Шалу ÿсет, садиксем пулаççĕ, сиплев лайăх

18 Чÿк, 2016

Пĕрлехи информаци кунне хутшăннă май чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев "Чăвашкабель" заводра пулнă, Çĕнĕ хула строительствипе паллашнă, онкологи диспансерĕн ĕçченĕсемпе курнăçнă.

 "Чăвашкабель" — Шупашкарти тĕп промышленноç предприятийĕсенчен пĕри. Кунта 800 ытла çын ĕçлет, уйăхри вăтам ĕç укçи — 30 пин тенкĕ патнелле. Игорь Кортунов гендиректор предпри-яти аталанни, çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртни çинчен каласа панă. Завод ĕçченĕсем республика Пуçлăхне чылай ыйту панă. Вĕсене Алькешри, Çĕнĕ хулари садиксен строительстви, стадионсем тăвасси, Çĕнĕ Шупашкарти ачасен стоматологи поликлиникин ĕçĕ, ытти ыйту интереслентереççĕ.

Вĕсене хуравланă май Михаил Игнатьев республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Вăл 2025 çул тĕлне регионти вăтам ĕç укçин шайне 30 пин тенке çитермелли тĕллев лартни çинчен пĕлтернĕ. Сăмах май, "Чăвашкабельте" шалу çуллен ÿссе пырать, çитес çул ăна тата 10% пысăклатма палăртнă.

Çĕнĕ хулара пулнă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ çĕнĕ çак микрорайон строительствине вăраха ямасăр вĕçлемелли çинчен каланă. Кунти 160 вырăнлăх ача сачĕн строительствипе паллашнă. Хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков пĕлтернĕ тăрăх — вăл çитес çулта ачасене йышăнĕ. Хальхи вăхăтра садик çуртне çĕкленĕ ĕнтĕ, тăрă тăваççĕ, шалти ĕçсене пурнăçлама тытăннă. "Сирĕн садике палăртнă вăхăтра туса пĕтермелле, чи кирли — ĕçе пысăк пахалăхпа пурнăçламалла, хăвăрăн ĕçшĕн яваплăха туймалла", — тенĕ Михаил Васильевич строительсене.

Республикăн клиника онкологи диспансерĕн ĕçченĕсемпе "çавра сĕтел" хушшинче калаçнă, Чăваш Енĕн онкологи службин ĕçне лайăхлатас ыйтусене сÿтсе явнă. Хирурги уйрăмĕн заведующийĕ Вячеслав Григорьев çĕнĕ хирурги корпусĕшĕн тав тунă: "Палатăсем хăтлă, ĕç условийĕсем лайăх". Вăл пĕлтернĕ тăрăх — хирургсем хăйсен ăсталăхне Раççей онкологи наука центрĕнче ÿстереççĕ, çĕнĕ йышши технологисене алла илеççĕ. Çĕнĕ операци тата реанимаци оборудованийĕ кăткăс операцисем ирттерме май парать. Вĕсен 40% лапараскопи мелĕпе пурнăçлаççĕ. Лаборатори операци залĕпе юнашарах вырнаçнине кура лаборатори тĕпчевĕсем ирттермелли вăхăт 30 минутран 15 минут таран чакнă.

Паталогоанатоми уйрăмĕн заведующийĕ Евгений Москвичев 2017 çулта молекулярлă генетика лабораторийĕ уçăласси çинчен пĕлтернĕ, çакă диагностикăна çĕнĕ шая çĕклеме, мĕнпур теста диспансертах ирттерме май парĕ. Михаил Игнатьев республикăн онкологи службине лайăхлатас ĕçе пулăшса пыма хатĕррине палăртнă, диспансерăн тĕп врачне Лидия Воропаевăна Сывлăх сыхлавĕн министерствине хăйĕн сĕнĕвĕсене пама хушнă — çакă молекулярлă генетика лабораторине уçмашкăн республика бюджетĕнче укçа пăхса хăварма кирлĕ. Онкодиспансерта тулли цикл пулмалла — çынсен сывлăхне тĕрĕсленинчен пуçласа паха сиплев таран.

Лидия Воропаева çĕнĕ хирурги корпусĕ уçăлнине кура çĕршывăн ытти регионĕнчен килекен пациентсемпе ĕçлемелли майсем уçăлнине палăртнă. Калаçăва вĕçленĕ май Михаил Игнатьев ме-диксене тухăçлă ĕçлеме суннă. Çынсене ĕнентермелле: онкологи чирĕ — приговор мар.

 

М.АНДРЕЕВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.