĕçĕсене ăшă памасăрах пурнăçлаççĕ иккен. Михаил Игнатьев Канашра пулнă май çав çурта кĕрсе пăхма шантарнă: "Подрядчике мĕнпур ĕçе вăхăтра пурнăçлаттарăпăр". Вăл республика территорийĕнче граждансене кивĕ çуртсенчен куçармалли программăн 3-мĕш тапхăрне пурнăçламашкăн Канаш хули валли 103 миллион тенкĕ ытла куçарма палăртнине пĕлтернĕ.

Виктория Соколовăна та хваттер ыйтăвĕ пăшăрхантарать. Вăл 20 ачана усрава илсе воспитани панă Суворовсен çемйинче çитĕннĕ. "Манăн 3 пиччепе аппа "Садовый" микрорайонта çĕнĕ хваттерсем илнĕ ĕнтĕ. Эсир пулăшасса шанатăп, çурт-йĕр черетĕнче 5-мĕш тăратăп", — тенĕ хĕр.

Михаил Игнатьев 2016 çулта республика бюджетĕнчен тăлăхсене пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтермешкĕн 30,6 миллион тенкĕ уйăрнине çирĕплетнĕ. Ку укçа — 49 тăлăха çурт-йĕрпе тивĕçтерме. Михаил Васильевич Виктория çывăх вăхăтра хваттер илессе шантарнă.

Шупашкарти 53-мĕш шкулта вĕренекен Ариадна Чернова юпа уйăхĕнче Владимир Путин Пре-зидент ячĕпе çыру янă — Çĕнĕ çул тĕлне елка парнелеме ыйтнă. "Сирĕн çыру çухалман. Владимир Путин пире тивĕçлĕ хушу пачĕ", — тенĕ Михаил Игнатьев Ариаднăна тата унпа пĕртăван Марийăна Президент парнине панă май. Михаил Васильевич хĕрсене шкулта лайăх паллăсемпе кăна вĕренме суннă.

Журналистсемпе калаçнă май Михаил Игнатьев республикăра пурăнакансемпе çапла куçа-куçăн курнăçса калаçни халăха пăшăрхантаракан çивĕч ыйтусене пĕлсе тăма пулăшнине палăртнă. "Еди-ная Россия" парти лидерĕн, РФ Правительствин Председателĕн йышăну пÿлĕмĕ ăнăçлă ĕçлет. Çынсем кунта килнĕ май çĕклекен кашни виçĕ ыйтуран иккĕшне çынсем майлă татса паратпăр. Ытти ыйту вара информаци, ăнлантару ĕçĕпе çыхăннă", — пĕтĕмлетнĕ Михаил Васильевич.

Палăртни вырăнлă: регион ертÿçи граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе кăçал тăваттăмĕш хут йышăннă. Михаил Игнатьев патне пĕтĕмпе хăйсен ыйтăвĕсемпе 18 çын килнĕ, çав шутран 11 ыйтăва татса панă, тата 7-шне тишкереççĕ.

 

Д.ВОЛКОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.