Патшалăх та пулăшать, хăйсене те шанаççĕ

18 Чÿк, 2016

Канаш район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Анатолий Егоров ку тăрăхра 70 яхăн хресчен-фермер хуçалăхĕ йĕркеленнине, иккĕ-виççĕмĕш пайĕ лайăхрах аталаннине çирĕплетрĕ. Малаллах талпăнакансем пурлăх никĕсĕ хывса грантсене тивĕçеççĕ, çĕнĕ фермăсем хута яраççĕ.

Кăçал Энтрияль ялĕнчи ХФХ ертÿçи Викентий Егоров 4,5 млн тенкĕпе усă курса 50 ĕне вырнаçмалăх вите туса лартнă. Патшалăх ăна “Ĕçе пуçăнакан фермер” программăпа килĕшÿллĕн 1100 пин тенкĕлĕх грант панă. Янкăлчри Валерий Никоновăн ферми тата пысăк — 100 ĕне усрамалăх. Вăл “Çемье ферми” программăна хутшăнса виçĕм çулхи çу уйăхĕнче 5 млн тенкĕлĕх гранта тивĕçнĕ. Республикăри тата Чулхула облаçĕнчи çĕнĕ фермăсемпе паллашса стройматериал хатĕрленĕ хыççăн утă уйăхĕнче вите тума тытăннă. Юпа уйăхĕнче выльăх çĕнĕ вырăна куçнă. Никоновсем районти фермерсен хушшинче темиçе те çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ. Анатолий Николаевич пире, Василий Кузьмин фотожурналистпа иксĕмĕре, хăйĕнпе пĕрле вĕсем патне çитсе курма сĕнчĕ.

Валерий Михайловичпа мăшăрĕ Вера Арсентьевна тата çитĕннĕ ывăлĕсем Александрпа Алексей килтехчĕ. Хĕрĕсем Лерăпа Даша шкула кайнă. 104 пуç мăйракаллă шултра выльăха пăхма, çав шутра 49 ĕнене ирпе каç сума, çур пин ытла гектар çинче ял хуçалăх культурисем туса илме тата продукцие вырнаçтарма, машина-трактор паркĕнчи техникăна юсаса-тасатса тăма, ытти ĕçе пурнăçлама хăйсемех ĕлкĕреççĕ. Чи хĕрÿ тапхăрта тăванĕсемпе кÿршисем пулăшаççĕ.

Никоновсен çу кунĕсенче çеç мар, юр ÿксен те ларса канма вăхăт çук. “Эсĕ — педагог, калаçма ăста, Шупашкар хăнисен ыйтăвне тивĕçтер, эпĕ хам ĕçпе чуптарам-ха”, — терĕ те арăмне Валерий Михайлович самантрах куçран çухалчĕ.

Валерăпа Вера иккĕшĕ те пĕр ялта, пĕр урамра çитĕннĕ. Хĕр пулас мăшăрĕнчен 3 çул каярах шкула кайнă. Пĕр-пĕрне кунсерен темиçе тĕл пулсан та туслăхпа юрату туйăмĕ çуралайман-ха вĕсен. Валерий Михайлович Канашра техникăпа туслашма вĕреннĕ, ĕçе вырнаçнă. Вера Арсентьевна Шупашкарта аслă пĕлÿ илнĕ, химик-биолог пулса тăнă. Кану кунĕсенче, каникулта тăван тăрăхпа çыхăнăва татман. Тĕп хулара çулталăк вĕреннĕ хыççăн яла таврăнсан Верăпа Валера пĕр-пĕринпе куçа-куçăн тĕл пулнă та вĕсен хĕрÿ туйăмĕ çирĕп юратăва куçнă. Çакă вĕсене малашне пĕтĕм чăрмава пĕрле çĕнтерме çĕнĕ вăй-хал парса тăнă.

— Тавах Валерие. Вăл эпĕ вĕренсе пĕтерессе 4 çул кĕтрĕ. 1991 çулта алла диплом илсен пĕрлешрĕмĕр. Анат Сурăм шкулне ĕçе вырнаçсан мăшăр та пĕрле куçрĕ. Эпĕ — пĕлÿ çуртне, Валери Канаша çÿрерĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн тăхăрвуннăмĕш çулĕсенчи экономикăри йывăр лару-тăрăва лайăх астăватпăр. Çемьере укçа çитми пулчĕ. Вара тăван яла таврăнтăмăр. 1994 çулта 4 гектар çĕр илтĕмĕр. Пахчаçимĕç çитĕнтерсе кăштах ура çине тăтăмăр. Кил-çурт çавăртăмăр. Мăшăрăн алли чăнласах ылтăн.Тимĕр-тăмăртанах урапаллă трактор, косилка пуçтарчĕ. Пурăна-киле “КамАЗ” автомашина, 130 лаша вăйĕллĕ Джон Дир трактор, комбайн, ытти техника туянтăмăр. Çĕр лаптăкне те çултан-çул пысăклатса пытăмăр. Çав хушăра мĕн чухлĕ йывăрлăх тÿсрĕмĕр! “Фермер” сăмаха калама çеç çăмăл. Пĕр çулхине кредит ыйтăвне, проценчĕ пысăк пулин те, Мускав урлă аран татса патăмăр, — йĕрес пек каласа парать Вера Арсентьевна. — Кĕвĕçекенсем те пур. Кĕрхи тырă хитре шăтса тухрĕ. Ял халăхĕ вара выльăха калча çине ирĕке ярса тăпрана хытарчĕ. Мăшкăл мар-и?

В.Никонова кĕнеке вулать те­йĕн — сăмахсене татса такăнмасăр калать. Çав вăхăтрах йывăр асаилÿсемпе тулнă чунĕ ыратса та илет пулĕ. Фермер тивĕçне мăшăрĕпе танах пурнăçлать. Шкулта вăл нумай çул вăй хунă. Ирех тăрса ĕне сунă, апат хатĕрленĕ, ачисене шкула ăсатнă, хăй те вĕренекенсене пĕлÿ пама васканă. Утса мар, чупса çÿренĕ. Таврăнсан — каллех фермăна. Çу кунĕсенче апат хатĕрлесе тырă выракан мăшăрне, çĕртме тăвакан ывăлне çитерме хире васканă. Ку çеç-и-ха? Куçа курăнман ĕçе вара эпир шута та хумастпăр. Анчах тÿнсе каясла ĕшенсен те ывăннине никам умĕнче те палăртман. Ывăлĕсем çитĕнсе пулăшакан пулчĕç, вăр-варлăхĕ çаплипех юлчĕ.

Александр та, Алексей те — пĕринчен тепри маттур. Автомашинăпа, тракторпа, комбайнпа, тырă авăртакан арманпа, ыттипе ĕçлеме пултараççĕ.

— Пĕтĕм шанчăк вĕсенче, — амăшĕн чĕри савăнăçпа тулнăран кĕрхи тĕксĕм пÿрте хĕвел кĕнĕнех туйăнчĕ.

Никоновсем çитес çулхи ту­хăç­шăн тăрăшса хутăш удобрени çителĕклĕ туяннă. Рациона пуянлатма куккурус тĕшши, пăрусем валли уйрăм читлĕх туянасшăн, тырă склачĕ тăвасшăн — тĕллевсем пысăк, ял хуçалăх продукцийĕшĕн укçапа вăхăтра татăлма хыпаланман парăмçăсем ура хуни чăрмантарать. Вăл самаях пысăк сумма. “Кĕтме пĕлекенсем телейлĕ” каларăш çеç лăплантарать фермерсене. Вĕсем вара ниме пăхмасăр малаллах талпăнаççĕ.

В.ВАЛЕНТИНОВ.

Василий Кузьмин сăнÿкерчĕкĕсем

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.