Archive - Юпа 2015

юпа 15th

15 Юпа, 2015

Пулă апачĕ усăллă

Диетологсем çирĕплетнĕ тăрăх, пулă пирĕн рационра эрнере икĕ хутран кая мар пулмалла. Пулăра этем организмне кирлĕ япала питĕ нумай. Тĕслĕхрен, шăла пулăра /судак/ белок виçи чăх ашĕнчинчен те нумайрах, сазанра вара белок виçи ĕне ашĕнчинчен те ирттерет. Кальципе фосфор виçи пулăра иçĕмпе курагаринчен 40: ытларах. Чи хакли, çапах та, пулăра Омега-3 текен çуллă йÿçек. Вăл эпир çиекен ытти çимĕçсенче пачах та çук тесен те йăнăш мар. Çуллă йÿçек Омега-3 чĕре тата юн çаврăнăш ĕçне тĕрĕс йĕркелесе тăма кирлĕ. Вăл юнри холестерин шайне чакарать, атеросклероза аталанма памасть.

юпа 14th

14 Юпа, 2015

"Сывлăх", 40 /856/ №, 14.10. 2015

о Магнит тăвăлĕ вăхăтĕнче.
о Ыхра çемçетет.
о Сиплĕ жеруха нÿрĕ вырăнта ÿсет.
о Чĕре ĕçне лайăхлатаççĕ.
о Бронхитран хăтăлма.
о Псориазпа кĕрешекен маç.
о Хури, симĕсси, курăкран вĕретни.
о Лавр çулçи мухтава тивĕçлĕ.
о Пуç хытă ыратсан.
о Йывăçсем энергипе пуян.
о Ÿт тăртаннă чухне.

14 Юпа, 2015

Пултаруллă çамрăк специалист

Шупашкар хулин 3-мĕш ача-пăча больницинче ĕçлекен пултаруллă çамрăк специалистсен йышĕнче Николай Иванова та ырăпа палăртаççĕ. Вăл Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Николай Евгеньевич - рентгенолог, ачасен сывлăхне тĕплĕ тĕрĕслес тĕлĕшпе яваплăха туйса тăрăшать.

14 Юпа, 2015

ХУРИ, СИМĔССИ, КУРĂКРАН ВĔРЕТНИ

Кирек мĕнле чей, хури те, симĕсси те усăллă. Вăл витаминсемпе пуян, организмри тĕрлĕ физиологи процесĕсене йĕркелесе тăрать, пĕтĕмĕшле сыватакан витĕм кÿрет.

Виçене пĕлмелле

Анчах пĕтĕмпех виçеллĕ пулмалла. Чейре кофеин нумай мар, çапах та ытлашши ĕçсен психика, ăс-тăн, вăй-хал пултарулăхĕн хăватне çĕклеме, чĕре таппине хăвăртлатма, юн пусăмне ÿстерме çителĕклĕ.

Кунăн иккĕмĕш çурринче çăра чей ĕçни тĕрлĕ кăлтăкпа палăрма пултарать. Уйрăмах аслă çулсенчи çынсен сывлăхĕшĕн сиенлĕ.

14 Юпа, 2015

ЭНЕРГИПЕ ТĔЛĔНМЕЛЛЕ ПУЯН

Кирек мĕнле чĕрĕ чун пекех йывăçсем те энергипе çав тери пуяннипе палăрса тăраççĕ. Этеме мĕнле витĕм кÿнĕ тăрăх вĕсене донорсемпе вампирсем çине уйăрма пулать.

Донор йывăçсем

Вĕсем пире хăйсен энергетикипе сиплеççĕ, вăй-хал, хастарлăх хушаççĕ, ывăннине ирттереççĕ. Хурăн ращинче, хыр е шурă чăрăш /пихта/ вăрманĕнче час-часах уçăлса çÿрени сывлăха чылай лайăхлатать. Чи хăватлă донор йывăçсен шутне хурăн, юман, хыр, акаци, вĕрене, улма-çырла йывăçĕсем пурте /чие, улмуççи, груша, сырлан.../ кĕреççĕ.

14 Юпа, 2015

«Хыпар» 209-210 (26861-26862) №№. 14.10.2015

14 Юпа, 2015

Рынокри кăткăслăха сирме кăна мар, тĕллевсене ăнăçлă пурнăçлама та май килĕ

Чăваш Ен экономикине пĕр тикĕс аталантарас тата социаллă тăнăçлăхпа тивĕçтерес тĕллевпе республика Пуçлăхĕн 2015 çулхи февраль уйăхĕн 13-мĕшĕнчи 66-рг-мĕш йышăнăвĕпе Чăваш Республикин экономикине 2015-2017 çулсенче пĕр тикĕс аталантармалли тата социаллă тăнăçлăхпа тивĕçтермелли план çирĕплетнĕ. Унпа килĕшÿллĕн тĕп çул-йĕре - импорта улăштарассине, экспорта, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе, экономикăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ отраслĕсене пулăшассине, граждансене социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтермелли тата республикăн ĕç рынокĕнчи кăткăслăха сирмелли мерăсене - пурнăçа кĕртме палăртнă.

Pages