Archive - Юпа 2015
юпа 10th
Ӳкес вырăнта тӳшек - çук
Кашни ача ашшĕ-амăшĕ патне çитермелли пĕлтерӳсене ача садĕнче алăк çине çапаççĕ. Куллен тухнă-кĕнĕ май вăл куç тĕлне пулатех. Хальхинче унта ачасен çиелти тумтирĕ çине çутта каялла сапалакан япаласем çĕлеме ыйтнине вырнаçтарнă. Çакă пирĕн ывăл-хĕр хăрушсăрлăхĕшĕн кирлине палăртнă. Паллă ĕнтĕ - воспитательсен асăрхаттармалла. Çакна пирĕн, тĕрĕссипе, вĕсем аса илтермесĕрех пурнăçламалла. Юратнă та хаклă пепкесемшĕн пысăк явапа туймаллах. Çакна кашниех ăнланма тивĕç пек. Анчах çук... аслисен йышĕнче пĕлтерĕве «Кирлех-и?» тесе йышăнакан та тупăнать. Çакă тĕлĕнтерет те.
Хуларисен - кăмăл, ялтисен май çук
Микисем пуç усман
- Картиш тулли сурăх пирĕн, витере пĕр-пĕринпе ăмăртмалла тăрăст! тăрăст! сикме юратаççĕ. Халĕ 13 чун. Ăратлă та ĕрчевлĕ хăйсем тата, икшер, виçшер путек таран пăранласа параççĕ. Пĕр такине пусасшăн-ха, пепкене шашлăк-шÿрпесĕр епле çăвăн, çак кунсенче тепĕр мăнук, çиччĕмĕшĕ, çут тĕнчене килчĕ пирĕн.
Мускав çулĕ такăр мар
Виталин паян Мускава ĕçлеме тухса каймалла. Унччен вăхăт пур-ха тесе вăл лавккана хăпарчĕ. Шала кĕчĕ кăна - ялти арçынсен пĕр ушкăнне асăрхарĕ.
- Атя, пĕрле пушатар, - чĕнчĕ ăна пĕри, хĕрĕхрен иртнĕскер.
- Пултараймастăп - çула пуçтарăнатăп.
- Эсĕ юлташусене хисеплеместĕн-и? Кăмăл туса пĕр черкке тытса пама пултаратăнах ĕнтĕ.
- Ну, юрĕ-çке, тытса панипех ÿсĕрĕлмĕп, - килĕшрĕ Виталий.
Тăваттăн лавккаран тухрĕç те çывăхри сад пахчине кĕчĕç. Улах вырăнта пĕри тулли черккине пушатрĕ, унтан тепри... Çапла майпа кĕленчере хаяр шĕвек пĕр тумлам та юлмарĕ.