Комментари хушас

19 Чÿк, 2016

Хапха уçакан пулмарĕ

Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпа тăрăхĕнчи пĕчĕк яла тахçанах çитсе килме ĕмĕтленеттĕм. Ун çывăхĕнчен темиçе те иртсе кайнă-ха, анчах та е вăхăт çитмест, е урăх сăлтав тупăнать. Çак кунсенче тинех аякри-аякри Атăкçырмине те çитрĕмĕр. Чăваш ялĕсенчен уйрăлнăн уй-хир варринче пĕччен те тăлăххăн ларать вăл. Те çын çуккипе çеç çапла туйăнчĕ-ши пире? Апла-и, капла-и, 116 çул каяллахи икĕ урамлă пĕчĕк çеç ял Çĕр чăмăрĕ çинчен паянхи кун та ниçта та çухалман. Тутарстанпа чикĕленет вăл. Елчĕкрен 35 километрта, Шупашкартан 190 километрта вырнаçнă. Ку тăрăхрисем ăна Участка, Атăкçырми теççĕ. Ял Аттик ятлă арçын ятĕнчен пулса кайнă-мĕн. Вут-кăвартан хытă хăранă вăл вăхăтра, шыв çывăхра пултăр тесе çĕнĕ вырăна куçса килнĕскер пĕчĕк кÿлĕ хĕрринче çурт лартнă. Çавăн пиркиех яла Атăкçырми тенĕ те.

Историе илес пулсан, пушарта çунса кĕлленнĕ хыççăн ку тăрăха 1910-11 çулсенче Яманчÿрелтен 14 хуçалăх куçса ларнă. 1926-30 çулсенче çуртсен шучĕ 21-не те çитнĕ. Çамрăксем уйрăлса тухса çак ялтах йăва çавăрнă. 1931 çулта хăйсен вăйĕпе «Красный Восток» колхоз йĕркеленĕ. Теветкеллĕхĕпе уйрăлса тăнă вĕсем. ВДНХна хутшăнса 1 степень дипломне тивĕçнĕ Атăкçырмин ĕçчен çыннисем.

Пĕр чун та çук

Лапка-лапка юр çăватчĕ çав кун. Юмахрине аса илтерекен илемлĕ те тăпăл-тăпăл ял тутлă ыйха путнăччĕ. Атăкçырмине çатма пек тип-тикĕс асфальт çул илсе çитерет. Кам та пулин урама тухасса шанса чи хĕрринчи çурт тĕлĕнче чарăнтăмăр. Хапхана уçакан, чÿрече каррине сирсе пăхакан пулмарĕ. Кÿршисем те килте çукчĕ, виççĕмĕшсен те алăкĕ çинче пысăк çăра çакăнса тăратчĕ. Тăхăр килрен пĕринче те мăрьерен тĕтĕм йăсăрланса тухнине асăрхамарăмăр. Кил умĕсене те юртан хырса тасатманнине кура хĕл çывхарнă май Атăкçырмисем ялпа сывпуллашнине ăнлантăмăр. Тутлă çырлапа хăналанакан пилеш кайăкĕсемсĕр пуçне урăх пĕр чун та çукчĕ ку ялта. Чим-ха, пирĕншĕн те интереслĕ пулчĕ, шап-шурă юр çийĕнче ура йĕрĕ хăварса пĕри чи хĕрринчи çурт айккипе пахча хыçнелле хăпарса кайнă. Анчах та хăш килрен, ăçтан тухни те паллă мар. «Яманчÿрелтен нÿхреп хупма килнĕскер пуль-ха, унта урăх никам та çÿрес çук халь», — терĕç Лаш Таяпа ял тăрăхĕнче ĕçлекенсем.

Хăнара çеç…

Кÿлĕ умĕнчи ĕлĕкхи кивĕ пĕр çурт çинчен куçа илеймесĕр вăрахчен сăнаса тăтăм. Урамалла виçĕ чÿречеллĕ пÿрт кивелсе тĕссĕрленнĕ. Кантăкĕсем ванчăк, вырăсла пысăк хапха çĕрсе персе аннăпа пĕрех. Хупăннă кил умĕнче, картишĕнче çынран çÿллĕрех хытхура чашкăратчĕ. Питĕ шел. Тахçан кунта та пурнăç кĕрлесе тăнă-çке. Ача çуралнă, çамрăксене пил парса туй кĕрлеттернĕ, салтака ăсатнă… Хуйхи те, савăнăçĕ те пулнă пуль. Йăлтах иртет: лайăххи те, начарри те. Çын ĕмĕрĕ те çавăн пекех. Пурте хăнара çеç ку çĕр çинче. Ан тив, пĕтнĕ ял пултăр, тен, хуçисем ку çĕр çинче тахçанах çук, çапах та çуралса ÿснĕ, тахçан пурăннă кĕтес ыран-паян кайса ÿкесле ларни чуна çÿçентерет.

Атăкçырминче пысăк та хитре çуртсем çук мар. Çуллахи вăхăтра кунта çынсем пурăнни палăрать. Пахчисене сухаланă, тирпейленĕ. Кантăкран илемлĕ чÿрече каррисем курăнаççĕ. Йăлтах ĕлĕкхилле, чылайăшĕн мунчи халĕ те урамрах. Çурт çамкисем те виçкĕтеслĕ мар, тăваткал. Ял варринче — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнайман салтаксене асăнса лартнă çĕнĕ палăк. Ăна тирпейлĕ карталанă. Атăкçырминчен вăрçа 27 çын тухса кайнă, вĕсенчен 11-шĕ каялла таврăнайман.

Вĕçенкайăксем пекех

Лаш Таяпа ял тăрăхĕн пуç­лăхĕ Сергей Павлов каланă тăрăх, çуралса ÿснĕ кĕтесе пăрахас килменнипе çулла кунта кинемисем пурăнаççĕ-мĕн. Пахчаçимĕç ÿстереççĕ, хур-кăвакал ĕрчетеççĕ… Хĕл каçма кашни çулах каялла ывăл-хĕрĕ патне каяççĕ. Вĕсенчен пĕринпе, Элĕк районĕнчи Хурасанта пурăнакан 76 çулти Вера Перовăпа, телефонпа калаçма май килчĕ. «Уйăх каялла çеç куçса килтĕм-ха. Хĕл кунĕсенче хĕр патĕнче пурăнатăп. Ачамсем лайăх пăхаççĕ пулин те, ай-яй, пĕрин патĕнче те тăрас килмест, Атăкçырминех чунăм туртать. Çуркунне хăçан çитĕ-ши? Анчах та хĕлле Участкара пĕр çын та тăрса юлманран пĕччен питĕ кичем. Чирлесе ÿксен аякри яла васкавлă пулăшу та çитсе ĕлкĕреймесрен хăратăп. Вутти те шаршанĕ-шаршанĕпех, темиçе хĕл валли те çитет. Кăмакасăр пуçне апат пĕçерсе çиме плитка та, духовка та пур. Çу кунĕсенче пирĕн ялта пилĕк хĕрарăм пурăнать, вĕсем пурте 80 çул урлă каçнăскерсем. Пĕрин юн пусăмĕ ÿсет, теприне эмел кирлĕ, виççĕмĕшĕн хăяр-помидорне шăвармалла — кÿршĕ-арша йăлтах эпĕ пăхса тăратăп. Питĕ туслă пурăнатпăр пĕр-пĕринпе, урама тухса иртнине аса илсе ларатпăр, авалхи юрăсем шăрантаратпăр, пахчаçимĕç, чăх-чĕп ÿстеретпĕр. Çамрăксем валли ĕç çукран ялта çын юлмарĕ çав. Эх, хам пулаймарăм ялта, калаçса ларăттăмăр, вун-вун тĕрлĕ çырла варенийĕ хатĕрлерĕм, ачасем, кÿршĕри кинемисем, килен-каян валли уплюнкка, шурă кăмпа тăварларăм. Пур — пĕрле, çук — çурмалла. Туслăх пĕрлештерсе тăрать пире. Бройлерсем кăçал аван ÿсрĕç, çичĕ килограма та çитрĕç. Сывă пулсан, ака уйăхĕн пуçламăшĕнче каялла яла таврăнатпăр. Кашни çулах çапла — вĕçенкайăксем пекех эпир», — чарăнаймасăр калаçрĕ ăш пиллĕ Вера Васильевна. Ăна та кÿршĕри чалăшнă çурт канăç памасть. «Яковлевсем пурăнатчĕç юнашар. Ĕмĕр пĕрле ĕçсе çинĕ вĕсемпе. Шел, кил хуçисем тахçанах çук ĕнтĕ. Хĕрĕсем ялтан тухса кайнă, пĕри хамăр патри Мăкăрта тĕпленнĕ, тепри Элĕк тăрăхне качча тухнă. Çурчĕ хупăнчĕ, пурăна киле юхăнса кайрĕ. Çапла вăл, пăта çапмасан ишĕлет пÿрт», — ассăн сывларĕ Вера Перова.

Тахçан-тахçан кунта вунтăватă, каярах вунпĕр кил пулнă, халь тăххăр çеç юлнă. Апла çуртсен шучĕ ытла сисĕнмеллех те чакман. Ан тив, хĕлле лăпкăн тĕлĕрет пулин те, çуллахи вăхăтра каялла чĕрĕлет Атăкçырми. Ун чухне вăл хальхи пек тăлăххăн та курăнмасть. Халăх ку таврара çырла-кăмпа, сиплĕ курăк пуçтарма, хĕл валли милĕк хатĕрлеме юратать. Ял варринчи кÿлĕре çăвĕпех пулă тытаççĕ, шÿрпе пĕçереççĕ. Ун чухне кинемисен кил-çурчĕ те хаваслă ача-пăча сассипе тулать.

 

Елена АТАМАНОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕсем.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.