Эпир пурте — Раççей çыннисем

18 Чÿк, 2016

Нумай халăхлă, тĕрлĕ чĕлхеллĕ çĕршывăмăрта пире мĕн пĕрлештерет-ха? Чи малтанах — эпир пурте пĕртан праваллă çынсем пулни.

Паян шухăшласа кăларнă ăнлав мар ку, ĕмĕрсемпе тĕрĕслесе çирĕпленнĕ. Çакна инçетри Дагестанран Воронеж облаçĕнчи «Красинский» хуçалăхăн улма пахчине ĕçлеме килнĕ çынсем, вĕсен йышĕнче арçынсем те, хĕрарăмсем те, авăн уйăхĕн 12-мĕшĕнче «байрама» епле уявланине курса тепĕр хут ĕнентĕм. Мăсăльмансен уявĕ çинчен «Сувар» хаçат редакцийĕнче /Хусан/ ĕçленĕ чухне статья хатĕрленĕччĕ.

Мĕнле майпа лекнĕ-ха сăртлă-туллă Дагестан çыннисем хура тăпраллă тăрăха?

Кун пирки комендант должноçĕнче ĕçлекен Фекрет Иванович Ибрагимов çапла каларĕ:

— 2008 çулта сирĕн пекех çирĕмĕн килтĕмĕр. Ĕçлеме çынсем кирлĕ пирки хаçатра вуланă хыççăн çыру çÿретсе хутшăнусем йĕркелерĕмĕр. Çыннисем те, ĕçĕ те тÿрех килĕшрĕç. Мана, специальноçсене кура, коменданта лартрĕç. Ун чухне «çĕнетÿ» тапхăрĕнче юхăнма пуçланă хуçалăха тепĕр хут ура çине тăратма тиврĕ: çурт-йĕр тумалла, çынсене ĕçе явăçтармалла... Юрать-ха, Виктор Николаевич Марковский директор, çулĕсемпе çамрăк пулин те, пуçаруллăскер, нумай ыйтусене хăй тĕллĕн, никам куçĕнчен пăхмасăр татса параканскер пулчĕ. Ку тĕлĕшпе ăна пулăшакансем те тупăнчĕç. Вырăнти çынсенчен чылайăшĕ çывăхри хуласене ĕçлеме саланнă май, урăх облаçсемпе республикăсенчен пысăках мар бригадăсем явăçтарма лекрĕ...

Ф.Ибрагимов Дагестан Республикинчи Первомайск хулинче 1955 çулта çуралнă. Вăтам шкул хыççăн автомобиль çул-йĕр техникумĕнче пĕлÿ илнĕ. Çав хушăрах ДОСААФ аэроклубне çÿреме вăхăт тупнă, виçĕ хутчен парашютпа сикнĕ. Вăл вăхăтра Афганистанра вăрçă вучĕ алхаснă. Хăюллă та пултаруллă каччăна сывлăш-çар десанчĕн чаçĕ интернационалла пулăшăва хутшăнма суйласа илнĕ.

Вăл кунта рота старшини пулса тăрать, тата 12 хутчен парашютпа сикет, çар операцийĕсене хутшăнать. Саппаса тухсан политехника институтĕнче вĕренет, инженер-строитель дипломне алла илет. Çарта рота старшини пулнă Ф.Ибрагимовăн «Красинское» хуçалăхра пăта çапнинчен пуçласа вутă çурса мунча хутасси таранах пурнăçлать. Мăшăрĕ Светлана Владимировна — столовăй заведующийĕ. Менюра пахчаçимĕç яланах ытлă-çитлĕ. Ибрагимовсем ăна пысăках мар пахчара çитĕнтереççĕ. Кăçал «байрама» мĕнле уявласси те Фекрет Ивановичран нумай килчĕ.

Дирекци дагестанецсене çав кун канма ирĕк пачĕ. Мана та сĕтел хушшине ларса чей чашăкĕ тытма сĕнчĕç. Ĕçе каймалла-ха тесе сăнаса çеç лартăм.

Çерем çине çыхса пăрахнă така пурнăçне çивчĕ çĕçĕ самантрах татрĕ. Какайне столовăйра пĕçерчĕç, ушкăнпа çирĕç. Эрех-сăра пирки сăмах та пулма пултараймарĕ.

— Эпĕ Фекрет çĕршывĕнче виçĕ хутчен пулнă. Мана, вырăс хĕрарăмне, алă çинче çĕклесе çÿременни çеçчĕ. «Эсир, Светлана, ятăра кура, пирĕн хĕвеллĕ çĕршыва тата та ытларах çутă илсе килтĕр», — тесе кĕтсе илчĕç, — терĕ Фекрет мăшăрĕ.

— Никама та «Эсир — çавсем» тесе пайламалла мар. Эпир — пурте пĕртан праваллă çынсем, — çапла хуравларĕ мана уявра çулĕпе çур ĕмĕр урлă каçнă хĕрарăм. Çавна май Дагестанпа çыхăннă пĕр самант аса килчĕ.

Ман умра — Антип Николаев журналистăн 1972 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленнĕ «Здравствуй, Дагестан!» документлă кĕнеки. Умсăмахĕнче КПСС Чăваш обкомĕн ун чухнехи секретарĕ И.Прокопьев çапла çырнă: «1970 çулхи майăн 14-мĕшĕнче Дагестан территорийĕнче çĕр чĕтренсен, пирĕн çĕршывăн ытти халăхĕпе пĕрле Чăваш çĕршывĕ хăйĕн опытлă строителĕсене пулăшма ячĕ. Çавăн пекех, электроаппаратура, трактор агрегачĕсемпе пайĕсене, пир-авăр, хими продукцийĕ тата ыттине ăсататпăр».

Чăваш çĕршывĕн делегацийĕ вĕсем патĕнче хăнара пулнă, кайран Шупашкарта хăйсене йышăннă. Пĕр сăмахпа, асăннă туслăх çÿллĕ шайра пуçланнă та малалла та аталанса пырать тесшĕн çак йĕркесен авторĕ. «Красинский» хуçалăхра дагестанецсемпе пĕрле ĕçлеме тÿр килни те çакна çирĕплетет. Çав йышра рабочисемсĕр пуçне водительсем те, трактористсем те пур.

Шупашкарти А.Денщикова бригадир пулса, кăçалхипе пиллĕкмĕш çул ĕнтĕ, пĕр ушкăнпа ĕçлесе таврăнчĕ. Кунта ĕç, кану условийĕсем пирки иккĕленсе калаçни пулман халиччен. Шалу та тивĕçтерет.

Асăннă кĕнекепе паллаштарас шухăш тахçанах пурччĕ. Кăçал тинех кутамккара ăна валли вырăн тупăнчĕ.

— Арăм ăна пĕр каçрах вуласа тухрĕ, — терĕ Фекрет. — Çĕршывăм çинчен вăл тата та тĕплĕнрех пĕлме пултарчĕ.

Асăннă çĕршывра пурăнакансене пурне те — кумыксене, аварецсене, даргинецсене тата ыттисене — дагестанецсем тесе калаççĕ. Чăвашсене те, тутарсене те, çармăссене те вырăс халăхĕ шутне кĕртнĕ пекех.

Туллă-сăртлă çĕршыв çинчен сăмах хускатсан яланах ун чухнехи СССР ШĔМĕн Ленинград облаçĕнчи Лугăри кану çуртĕнче Хасавюрт хулинчи милицин икĕ сотрудникĕпе пĕрле пурăннине аса илетĕп. Революци сăпкин хулинче унччен пулнă май, вĕсене паллă вырăнсене ертсе çÿрерĕм. Питĕ кăмăллă юлчĕç. Çарта та пурччĕ дагестанецсем.

Мĕн каласшăн-ха юлашкинчен? Эпир те, вĕсем те чыса, ырă ята, йăла-йĕркене çухатасшăн мар. Ахальтен-и Раççейре пурăнатпăр!

Александр МОКИН

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.