Ылтăн нихăçан та тутăхмасть

9 Юпа, 2015

Геннадий Алексеевич Уткин «Хресчен сасси» хаçатра ĕçлеме пăрахнăранпа çирĕм çул ытла иртрĕ. Сахал вăхăт мар ку. Апла пулин те вулакансем унăн чылай материалне лайăх астăваççĕ. Хаçатăн кашни номерĕнче тенĕ пекех ку е вăл темăпа тишкерÿллĕ статьясем пичетлетчĕ. Пурнăçа тарăн пĕлни, илемлĕх тĕнчин вăрттăнлăхĕсене алла илни, кунран кун таса çăлкуç пек тапса тăракан пултарулăх журналистика ĕçĕнче çĕнĕрен çĕнĕ çитĕнÿсем тума пулăшни куç умĕнчех.

Геннадий Алексеевичпа эпир пĕрле «Хресчен сасси» хаçатра пилĕк çула яхăн ĕçлерĕмĕр. Эпĕ - тĕп редакторччĕ, вăл пай пуçлăхĕнче вăй хуратчĕ.

- Мана, КПСС райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулнă çынна, ĕçе илме мĕнле шикленмерĕр? - ыйтрĕ вăл манран пĕррехинче, хаçат тухма тытăннăранпа икĕ-виçĕ çул иртсен. Ун чухне «Хресчен сасси» тиражĕ 44 пинрен иртнĕччĕ.

- «Хыпар» хаçат ура çинче çирĕп тăрать. Çĕнĕ хаçата йĕркелесе яма, çын чунне пырса тивекен материалсем пичетлесе халăх хушшинче сарма пире сирĕн пек çынсем çеç пулăшма пултараççĕ, - тенĕччĕ эпĕ ăна ун чухне.

Чăннипех çапла. Производствăна илер-и е пултарулăх анине - пур çĕрте те вĕсен шăпине кадрсем татса параççĕ. Геннадий Алексеевича эпĕ Комсомольски район хаçатĕнче ĕçленĕ чухнех аван пĕлнĕ. Лайăх çыратчĕ, ертсе пырас пултарулăхĕ пысăкчĕ, районта хисеплĕ çынччĕ. Пичет ĕçченĕсен пурнăçне лайăхлатас тĕлĕшпе республикăри канашлусенче тухса калаçатчĕ. Вăл чылай çул район хаçачĕн коллективне, КПСС парти райкомне ертсе пынă, Чăваш Республикин Аслă Канашĕн депутачĕ пулнă. Çĕнĕ хаçата йĕркелесе янă тапхăрта унран вăйлăрах çын ăçтан тупайăн?

Килĕштерсе ĕçлерĕмĕр унпа. Пĕр-пĕрне ăнланаттăмăр, урлă пулнине астумастăп. Хаçат учредителĕсен ертÿçисем - Аркадий Айдак, Петр Ивантаев, Александр Кушков - Геннадий Алексеевича хисеплетчĕç. Çулĕсемпе манран аслăрах пулнă май чылай ыйтăва татса панă чухне унпа канашлатчĕç. Редакцире çакăн пек ăслă-тăнлă, пурнăçа аван пĕлекен çын пулни, паллах, питĕ лайăхчĕ. Публицистика материалĕсем еплерех вăйлăччĕ унăн!

Историе чĕрсе хуратаймăн. Хаçат ял ĕçченĕшĕн чун уççи пулнине вулакансем астăваççĕ. Самана шăпах демократи юхăмне кĕрсе пыратчĕ. Тыр-пул çитĕнтерекенпе выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен хăйсен шухăшĕсене вăл вăхăтра «Хресчен сассинче» çеç палăртма пултарнă. Пĕр ÿстермесĕр каламалла: Геннадий Уткин çырнисене халăх кашни эрнерех чăтăмсăррăн кĕтетчĕ. Статья ячĕ вулакана хăй патне чĕнетчĕ. Сăмахран, «Правительство: «Лайăх», - тет, цифрăсем «калама çук япăх» теççĕ» материала епле вуламăн? Кашнинчех цифрăсене тĕслĕхсемпе çирĕплететчĕ, тишкерÿ тăватчĕ. «Ăслă çын çинче çип çĕрмест», «Тăвара çурмалла пайланă тăван», «Хĕвел ÿкнĕ хурăнлăх», «Урхи урăхла калайман» статьясем халĕ те асрах. Вăл тăтăшах ялсене тухса çÿретчĕ. Кашнинчех тарăн шухăшлă материалсем илсе килетчĕ. Редакци ĕçченĕсем ун патне туртăнатчĕç, хуйха-суйха, савăнăçа унпа пайлатчĕç.

Мĕн чухлĕ çамрăка пултарулăх çулĕ çине тăма пулăшман-ши вăл? Республика кăларăмĕсенче ĕçлекен хальхи ăста журналистсем - Геннадий Максимов, Николай Коновалов, Юрий Михайлов, Виталий Алексеев - ун алли витĕр тухнă. Вĕсем çинчен Геннадий Алексеевич яланах ыррине калатчĕ. «Хресчен сассинче» пĕрле ĕçленĕрен-ши Геннадий Максимова вара тăван шăллĕ вырăнне хуратчĕ. Сăмах май, вăл та асăннă хаçатра тăватă çул ытла ĕçлерĕ. Халĕ Геннадий Максимов - «Хыпар» хаçат редакторĕн заместителĕ, паллă çыравçă.

«Хресчен сассинче» çакнашкал пултаруллă журналистсем ĕçленĕрен, вĕсем ял çынни валли чуна витерекен материалсем çырнăран 1991-1996 çулсенче хаçат тираж енĕпе республикăра пĕрремĕш вырăнта тăракан кăларăмсен шутне кĕчĕ.

Çулсем иртрĕç, ватлăх алăкран шаккать. Кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕнче Геннадий Алексеевич 70 çул тултарчĕ. Çывăх çыннисем, тус-пĕлĕшĕсем, пĕрле вăй хунисем ăна çак ятпа чун-чĕререн саламларĕç, ватлăх кунĕсене йĕркеллĕ ирттерме ăнăçу сунчĕç.

Çумĕнче шанчăклă мăшăрĕ, ывăлĕсемпе кинĕсем, мăнукĕ пурри савăнтарать. Паллах, сывлăхĕ çеç çамрăк чухнехи пек мар. Чирлекелет пулсан та хутпа калеме алăран ямасть. Юлашки çулсенче çеç вунултă кĕнеке кăларчĕ вăл. Кĕнекисем пысăк мар, анчах тĕшши калама çук паха. Кашни сăмахĕ витĕмлĕ.

«Ылтăн нихăçан та тутăхмасть», - теççĕ халăхра. Геннадий Уткинăн пултарулăхĕ малашне те çăлкуçран тухакан таса шыв пек тапса тăтăр.

Вера САВЕЛЬЕВА,

филологи наукисен кандидачĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.