Комментари хушас

18 Чÿк, 2016

Çĕнĕ шкулсем тума – ытларах укçа

Чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕнче РФ Патшалăх Думинчи «Единая Россия» парти фракцийĕн вырăна тухса ирттернĕ ларăвĕнче Правительство Председателĕ Дмитрий Медведев шкулсен строительствипе тата вĕсене юсаса çĕнетессипе çыхăннă программа валли уйăракан укçа виçине икĕ хут ÿстерме — çулталăкне 50 миллиард тенкĕ таран — пултарассине пĕлтернĕ. РФ вĕренÿпе наука министрĕ Ольга Васильева РФ Патшалăх Думин депутачĕсене çĕнĕ шкулсем тумашкăн бюджетра укçа ытларах уйăрас ыйтăва пăхса тухма сĕннĕ.

РФ Патшалăх Думин депутачĕ, Вĕренÿпе наука комитечĕн членĕ Алена Аршинова палăртнă тăрăх — депутатсем пĕлтерĕшлĕ çак сĕнĕве пĕтĕмĕшле ырлаççĕ. «Унсăрăн çитес вунăçуллăхри пĕлтерĕшлĕ те пысăк программăна — шкулсен строительствипе тата модернизацийĕпе çыхăннине, унпа килĕшÿллĕн 6,5 миллион çĕнĕ вырăн йĕркелемелле — пурнăçа кĕртме йывăр пулĕ. «Единая Россия» парти тăрăшнипе ку программа кăçалтанпах ĕçлеме пуçларĕ, авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне çĕршывра хальхи йышши 92 шкул уçăлчĕ те ĕнтĕ. Федераци бюджетĕнчен 25 миллиард тенкĕ уйăрнă, программăна хутшăнакан пĕтĕм регион тенĕ пекех тивĕçнĕ укçапа усă курнă. Федерацин çитес çулхи бюджечĕн проектĕнче те çавăн чухлĕ укçа пăхса хăварнă. Анчах ку питĕ сахал, мĕншĕн тесен программăн тĕллевлĕ кăтартăвĕсене пурнăçлас тесен кашни çулах çĕршер шкул хăпартмалла, çакăн валли çулсеренех çĕршер миллиард тенкĕ кирлĕ», — тенĕ Алена Игоревна.

Вăл министрăн сăмахĕсене — регионсем хăйсене 76 миллиард тенкĕ кирли пирки пĕлтернине — аса илтернĕ. «Раççейре 23 пин ытла ача виççĕмĕш сменăра вĕренет, РФ Президенчĕ Владимир Путин вара 10 çул хушшинче иккĕмĕш сменăна та пĕтермелле тесе тĕллев лартрĕ. Унсăр пуçне çĕршыври шкулсенчен ытларахăшне тахçанах тунă, классенче кирлĕ вырăнсен шучĕ вара çулсеренех ÿсет. Ача нумай, шкулсем вара кивелсе пыраççĕ», — палăртнă Аршинова.

«Çавăнпа эпир парти председателĕн тата министрăн сĕнĕвĕсене ырлатпăр, çав хушăрах бюджет тĕлĕшĕнчен йывăрлăхсем пуррине те ăнланатпăр, çапах ку ыйтусемпе ĕçлеме тата кирлĕ резерв-сем тупма майсем те çук мар. Çак ĕç депутатсен тăрăшулăхне пĕрлештерме хистет, унта Правительствăн та хутшăнмалла. Бюджет пирки калакан саккуна пурнăçа кĕртнĕ май эпир пурте пĕрле çак çăмăлах мар, çапах çĕршывшăн питĕ пĕлтерĕшлĕ тĕллеве татса пама тăрăшăпăр», — пĕтĕмлетнĕ депутат.

 

И.НИКОЛАЕВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.