Вячеслав САДОВНИКОВ: Çамрăксене çунат сарма пулăшмалла

18 Чÿк, 2016

Шупашкар хулин Атăл леш енчи шкулта «Каскад» çар-патриотизм пĕрлĕхĕ 2002 çулта йĕркеленнĕ. Унăн ĕçне 200 яхăн ача хутшăнать, вĕрентекенсем те пăрăнса юлмаççĕ. Пĕрлĕх ертÿçи Вячеслав Садовников ачасене йывăр вăхăтра пĕр-пĕрне пулăшма хăнăхтарассине, дисциплинăна çирĕплетессине, чуна çывăх çуралнă тăрăха, аслă Раççее юратма вĕрентессине тĕпе хурать. «Каскада» çÿрекенсем парашютпа сикеççĕ, аквалангпа шыв тĕпне анаççĕ, темиçе кунлăха похода каяççĕ, экологи ĕçне хастар хутшăнаççĕ, пневматика автоматĕнчен переççĕ, алă вĕççĕн çапăçма хăнăхаççĕ… Туризм, йĕлтĕр спорчĕ, стройпа утасси… Пĕр енлĕ кăна аталанмаççĕ кунта, темĕнпе те кăсăкланаççĕ. Атăл леш енчи шкултан вĕренсе тухакансем малашнехи пурнăçне çарпа çыхăнтараççĕ, право хуралĕн органĕсене ĕçлеме кĕреççĕ. Вячеслав Анатольевич çар ретĕнче тăракан салтаксенчен сахал мар çыру илет. Çамрăксем «Каскадра» пухнă пĕлÿ служба тивĕçĕсене пурнăçланă чухне пулăшни пирки тав туса пĕлтереççĕ. «Çакăнтан хакли тата мĕн пултăр?» — тет ывăнма пĕлмен педагог.

Кану кунĕсĕр, хушма укçасăр

Вячеслав Садовников Атăл леш енчи Сосновка поселокне 1997 çулта килнĕ, шкулта музыкă учителĕнче ĕçлеме пуçланă. Икĕ çултан ăна ОБЖ урокĕсене панă.

— Ялта музыка шкулĕ те, ÿнер шкулĕ те çук. Ачасен пушă вăхăтне усăллă ирттермелле-çке. Çапла вара стройпа утакансен смотр-конкурсне йĕркелес шухăш çуралчĕ, — общество ĕçне кÿлĕннĕ саманта аса илет Вячеслав Анатольевич.

Мероприятие 5-11-мĕш классенче вĕренекенсене явăçтарнă. Смотр-конкурс ăнăçлă пулса тухнă. Ачасемпе вĕрентекенсене кăна мар, ашшĕ-амăшне те питĕ килĕшнĕ. Пĕрешкел мероприятие çулсерен ирттерни кăсăклă маррине ăнланса илнĕрен тепĕр çул çар вăййин элеменчĕсене кĕртнĕ кросс йĕркеленĕ.

— Унта сахал ача хутшăнать. Командăра улттăн: тăватă арçын ача тата икĕ хĕрача. Ăмăрту вăхăтĕнче вĕсем йĕлтĕрпе чупаççĕ, пăшалтан переççĕ, аманнисене наçилккапа йăтса чупаççĕ… Вăйă пек йĕркеленĕ ăмăртусем ачасене уйрăмах килĕшеççĕ, — каласа кăтартрĕ преподаватель.

Вячеслав Садовниковăн тепĕр паха енĕ — шкул ачисене çеç мар, ашшĕ-амăшне те, ял çыннисене те общество ĕçне явăçтарма пултарни — питĕ тĕлĕнтерчĕ. Халăха хăв тавра пухас тесен ял-йышра пысăк хисепре пулмалла, ăс-тăн шайĕпе, пултарулăхпа ыттисенчен уйрăлса тăмалла. Хăвшăн мар, ыттисемшĕн тăрăшмалла, вĕсен интересĕсемпе пурăнмалла. Çынна пуш сăмахпа витереймĕн, хăвăн хыççăн ертсе каяймăн. Çут çанталăк пурне те çакăн пек пултарулăх памасть. Мĕншĕн çакăн пек пĕтĕмлетÿ патне пырса тухрăм-ха? Паллах, Вячеслав Анатольевичăн ĕçĕпе паллашнă, çынсен шухăшне итленĕ хыççăн çуралчĕç çак йĕркесем.

Акă пĕр тĕслĕх. «Хĕллехи баталисене» Вячеслав Садовников пуçарса тата ертсе пынипе пĕрремĕш хут 2010 çулта йĕркеленĕ. Унта шкулти мĕнпур ача, вĕрентекенсем, ашшĕ-амăшĕ, шкултан темиçе çул каялла вĕренсе тухнисем, хĕрÿ вырăнсенче служба тивĕçĕсене пурнăçланă ветерансем тата ыттисем хутшăнаççĕ. «Кун пек мероприятисенче яваплăх пысăк. Ачасене класс ертÿçисемпе кăна кăларса яраймастăн», — тет хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнма хăнăхнă педагог. Ăна пулăшакансен «çарĕ» пĕчĕк мар: шкулти физкультура тата ытти предмет вĕрентекенĕсем, аэроклуб членĕсем, юлташĕсем…

Хĕллехи вăрманта уçă сывлăшра иртекен вăйă пурин кăмăлне те тивĕçтерет.

— Ачасем икĕ командăна пайланса ăмăртаççĕ. Хĕрлисем тата кăваккисем, — вăйă пирки сăмах пуçартăмăр. — Тĕрлĕ ĕç пурнăçлама тивет вĕсен. Пăшалтан переççĕ, мина шыраççĕ, снайперсем тупăшаççĕ… Граната ывăтакансем те, минерсемпе саперсем те, разведчиксем те пур. Юлашкинчен ялавшăн çапăçăва кĕреççĕ. Ачасене сăнасах тăмалла, хаярланса вăрçăнса кайма та пултараççĕ. Вăрмантах вĕри чейпе, кукăльпе сăйланаççĕ. 1-мĕш класра вĕренетĕн-и е 10-мĕшĕнче-и — никама та уйăрмастпăр, пурте вăййа пĕр тан хутшăнаççĕ. Пĕр енчен — çакă вăйă, тепĕр енчен вара — вĕренÿ. Вăйă урлă ачасем çар ĕçĕн хăйнеевĕрлĕхĕсене кураççĕ, вĕренеççĕ. Тата кунашкал мероприятисенче пĕр-пĕриншĕн тăрăшасси, пĕрлĕх туйăмĕ вăйлă аталанать.

Мероприяти 1 сехет çурă тăсăлать. Нумай та мар пек, анчах ăна хатĕрленсе ирттерессишĕн сахал мар вăй хума тивни каламасăрах паллă. Ачасен савăнăçпа çиçекен куçне курнинчен ырăрах самант çуккине пĕлтерет учитель. «Çамрăксене пирĕн çунат сарма пулăшмалла», — тет. Тăрăшать, пулăшать — вăл ачасемпе канмалли кунсене пăхмасăр, хушма укçа ыйтмасăр ĕçлет.

Унпа хăть ăçта яма та хирĕç мар

Манăн шухăшпа — ачине ют çынпа инçе çула тата нумай вăхăтлăха кăларса яриччен кашниех малтан тĕплĕ шухăшлать. Çав çынна шанма юрать-и? Инкек сиксе тухсан ачана хÿтĕлеме, пулăшма пултарать-и вăл? Çакнашкал ыйтусем, паллах, сиксе тухаççех. Анчах вĕсем пĕри те Вячеслав Садовниковпа çыхăнман. Вăл — шанчăклă çын. Çакна ашшĕ-амăшĕн сăмахĕсем те çирĕплетеççĕ. «Унпа хăть ăçта та яма хатĕр», — теççĕ вĕсем.

Вячеслав Анатольевич 7-11-мĕш классенче вĕренекен ачасемпе /тепĕр чухне ушкăна кĕçĕнреххисем те лекеççĕ/ Кокшага шывĕ тăрăх вунвиçĕ çул пĕр эрнелĕх ишеве тухать. 2005 çулта çеç каяйман. Шупашкарти Хĕрлĕ тÿремре Çĕнтерÿ парадне хутшăннăран çулçÿреве тухас шухăша пăрахăçлама тивнĕ. 30 ытла çынран тăракан йыша шыв патне илсе каясси — питĕ пысăк яваплăх. Кун пирки сăмах пуçарсан Карелири лагерьте пулнă инкек аса килчĕ.

— Турă сыхлатăр! Хăрушсăрлăх правилисене яланах пăхăнатăп, ачасенчен те ку тĕлĕшпе çирĕп ыйтатăп. Шывра чухне кама та пулин çăлăнмалли жилетсăр курам-ха! Явап тыттармалли меслет тупатăпах, — шÿтлерех калаçать Вячеслав Анатольевич. — Ачасене хытарсах каланă: «Сивĕ-и, шăрăх-и — жилет тăхăнмалла!» Ара, хамăра хамăр хÿтĕлемесен, сыхламасан пирĕншĕн çакна никам та тумасть.

Паллах, инçе çула тухмашкăн ачасем чылай малтан хатĕрленме пуçлаççĕ. Канмалли кунсенче çывăхри вăрмана, кÿлĕсен таврашне похода каяççĕ. Тавралăхпа, çут çанталăкпа паллашаççĕ, хăрушсăрлăх правилисене вĕренеççĕ.

— Пирĕн тăрăхра кÿлĕ питĕ нумай. Ачасем вĕсем ăçта вырнаçнине, кашнин кăмăлне лайăх пĕлсе тăраççĕ. Акă, сăмахран, Астраханка патне пырса тухчăр-ха. Вĕсем тÿрех мĕнле кÿлĕ пулнине ăнланса илеççĕ, Сосновка патне çăмăллăнах çул тупаççĕ, — тет Вячеслав Анатольевич.

Пĕрремĕш çул пĕчĕк йышпа çула тухнă. Ачасем хăйсен аллипе ăсталанă сулăсемпе ишнĕ. Юлашки çулсенче катамарансене хута янă. Çулçÿрев вăхăтĕнче ачасем тĕрлĕ ăсталăха вĕренеççĕ. Çут çанталăка сăнаççĕ, сăн ÿкереççĕ.

— Акă ку хĕвел тухнă чухне, — çыранран тухса пăрланнă шыв витĕр курăнакан, папка кăларнă йывăç турачĕсене сăнланă ÿкерчĕке кăтартнă май калаçать Вячеслав Садовников. — Ку — кăнтăрла. Çанталăк вунпилĕк градус ăшăтнă. Каçхине тата ăшăрах, ачасем шыва кĕреççĕ.

Çапла майпа походри кашни самант сăнÿкерчĕксенче ĕмĕрлĕх çырăнса юлать…

Ачасем апатне те хăйсемех пĕçереççĕ, кăвайт чĕртме вут-шанкине те такам хатĕрлесе парасса кĕтмеççĕ. Палатка лартасси те вĕсемшĕн пысăк вăрттăнлăх мар. «Çак ĕçсене вĕсем эпĕ çирĕп сăнаса тата вĕрентсе тăнипе пурнăçлаççĕ, — куларах хушса хурать вĕрентекен. — Эпĕ вĕсемшĕн яваплă-çке, хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси — манăн тивĕç. Пĕр çулхине хĕрачасемсĕр кайрăмăр. Арçын ачасем çĕрулми шуратма вĕренчĕç вĕт. Амăшĕсемшĕн пысăк савăнăç пулчĕ çакă». Çавăн пекех килтен аякра пулни, çывăх çынсем юнашар çукки ачасене пĕр-пĕриншĕн тĕрев, хÿтлĕх, шанăç пулма вĕрентет.

Поход Кокшага шывĕ урлă хывнă Старожильск кĕперĕ патĕнчен пуçланать. Сидельниково кĕперĕ патне çитиччен ачасем 102 çухрăм ишеççĕ. Пĕрремĕш кун вунултă çухрăм хыçа хăвараççĕ, иккĕмĕш кун — 25 çухрăм, виççĕмĕшĕнче — кăшт сахалрах. Тăваттăмĕш кун вара 30 çухрăм ишеççĕ.

— Ачасемшĕн пĕр харăс çакăн чухлĕ ишме йывăр. Сулăсем çинчен тăма ирĕк памастăп вĕсене. Çыран хĕррине 10-15 минутлăха çеç чарăнатпăр. Алли-урине кăшт кантараççĕ те каллех çула тухатпăр, — «чĕрĕ юлмалли» кун асапĕсем çинчен каласа кăтартнă май пĕлтерет Вячеслав Анатольевич.

Тĕрлĕ йывăрлăха çĕнтерсе ачасем çапах та тĕллев патне çитеççĕ. Харсăрсене шыв туризмĕн виççĕмĕш разрядне çирĕплетекен документ параççĕ. Чун-чĕрепе, кăмăл-туйăмпа пиçĕхнĕскерсем тепĕр çул та хаваспах çула тухаççĕ. Хăшĕ-пĕри тахçанах шкул пĕтернĕ, тĕрлĕ çĕрте вĕренет, ĕçлет. Апла пулин те ачалăхри киленÿ тыткăнĕнчен хăпаймаççĕ: Кокшага тăрăх ишеве тухма ятарласа Сосновкăна килеççĕ.

Тавралăха çутă сапалаччăр

Каларăмăр ĕнтĕ: «Каскад» пĕрлĕхе çÿрекенсем тĕрлĕ енлĕ аталанаççĕ. Чи малтанах Вячеслав Садовников ачасене парашютпа сикме ертсе кайнă.

— Çын миçе хутчен сикни пĕлтерĕшлĕ мар. Ан тив, пĕр хутчен çеç сиктĕр. Чи кирли — хăранине сирме пултарни, туйăмсене алла илме хăнăхни, — спортăн çак тĕсĕпе кăсăкланма пуçлани мĕнпе çыхăннине ăнлантарчĕ педагог.

Чăнах та, малтанхи вăхăтра ачасене тÿперен çĕр çине анасси самаях хăратнă. Анчах каярахпа кăсăклану ÿссе пынă, шиклĕх туйăмĕ çухалнă, парашют спорчĕ хăйĕн тыткăнне илнĕ. Акă Кира Прахеева 87 хут сикнĕ. Хĕрачана пĕрремĕшĕнче çĕр çине ăнăçсăр анни те хăратса ÿкермен.

— Ун чухне вĕсене бетон сарнă лаптăк çине пăрахнă. Çурăм çине ÿкнĕскере çĕр тăрăх сĕтĕрсе кайнă. Хĕрача çурăмне вăйлă суранлатнăччĕ, — çав пулăма аса илчĕ Вячеслав Анатольевич. — Ашшĕ-амăшĕ мĕн калĕ? Хам та питĕ хăранăччĕ. Юрать, ăнланакан çынсем пулчĕç. Йĕркеллех иртсе кайрĕ.

«Каскад» членĕсем халĕ те Шупашкарти аэроклубпа тачă çыхăну тытаççĕ. Ачасем кăна мар, вĕрентекенсем те парашют спорчĕпе кăсăкланаççĕ, парашютпа сикеççĕ.

2002 çултах водолазсен ушкăнĕ пуçтарăннă. Шыв тĕпне аквалангсемпе анасси чылайăшне илĕртет. Унтан шыв спорчĕн виçĕ тата нумай енлĕ тĕсĕсемпе кăсăкланма пуçланă. Радиотелеграфистсем те пур.

— Никама та ирĕксĕрлеместĕп. Кам мĕнпе кăсăкланать — çав енĕпе ăсталăхне туптама пултарать, — тет Вячеслав Анатольевич. — Хăшĕсем разряд илессишĕн тăрăшаççĕ. Теприсемшĕн вăл е ку ĕç-хĕл кăсăклану шайĕнче кăна е пушă вăхăта усăллă ирттерни, кăмăл-туйăм ыйтнине тивĕçтерни.

Çапах Вячеслав Садовников хăйĕн воспитанникĕсен çитĕнĕвĕсемпе тивĕçлипех мухтанма пултарать. Акă, сăмахран, «Каскад» членĕсем республикăри «Орленок» тата «Зарница» çар-спорт вăййисене 11 хутчен хутшăннă. Кашнинчех çĕнтерÿпе таврăннă. Вячеслав Анатольевичăн ывăлĕ Сергей 5-мĕш класра вĕреннĕ чухнех тĕлĕнтернĕ. Вăл Калашников автоматне 12 çеккунтра /çар нормативĕ — 15 çеккунт/ салатса 26 çеккунтра /норматив — 25/ пухнă. Çар ĕçне каччăсем çеç мар, хĕрсем те тăрăшса вĕренеççĕ. Акă Татьяна Краснова çур минутран та сахалрах вăхăтра матросла çичĕ тĕвĕ çыхнă. Вячеслав Садовников вĕренекенĕсем ал вĕççĕн тытăçас, самбо, дзюдо кĕрешĕвĕсем енĕпе те пысăк çитĕнÿсем тăваççĕ. Çакна вун-вун грамота, диплом çирĕплетет.

«Каскад» пĕрлĕхре вĕренсе пурнăç çулĕ çине тухнă хыççăн шăпине çар ĕçĕпе çыхăнтарнисен йышĕ вара хальхи вăхăтра пĕр взводран та ытларах пуçтарăнать ахăртнех. Акă мĕн пĕлтерĕшлĕ: Вячеслав Анатольевичăн воспитанникĕсен хушшинче салтакран тарса çÿрекен пĕр çын та пулман. Нумайăшĕ служба тивĕçĕсене контракт йĕркипе пурнăçлать. Ятарлă çар пĕлĕвĕ илсе Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисем пулса тăнисем те йышлă. 2009 çулта Вячеслав Садовникова çамрăксене çар-патриотизм воспитанийĕ парас ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн Раççей Правительстви Хисеп паллипе чысланă.

— Çамрăксене çунат сарма пулăшасси — пирĕн тÿрĕ тивĕç. Вĕсем тавралăха çутă сапалаччăр, — сăпайлăн вĕçлерĕ калаçăва Вячеслав Анатольевич.

Валентина БАГАДЕРОВА

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.