Комментари хушас

14 Юпа, 2015

ХУРИ, СИМĔССИ, КУРĂКРАН ВĔРЕТНИ

Кирек мĕнле чей, хури те, симĕсси те усăллă. Вăл витаминсемпе пуян, организмри тĕрлĕ физиологи процесĕсене йĕркелесе тăрать, пĕтĕмĕшле сыватакан витĕм кÿрет.

Виçене пĕлмелле

Анчах пĕтĕмпех виçеллĕ пулмалла. Чейре кофеин нумай мар, çапах та ытлашши ĕçсен психика, ăс-тăн, вăй-хал пултарулăхĕн хăватне çĕклеме, чĕре таппине хăвăртлатма, юн пусăмне ÿстерме çителĕклĕ.

Кунăн иккĕмĕш çурринче çăра чей ĕçни тĕрлĕ кăлтăкпа палăрма пултарать. Уйрăмах аслă çулсенчи çынсен сывлăхĕшĕн сиенлĕ.

Ăсчахсен тĕпчевĕсем чей нумай ĕçни чĕрене кофе пекех сиенленине паянхи кун тĕлне те çирĕплетеймен-ха. Вар-хырăм трактне витĕм кÿни вара паллă. Чей хырăмлăх парĕсен ĕçне, гастрит, колит, дуоденит чухне шыçнине вăйлатать.

Çак чирсем вĕрĕлнĕ тапхăрта чейе рационран кăларсан лайăхрах.

Чейри танин тимĕре йышăнма чăрмантарать, çавăнпа ăна тĕп апат хыççăн ĕçмесен лайăхрах. Ку сĕнÿ тимĕр çитменнине пула анемипе аптракан тата ача кĕтекен хĕрарăмсене уйрăмах пырса тивет.

Йĕрки пур

  • Чейе выç хырăмла, апат умĕн е ун хыççăнах ĕçме юрамасть.
  • Чей вăтам вĕри /50-60 градус/ пулмалла.
  • Ăна 5 минут таран пиçĕхтерсе лартмалла. Ытларах ларнă заваркăра усăллă япаласем юлмаççĕ.
  • Ĕнерхи чейе те ĕçмелле мар, унра бактерисене пухăнма паха условисем йĕркеленеççĕ.
  • Эмеле чейпе ĕçмелле мар, чейĕн активлă компоненчĕсем препарат витĕмне аркатма пултараççĕ.

Ÿсен-тăран хушса

Тутине илес пулсан чи лайăх чей хурлăханпа хăмла çырлин пĕр виçепе илнĕ хутăшĕ тесе палăртаççĕ.

1 апат кашăкĕ пухха тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 10-15 минут лартмалла. Кирек мĕн чухлĕ те ĕçме юрать. Чей тутлă кăна мар, иммунитета лайăхлатма та пулăшать. Унта пыл хушса пĕчĕк сыпкăмсемпе ĕçни те усăллă, анчах апат вăхăтĕнче мар.

Ытти ÿсен-тăранпа хĕр-лĕхен курăкĕ /иван-чай, кипрей/ аван килĕшсе тăрать. Шĕвеке паха тутă кĕрет. Тĕслĕхрен, хĕрлĕхен курăкĕпе тупăлхаран /таволга/, хĕрлĕхен курăкĕпе хурлăхан çулçинчен, хĕрлĕхен курăкĕпе хăмла çырли çулçинчен, хĕрлĕхен курăкĕпе кĕтмелрен /брусника/, хĕрлĕхен курăкĕпе чапăртан /чабрец/, хĕрлĕхен курăкĕпе шăлан çырлинчен, ыттисенчен чей вĕретме пулать.

Шайлашу çакăн пек: 80 процент хĕрлĕхен курăкĕн чечекĕ тата 20 процент ытти курăк, çулçă е çырла.

Курăксен пуххине суйланă чухне сирĕн организм хăшне ытларах ыйтнине туйма тăрăшăр. Çак меле шута илсе пĕçернĕ чей сиплĕ хăватпа, уйрăм энергетикăпа палăрса тăрĕ, сире уйрăмах витĕмлĕ пулăшĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.