Асран тухмасть 41-мĕш…
18 Ноября, 2016 | Хыпар | Çамрăксем | Патриот

Чăваш Ен кадечĕсем Куйбышеври 1941 çулхи чÿк уйăхĕн 7-мĕшĕнчи çар парадне халалланă Астăвăм парадне хутшăнчĕç. 75 çул каялла парадран салтаксем тÿрех Мускава хÿтĕлеме тухса кайнă.

Раççей историйĕнчи паллă çак пулăма халалланă парада Атăлçи округĕнчи регионсенчен килнĕ 30 пин ытла çын хутшăннă. Çавăн пекех Самара çак кун Итали, Мексика, Серби тата Черногори /вăрçă çулĕсенче çак çĕршывсен посольствисем Мускавран Куйбышева эвакуаципе куçнă/ дипломачĕсем килсе çитнĕ.

Самар хулинче патриотизм мероприятийĕ улттăмĕш хут иртнĕ. Чăваш Ен чысне Шупашкарти 14-мĕш шкул кадечĕсем хÿтĕленĕ. Малтанхи çулсенче унта арçын ачасен ушкăнĕ хутшăннă пулсан кăçал хĕрачасене шаннă. 48 хĕрачаран тата ялав йăтакан виçĕ арçын ачаран тăракан ушкăн В.В.Куйбышев ячĕллĕ тÿремпе тивĕçлĕ утса иртнĕ.

Астăвăм парачĕ политика тата общество организацийĕсене, тĕрлĕ ÿсĕмри тата социаллă ушкăнсенчи çынсене, влаç органĕсене тата регионсен промышленноç потенциалне пĕрлештерекен пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприяти шутланать. Кăçалхи ятарлă мероприятисене «иккĕмĕш тĕп хулари» /Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенче Атăл çинчи хула саппасри тĕп хула пулнă/ парадăн 75 çулхи юбилейне тата Самара «Ĕç тата çар мухтавĕн хули» статус панине халалланă.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.