Микисем пуç усман
- Картиш тулли сурăх пирĕн, витере пĕр-пĕринпе ăмăртмалла тăрăст! тăрăст! сикме юратаççĕ. Халĕ 13 чун. Ăратлă та ĕрчевлĕ хăйсем тата, икшер, виçшер путек таран пăранласа параççĕ. Пĕр такине пусасшăн-ха, пепкене шашлăк-шÿрпесĕр епле çăвăн, çак кунсенче тепĕр мăнук, çиччĕмĕшĕ, çут тĕнчене килчĕ пирĕн. Журавлевсем хушăнсах пынишĕн эпĕ калама çук телейлĕ. Мана, Микие /ялта пурте аслашшĕ ячĕпе чĕнеççĕ ăна/, хывсан пурнăçра сăмса шывĕ юхтарас, пуç усас çук-ха вĕсем, сывлăхĕсем пулччăр çеç, - чунтан хĕпĕртесе калаçать Ĕнелте пурăнакан Геннадий Журавлев. Хур-кăвакалĕпе чăххи-чĕппин те шучĕ çук ÿркенменскерсен.
- 16 чăх килте, кашни кун карчăка йăваран 13-шер çăмарта илсе паратăп. Ялта экологи енчен таса апат-çимĕç кăна çисе пурăнатпăр, - кил хуçалăхĕпе тĕплĕн паллаштарма юратать Геннадий Федорович. Çулĕсем самаях пулин те улми-çырлипе пахчаçимĕçне кĕркунне чылай пухса илеççĕ вĕсем. Çĕр пиçсе çитсен тухаççĕ те пахчана, пĕрремĕш юр çумасăр та кĕмеççĕ. Выльăхĕ валли утти те чылай кирлĕ. Чăх-чĕпне, хур-кăвакалне çитĕнтерес тесен çăвĕпе сахал мар тăрăшмалла.
- Сурăх вăл пĕчĕк çеç, анчах та уттине хĕлĕпе питĕ нумай çиет. Карчăкпа иксĕмĕрех çулса типĕтетпĕр. Мĕн йывăрри пур унта, кăштах сулăнсан çави хăех касать, - шÿтлет 79 çулти Гена тете. Ăна никам та сакăрвунна çывхарать тесе калаймĕ. Çуран çÿреме юратать вăл, спортпа питĕ туслă. Ĕнелсем каласа кăтартнă тăрăх, кил хуçи музее аса илтерекен тĕлĕнмелле хитре çурт-йĕр çавăрнă.
- Питĕ тăрăшуллă, ыттисемшĕн тĕслĕх çемье, хитре пурăнма юратаççĕ, хăнасене кĕтнĕ чухнехи пек типтерлĕ вĕсен пÿртĕнче. Пахчинче пĕр çумкурăк тупаймăн, кашни çимĕçĕн, ÿсен-тăранăн хăйĕн вырăнĕ. Ялта никамăн мар, чи малтан вĕсен машина, телевизор пулнă, - Журавлевсем пирки сăмах хушмасăр чăтаймарĕ Ĕнелти культура çурчĕн пуçлăхĕ Галина Петрова. Кил-çуртĕнче кашни кунах пăта çапать, ăна шал енчен те, тул енчен те капăрлатсах тăрать Геннадий Федорович.
- Эпĕ вилсен те çурт çирĕп лартăр, пирĕн йăха намăс ан кăтарттăр. Кил умĕнчен иртнĕ чухне: «Кунта Мики пурăннă», - тесе ăмсанччăр çынсем, - çирĕплетсех калать Гена тете.
Геннадий Федоровичпа Антонина Петровна 55 çул пĕрле пурăнаççĕ. Икĕ хĕрпе пĕр ывăл çитĕнтернĕ вĕсем. 34 çул бухгалтерта тăрăшнă Антонина Петровна мăшăрĕнчен 7 çул кĕçĕн. Пулас арăмĕпе мĕнле паллашнине каласа кăтартмасăр чăтаймарĕ Гена тете.
- Шартлама хĕл вăхăтĕнче отпуска килнĕччĕ, каçхине клуба тухрăм. 17 çулти Тоньăпа хире-хирĕç тăрса ташларăмăр. Малтанхи юрату та пурччĕ-ха ялта, çамрăккине курсан ун пирки мантăм. Эпир, арçынсем, хитрине асăрхасан çухалсах каятпăр мар-и, пуç мими ĕçлеме пăрахать-ши çав вăхăтра? Çав сивĕ каç вĕçертмерĕм хайхи чиперккене, киле илсе кайрăм, çул çинче тĕлĕрсе пымарăм ĕнтĕ, хитре сăмахсем каласа çавăрттартăм, чĕлхи ман япшар пулнă, хам та аптраман ун чухне. Паянхи кун та пуçа усмастăп, чăнкă чăваш эпĕ. Çулĕсем иртеççĕ пулин те, чун ватăлмасть-çке, пытармастăп, халь те илемлисем çинчен куçа илейместĕп, - чунне уçать Геннадий Федорович.
Ăна Елчĕк тăрăхĕнче пĕлмен çын та çук пулĕ. Кĕçĕн класрисем вĕренекен «Паха пĕлÿ» шкула килсе кĕнĕскере вĕрентекенсем еплерех сырса илчĕç. Сывлăхĕпе кăсăкланаççĕ, мĕнле пурăнни пирки ыйтса пĕлеççĕ. Елчĕк урамĕсем тăрăх пĕрмай утса мар, чупса çÿрекенскерне епле палламăн? Спорт тумне хывмасть вăл, пуçĕнче - матрос карттусĕ. Ачаран янттине тата çын куçĕнчен пăхма хăнăхман Геннадий Федорович, çавăнпа та кирек мĕнле ыйтăва та хăй татса пама тăрăшать.
- Халь те тĕлĕнме пăрахаймастăп, шкулта 7 çул çеç вĕреннĕ çынна инженера вырнаçтарчĕç. Ĕçре яваплă пулнине туйнă пуль çав, нихăçан та сăмах тивмен мана, ятланине те астумастăп. Кăмрăк та нумай турттартăм, водительте чылай çул тăрăшрăм. Калама çук лайăх та ырă вăхăтсемччĕ. Çынна ĕç илем кÿрет, - иртнине аса илсе калаçать Геннадий Федорович.
Хура тинĕс флотĕнче çар тивĕçне пурнăçланă Геннадий Журавлев. 9 çул пăрахутпа ишнĕ. Моряк тумне мăшăрĕ халĕ те арчара упрать-мĕн.
- Кăçал ывăл ача ятарласа ман çамрăклăхăм иртнĕ хулана - Севастополе - канма кайрĕ, ман валли асăнмалăх карттус илсе килчĕ. Пуçран та хывмастăп ку хаклă парнене, - хăпартланса каласа кăтартать Геннадий Федорович.
Елена АТАМАНОВА.
Елчĕк районĕ.
Автор сăнÿкерчĕкĕ.
Комментари хушас