Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби

14 Юпа, 2015

Рынокри кăткăслăха сирме кăна мар, тĕллевсене ăнăçлă пурнăçлама та май килĕ

Чăваш Ен экономикине пĕр тикĕс аталантарас тата социаллă тăнăçлăхпа тивĕçтерес тĕллевпе республика Пуçлăхĕн 2015 çулхи февраль уйăхĕн 13-мĕшĕнчи 66-рг-мĕш йышăнăвĕпе Чăваш Республикин экономикине 2015-2017 çулсенче пĕр тикĕс аталантармалли тата социаллă тăнăçлăхпа тивĕçтермелли план çирĕплетнĕ. Унпа килĕшÿллĕн тĕп çул-йĕре - импорта улăштарассине, экспорта, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе, экономикăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ отраслĕсене пулăшассине, граждансене социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтермелли тата республикăн ĕç рынокĕнчи кăткăслăха сирмелли мерăсене - пурнăçа кĕртме палăртнă.

2 Юпа, 2015

Чăваш Ен – чи лайăххисен шутĕнче

Раççей Ĕç тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Максим Топилин патшалăх пулăшăвĕн пахалăхĕн тата çынсем унпа усă курма пултараслăхĕпе Чăваш Ен чи лайăх субъектсен шутĕнче пулнине палăртнă.

2015 çулхи сентябрь уйăхĕн 28-мĕшĕнче Раççей ĕç тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Максим Топилин РФ субћекчĕсен патшалăх влаçĕн ĕç тăвакан аслă органĕсен ертÿçисен халăха ĕçпе тивĕçтерес ыйтусене йĕркелесе тăракан çумĕсемпе тата РФ субћекчĕсен ĕçлев органĕсен пуçлăхĕсемпе курав мелĕпе йĕркеленĕ селектор канашлăвĕ ирттернĕ.

20 Утă, 2015

Тĕп ыйту - коррупципе кĕрешесси

Кăçалхи июль уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службинче иртнĕ семинар-канашлура сÿтсе явнă тĕп ыйту - халăха ĕçпе тивĕçтерес енĕпе патшалăх пулăшăвĕ панă чухне коррупципе кĕрешесси.