Атте купăс калама вĕрентмерĕ
Валерий Карпов К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче ĕçлеме пуçланăранпа çитес çул 15 çул пулать. 36-ри арçыншăн çак ÿсĕм — шăл çемми кăна темелле. Вăл çакна хăйĕн ĕçĕпе çирĕплетет: роль хыççăн роль калăплать, спектакльсем лартать. Куракансем унăн сăнарĕсемпе — Пименпа /«Кайри мала, хуркайăксем», Н.Терентьев/, Ванюкпа /«Ялта», Ф.Павлов/, Сергейпе /«Манăн арăм — Хуанита», Н.Сидоров/, Валерипе /«Çĕмĕрт шап-шурă çеçкере», А.Ларченков/, Нягулпа /«Албена юратăвĕ», Й.Йовков/, Степанпа /«Юратупа кавăн», И.Стаднюк/, Петĕрпе /«Ыйăх çухатнисем», Н.Терентьев/, Константин Ивановпа /«Çемçе чунлă вĕри юн», И.С.Максимов-Кошкинский/, ыттисемпе — киленнĕ, тарăн шухăша путнă, тарăхнă, савăннă, макăрнă. Сăмахăмсем пушă маррине çак тĕслĕхсем аван çирĕплетеççĕ: Валерий Владимирович республикăри театр искусствин «Чĕнтĕрлĕ чаршав» конкурсĕн виçĕ хут çĕнтерÿçи /2008, 2012, 2015/, Чăваш Республикин çамрăксен Патшалăх премийĕн лауреачĕ /2008/, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ. Паллă актерпа, режиссерпа Валерий Карповпа вулакансене паян çывăхрах паллаштарар-ха.
— Ăçта, мĕнле çемьере çуралса ÿснĕ эсĕ?
— Каçал тăрăхĕнчи Нĕркеç ялĕнче Надежда Демьяновнăпа Владимир Васильевич Карповсен çемйинче кун çути курнă. Аттепе аннен мансăр пуçне тата аппам пур. Анне пенсие тухичченех суту-илÿре ĕçлерĕ, атте — механизаторта. Тĕрĕссипе, вăл музыкант та пулма пултарнă, çак енĕпе темиçе çул вĕреннĕ те, анчах вĕçне çитерме тем чăрмантарнă ăна. Асаннепе асатте те лайăх юрланă теççĕ. Атте ачаранах хуткупăс каланă. 4-5-мĕш классенче вĕреннĕ чухнех салтак ачисене ăсатма хутшăннă. Халĕ те ялти клуба аслă ăрурисен пултарулăх коллективне çÿрет.
Манăн та хуткупăс калама вĕренес килетчĕ. «Ман пек пуласшăн-и, салтак ачисене ăсатса çÿресшĕн-и? Эрех ĕçме пуçлăн тата», — тесе купăса алла илме памарĕ. Гитара калама та Мускавра кăна вĕрентĕм.
— Çĕршывăн тĕп хулинчи М.С.Щепкин ячĕллĕ театрăн аслă училищине вĕренме каяссине мĕнле самант татса пачĕ: ачаранах артист пулас тенĕ-и?
— Çук паллах. Çар çынни е милиционер пулас тенĕ, анчах хăшпĕр сăлтава пула ĕмĕтĕм татăлчĕ. Шкулта вĕреннĕ çулсенче тĕрлĕ концерта, конкурса хутшăннă ĕнтĕ. Тăван чĕлхепе тата литературăпа вĕрентекен Любовь Степановна театра вĕренме илессипе çыхăннă пĕлтерĕве асăрханă, мана конкурса хутшăнма сĕнчĕ.
Чăваш театрĕн алăкне уçса кĕрсен чутах каялла тухса тараттăм, йысна тытса чарчĕ. Мĕн тĕлĕнтерчĕ: унта пынисем тем те тума пĕлеççĕ: аккордеон, гитара, пианино калаççĕ, нота пăхса юрлаççĕ. Эпĕ юрлама пултарнисĕр пуçне вырăсла юптару та пĕлместĕп. Çапах мана иккĕмĕш тура мар, виççĕмĕшне кил, Крыловăн юптарăвне вырăсла вĕренсе пыр терĕç. Конкурс хыççăн çакă паллă пулчĕ: лешсенчен, тем тума та пултаракансенчен, пĕри те вĕренме кĕреймен. Жюри членĕсем ялти, Турă панă, пăсăлман ачасене суйласа илес тенĕ-ши?
— Театра 2002 çулта таврăннă. Çак тапхăра пултарулăх çулĕсене пĕтĕмлетмелли тапхăр пек йышăнатăн-и?
— Çук. Пуçламăшĕ кăна-ха.
— Çапах та, ман шухăшпа, театрта сăнарсен пуянлăхĕпе санпа танлашакан сахал пулĕ.
— Ун пек каламан пулăттăм эпĕ, мĕншĕн тесен кашни артист кирек мĕнле сăнара та чунне парать. Эпизодри, пĕчĕк е тĕп сăнар — уйрăмлăх çук. Эпĕ ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмастăп. Теприн ролĕ пысăках та мар-тăр, анчах ăна питĕ лайăх кăларать.
— Мĕнле шухăшлатăн: хаяр çын рольне е лайăххине калăплама çăмăлрах?
— Тен, ыттисем уйăраяççĕ пулĕ, эпĕ — çук. Эпĕ пуринпе те нушаланатăп. «Ялти» Ванюка илер-ха. Лайăх çын-и вăл е усал-и, Елюка вĕлерекенскер? Мăшăрне персе пăрахнă çыннăнне те лайăх енĕсене, асапланăвне кăтартма тăрăшрăмăр. Спектакль хыççăн пĕррехинче пĕр вĕрентекен пырса калаçрĕ. «Эпĕ Ванюка яланах эгоист тесе хакланă. Паянхи спектакль манăн шухăша улăштарчĕ», — терĕ. Апла спектаклĕн витĕмĕ те, вăйĕ те пур.
Режиссерăн артиста кашнинче пĕр енлĕ роль памалла мар, тĕрлине калăплаттармалла, вара вăл уçăлса кайĕ, сăнара пуянлатакан майсем ытларах шырĕ. Атту пĕр ĕçри сăнар теприсене куçма пултарать.
— Актер ĕçĕнче чи кирли мĕн?
— Çанна тавăрса ĕçлени. Эпĕ çапла шухăшлатăп. Театртан киле кайсан та, ачана илме садике тухсан та, çывăрма выртсан та — сăнар яланах манпа. Роль калăпласси — пĕр чарăнусăр тапхăр. Ăна чуста пек «çăрнă» чухне чунпа кăна мар, пуçпа тата ытларах шухăшламалла. Пур роле те юрататăп, пурте çывăх, мĕншĕн тесен кашнинпех тар кăларса ĕçленĕ.
— Сана режиссера вĕренме ярас тенĕ. Мĕншĕн каймарăн?
— Ярас темен пулĕ.
— Апла театра режиссер кирлĕ мар-им?
— Питĕ кирлĕ, анчах ятарласа ямаççĕ халĕ. Кайса вĕренмелле тенĕ! Тĕрлĕ режиссер кирлĕ, хамăрпа хамăр кăна аталанма йывăр. Ытти регионтан килнисемпе артистсем хавхаланса ĕçленине хам курса ĕненнĕ. Чĕнмелле.
Апла-и, капла-и — эпĕ те 8 ĕç лартрăм, вĕсенчен ачасем валли — 4 спектакль. Çитĕннисем валли кăларнисене тĕрлĕрен йышăнчĕç: тиркерĕç те, вăрçрĕç те, ырларĕç те. Николай Терентьевăн «Ыйăх çухатнисем» камитне уйрăмах нумай шĕкĕлчерĕç. Хаçатсенче çырса та, хама сăмахпа каласа та. Апла пулин те спектакль иккĕмĕш сезон аншлагпа пырать.
Эпĕ театра килсенех Николай Терентьевăн «Кайри мала, хуркайăксем» спектаклĕнче Пимен рольне вылянăччĕ, репетицисене автор хăй те килсе çÿретчĕ. Калаçнă чухне вăл шÿте юратнине, унпа тĕрĕс, пĕлсе усă курнине ăнланнăччĕ. Хамăн ĕçре те Терентьев çапларах каласшăн, вăл е ку сăнара унашкал курасшăн пек туйăнчĕ.
— Константин Иванов рольне выляма сĕнсен санăн начарланма тивнĕ тенине илтнĕччĕ. Тĕрĕс-и?
— Диетăна пăхăнман. Килограмсем репетицисен вăхăтĕнче хăйсемех тухса кайнă. Иванов ун пекех тулли пулман тенисем, паллах, пулнă.
— Кам вăл саншăн Иванов?
— Ахаль çын мар. Ун чĕринче, чунĕнче мĕн пулса иртнĕ? Калама пултараймастăп ĕнтĕ. Ун таланчĕ, пултарулăхĕ — пирĕншĕн вăрттăнлăх. Валерий Николаевич ун çинчен çырнă кĕнеке питĕ нумай тупса пачĕ. Вуланине, пĕлнине тĕпе хурса «ылтăн варрине» тупма тăрăшрăмăр, асăрханса ĕçлерĕмĕр. Пурне те юраса çитерме çук. Пирĕн спектакль документлă ĕç мар пулин те самаях тапăнчĕç.
— Çак сăнар сана ăнăçу кÿчĕ: «Чĕнтĕрлĕ чаршав» конкурсра «Арçын рольне чи лайăх калăплакан» номинацире çĕнтертĕн. Çакăншăн сана ЧР театр ĕçченĕсен союзĕ Питĕре пултарулăх командировкине кайма май туса пачĕ.
— Питĕ савăнтăм унта кайма пултарнăшăн. Хальччен пулманччĕ-ха. «Балтика çурчĕ» фестивале лекрĕм. Тĕрлĕ театрăн спектаклĕсене пăхрăм, ютрисем мĕнле пурăннине, мĕнпе сывланине куртăм. Хамăрпа танлаштартăм. Техника хатĕрĕсемпе унта пирĕнтен пĕр ĕмĕр малта пыраççĕ тенĕ пулăттăм, спектакльсен пахалăхĕпе — тем каламалла? Всеволод Мейерхольд йăлисемпе ĕçлекенсем те пур, пирĕн манерлисем те. Питĕрти Академи пĕчĕк драма театрĕнче Лев Додин лартнă «Дядя Ваня» спектакль питĕ-питĕ килĕшрĕ, пирĕннисене çывăх ĕç. Артисчĕсем пăхса тăранмалла мар.
Унти спектакльсене халăх йышлă çÿрет. Чи кăсăкли — хула варринче те, ытти вырăнта та театр реклами пур.
— Çут çанталăкăн хăш вăхăчĕ чуна çывăх? Пулла çÿреме юратни пирки те илтнĕ-ха. Вăлта тытса ларма хĕлле е çулла лайăхрах?
— Кирек хăш çанталăк та чуна çывăх. Çил-тăвăл тустарнине юрататăп. Çумăрлă çанталăк кăмăллах мар пек, анчах килĕшет. Пулă тытма кирек хăçан та çÿретĕп. Пушă вăхăт пултăр çеç. Театрта тата 2-3 артист пур ман пекки.
— Хăш пулла юратса çиетĕн?
— Эпĕ пулă çиместĕп, юратмастăп. Тытатăп кăна. Кĕçĕн ывăла Пашăна шăла пулă питĕ килĕшет. Сăмах май, манăн икĕ ывăл, асли Эрнест, ăна килте никампа хăварма çукран /мăшăрĕ Ирина Верьялова актриса, Мускавра пĕрле вĕреннĕ. — Авт./ театртах ÿсрĕ, спектакль вĕçленессе сцена хĕрринче кĕтсе ларатчĕ. Халĕ вăл 12 çулта. Паша вара — кил ачи, хăй тетĕшĕпе юлать.
— Тата хăш рольте курас килет хăвна?
— Нумай артист ман çав сăнара калăплас килет тет. Çапла пулмалла, ĕмĕтпе пурăнмалла та пулĕ, анчах эпĕ темшĕн ун пек мар. Эпĕ режиссер мĕн сĕннипе кăмăллă, турткаланмасăр ĕçлеме пуçлатăп.
— Чăваш театрĕ кĕçех 100 çул тултарать. Парне вырăнĕнче мĕн курас килет?
— Парне пирки ертÿçĕсем хăйсемех пĕлеççĕ пулĕ. Сăмахран, автобус та кирлĕ, анчах пурлăхпа çыхăнни çинчен сăмах тумăп, маншăн чи пĕлтерĕшли — залра куракан йышлă пулни. Чиновниксене те курас килет спектакльсенче. Шухăшĕсене пĕлтерччĕр, мĕн курас килнине систерччĕр. Пирĕн вара халăха килĕшекен, ăна тивĕçлĕ ĕçсем хатĕрлемелле. Эпĕ çапла шухăшлатăп: куракан çăтăлти-çатăлти, шăпăл-шапăл концертсене, ытти мероприятие çÿресе йăлăхĕ, театра каялла таврăнĕ.
Надежда СМИРНОВА калаçнă.
Сергей ЖУРАВЛЕВ сăнÿкерчĕкĕсем
Комментари хушас