Хуларисен - кăмăл, ялтисен май çук
Чăваш наци музейĕн наука сотрудникĕ Светлана Асамат «Пирĕн культура туристсемшĕн кăсăклă...» статьяра палăртнă шухăшсене вуланă хыççăн çуралнă хамăн кăмăлпа паллаштарас килет.
Эпĕ 1975-1980 çулсенче Чăваш патшалăх педагогика институчĕн ют чĕлхесен факультетĕнче ăс пухнă. 1980 çултанпа шкулта ачасене нимĕç тата акăлчан чĕлхисене вĕрентетĕп. Çав хушăрах творчествăпа аппаланма та вăхăт тупатăп, тĕрлĕ хаçат-журналпа çыхăну тытатăп. Темиçе кĕнеке авторĕ, Хисеплĕ таврапĕлÿçĕ.
Пирĕн вĕренÿ ушкăнĕсем пысăк пулман - вуншар студент çеç. Пĕр çулхине куратор /вырăсчĕ/ пире театрсене илсе çÿреме пуçларĕ.
- Ĕçлеме тытăнсан вăхăтăр та, майсем те пулмĕç. Культурăпа халĕ паллашăр, - ÿкĕтлетчĕ театра каяссинчен пăрăнас текенсене.
Хама илес пулсан, эпĕ музейсене яланах çитсе курма тăрăшатăп. Шупашкара час-часах тухса çÿреме вăхăт çук, анчах çитсен е ÿнерçĕсен куравĕсене, е Наци музейĕ йĕркеленисене кĕрсе куратăпах. Шкул ачисене те пултарнă таран кăтартма тăрăшатăп.
Нина Яковлевăн юбилей ячĕпе йĕркеленĕ куравĕпе те хаваслансах паллашнăччĕ. Унта артисткăн 1943 çулта Ленинград патĕнче çапăçса пуçне хунă ашшĕн М.Ф.Филипповăн салтакран янă 2 çырăвĕпе, амăшĕн сăнĕпе, артисткăн пурнăçĕпе паллаштаракан документсемпе, театра юратакансем парнеленĕ япаласемпе, калăпланă сăнарсенче тăхăннă платье-костюмпа паллашма уйрăмах интереслĕ пулчĕ. «Еплерех яштака та çинçе пулнă иккен артистка, ку костюм ăшне мĕнле вырнаçнă-ши?» - тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕм эпĕ пĕр тум çине пăхса. Куравранах Нина Михайловна балетпа кăсăкланнине, алĕç тума та юратнине пĕлтĕм.
Çав кунах ăвăсран ăсталанă сăнарсен куравне çитрĕм. Мана хăшĕ-пĕри унта кĕме сĕнмерĕ: «Çемçе чĕрÿпе сăнарсене курма йывăр пулĕ», - терĕ. Иван Грозный хăйĕн ывăлне вĕлернĕ кÿлепине кăна пăхмарăм. Иккĕмĕш Николай патша çемйине пăхма çăмăл пулмарĕ, ытти сăнарпа кăсăклансах паллашрăм.
Пĕлтĕр пĕр картинăра темиçе сăнар курăнакан куравра пулнăччĕ. Шупашкарти пур музейра тенĕ пекех пулнă эпĕ. Çеçпĕл Мишши музейне çитеймен-ха, тракторсенне аякран çеç курса иртнĕ.
Мĕн кансĕрлет тăван халăхăн мухтавлă ĕç-хĕлне халалланă куравсене пырса киленме? «Автобус çукки», - хуравлатăп эпĕ.
Шкул автобусĕпе ачасене экскурсие илсе тухас пулсан ирĕк илме райцентра кайса темиçе çĕре çитмелле, миçе çынна тархасламалла. Унсăрăн - юрамасть. Учительсен вăл автобуспа ниçта кайма та ирĕк çук. Унсăр пуçне хамăр та мăкалсах пыратпăр. Пуçтарăнсан та пĕри те тепри каясшăнах мар. Хĕрлĕ Чутая концерт-спектакль килсен те яланах пĕр çынсем тухаççĕ, ыттисем нимĕнпе те кăсăкланмаççĕ.
Хула халăхĕн курса çÿреме - кăмăл, пирĕн, ялтисен, майсем çукрах тетĕп.
Музей ĕçченĕсене тĕрлĕ курав йĕркеленĕшĕн чунтан тав туса
Галина ЗОТОВА.